Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалах (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫан пулса иртнӗ япалах ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫар авиацинчен граждан авиацине куҫасси вӑл, ачам, летчикшӗн ытла хаваслӑ япалах мар, уйрӑмах ман пек ҫамрӑк романтикшӑн…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темех мар мӗн: икӗ енлӗ кайморит кӑна, анчах хирург ҫӗҫҫи пит шӑмми ӑшне кӗни ытлашши кӑмӑллӑ япалах мар.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тем тесен те ку ырӑ япалах мар.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр япалах пӗр ҫӗрте пӗр пус, тепӗр ҫӗрте ҫӗр пус.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫ умӗнче ҫав япалах: хӑйӑр ҫине тӑрӑнтарнӑ шалча вӗҫӗнче этем пуҫӗ сулланкаласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр кун-икӗ кун выҫӑ чӑтасси те Ваҫук шухӑшӗпе йывӑр япалах мар.

Вытерпеть день-другой не евши — не такая уж это невыносимая мука.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни япалах хӑйнеевӗрлӗхпе уйрӑлса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Конкурса хастар хутшӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... bd%d0%bda/

Ара, тӑвар хаклӑ япалах мар-ҫке ӗнтӗ?..»

Ведь все-то стоит копейки, а у вас нет того, этого…

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ял йӗри-тавра ҫаврӑнса ҫитнӗ ҫӗре «Элексантӑр атте» пуҫӗ кунтӑ пек пулса каятъ, кашни япалах иккӗллӗ-виҫҫӗллӗ курӑнма тытӑнать.

И вот к концу обхода голова отца Александра делается как тяжелая корзина, в глазах начинает двоиться, троиться.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

– Эх, ҫак кирлӗ япалах та! – терӗ ӗҫлеме килнӗ ҫын.

— Эх! Штука-то важная! — сказал мужик.

Ҫӗмӗрт // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 58–19 с.

— Ҫирӗм пӑт тырра ҫараттарса яни ытла кулмалли япалах мар та ӗнтӗ, шӑллӑм, — кӳренчӗклӗн каларӗ Марье.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мужик хӑйӗн кил-ҫуртне пӗлнӗ пек, «Капитала» тӗплӗ пӗлекен, хӑйсен вӗренӗвӗнчен ниҫта пӑрӑнман марксистсемшӗн ку шӳтле япалах мар.

Нешуточное дело для ортодоксальных марксистов, знающих «Капитал» вдоль и поперек, как мужик свой двор.

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Тӗлӗнмелле пулин те, малтан ним вырӑнне те шутламан пӗр пӗчӗк япалах Ленина пӑлхантарса ячӗ.

Как ни странно, но совсем мелкий случай, которому он вначале не придал никакого значения, вывел Ленина из равновесия.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Тӗрӗслевӗ хӑй кӑмӑллӑ япалах мар пулин те ҫав сӑлтавпа хатӗрленӗ уявӗ пурне те килӗшнӗ.

И хотя сам опрос был не очень-то приятен, ему всегда сопутствовал настоящий пир, а это было уже куда приятнее.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Урӑ пурнӑҫпа пурӑнакансен обществине кайса намӑсланасси савӑнтармасть-ха ӑна, ҫынсем хӑвӑн ывӑлна вӑрҫнине итлесе тӑрасси кӑмӑллӑ япалах мар.

Предстоящее посещение общества трезвости его не радовало: не очень-то приятно стоять и слушать, как ругают твоего сына.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ку вара ыр япалах мар.

А это уж совсем грустно.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӗлтрен тӗмӗ варрине сиксе анасси илӗртӳллӗ япалах мар ҫав.

Прыгать прямо в крапиву ему не улыбалось.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах Уйӑх тӳпери япала, эппин комета та тӳпери япалах.

Но ведь Луна — небесное тело, значит, и кометы тоже небесные тела.

Эдмунд Галлейпе унӑн комети // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Чӑн-чӑн сунарҫӑшӑн кайӑк кӑвакал килентерекен япалах мар пулин те, анчах та халӗ урӑх нимӗнле кайӑк та пулман пирки (ку ӗҫ сентябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулчӗ, кӑрӑпчаксем халӗ вӗҫсе килеймен-ха, хир чӑххисем хыҫҫӑн эпӗ уйхир тӑрӑх чупса ҫӳресе йӑлӑхрӑм), эпӗ хамӑн сунарҫӑ сӑмахне итлерӗм те Льгова тухса кайрӑм.

Хотя для настоящего охотника дикая утка не представляет ничего особенно пленительного, но за неименьем пока другой дичи (дело было в начале сентября: вальдшнепы еще не прилетали, а бегать по полям за куропатками мне надоело), я послушался моего охотника и отправился в Льгов.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех