Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав япалапа вӑрах усӑ куратӑр.
13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ е наркотикпа е ытти ҫавӑн пек япалапа минренисене пулӑшма урӑлтаркӑчсем уҫмалла.
Урӑлтаркӑч кӗркунне уҫӑлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34624.html
Ак тап-таса ҫуса тасатнӑ пулӑттӑм ҫав ҫамкана ҫак япалапа! — Хӗрарӑм лаштанккана ҫатӑрласа тытнӑ сылтӑм аллипе ҫиллӗн юнаса илчӗ.
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
Ара, эсир ҫине-ҫинех «тӗкрӗ» те «тӗкрӗ» терӗр те, эпӗ чӑнах пӗр-пӗр чӑркӑш ҫатта темле хыт япалапа сан шӑмму-шаккуна имӗрнӗ пуль терӗм.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Чӑнах, чӑхӑмлакан, лӳппер выльӑха пиҫӗ хулӑпа е пушӑпа « тӑна кӗртесси», кутӑнлӑхне «имӗресси», кӑмӑлне «утюгласси» те пулкалать, анчах тимӗр тӑха йышши ӳт-тире амантакан япалапа мар ӗнтӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Юлашки ҫулсенче тата сӗмсӗрленсех кайрӗ: лӑпӑ-лапӑ ҫынсен ӑшне кӗрсе вырнаҫса, вӗсен суя ирӗклӗх, мӑнаҫлӑх туйӑмӗсене вӑратса, арӑслантарса ярса, пуҫӗсене минретсе, вӗсене манӑн ҫӗр ҫинчи чи таса вырӑнсене те — чиркӳсене, мечетсене, синагогӑсене тата ытти кӗл тумалли вырӑнсене — кӗртсе ярса ман ята варалама, мана хирӗҫле латсӑр ӗҫсем тума хӗтӗртет, ҫакна тума хӑш-пӗр чух укҫапа е вӑл-ку хаклӑ япалапа та астарать, хавхалантарать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Эпӗ ачаранах аттепе пӗрле кил-ҫурт таврашӗнче тимӗр-тӑмӑр япалапа ҫалланма, вӑл-ку юрамине тухнӑ, ҫӗмӗрӗлнӗ, ҫӗрнӗ япаласене юсама, ҫӗнетме юрататтӑм.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр, тӑруках «кӗлте урапи пуслӑхӗпех» пусӑрӑнса илсе, тӳрех нимӗн те хуравламарӗ: таҫтан инҫех те мар катаран, шыв-шурлӑ иртнинчен, сулхӑн, хура ҫилсем вашлатса-«хашлатса» илчӗҫ тейӗн; тӗксӗм, шӗшкӗ кӑчки пек йӳҫек, амӑш евӗкӗсӗр ачалӑха «куракан» куҫӗсене вӗри куҫҫуль те хупласа хурасшӑн пулчӗ, вара каччӑ, чунне хытарса, хуравне ҫӑмӑлрах, чун кӗлекен япалапа сӑлтавлама шутларӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ну, хӗрӗм, эсир текех ҫакнашкал пӳрнесем курӑнса ҫӳрекен ҫӗтӗлнӗ япалапа вӑрмана ан тухӑр.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Микула чӗрине темле шӗвӗр япалапа тӑрӑнтарнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫав вӑхӑтра пӳртӗн урам енчи стенине темӗнле йывӑр япалапа тӑрслаттарчӗҫ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах ҫитсе уҫма ӗлкӗреймерӗ — темӗнле йывӑр япалапа кӗрӗслеттернипе хапха алӑкӗ ҫӗре сирпӗнсе ӳкрӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак вӑхӑтра путвалран урай хӑмине темле япалапа шак-шак! тутарни, Тарье: «Ан кӗнӗ пултӑр унта! Санӑн мар!» — тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ача чухне пӗрре кайса курнӑччӗ Иливан, темле япалапа та — ӗҫме-ҫимепе, шӑхлич-курайпа, пусма таварпа — суту тӑваҫҫӗ унта, ака туйри пек, ут яраҫҫӗ, тупӑшса чупаҫҫӗ, кӗрешеҫҫӗ, тем те пӗр хӑтланаҫҫӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тукай темле вӑрӑм япалапа сулкалатчӗ умра, хӗвӗшӳре каччӑ вӑл кампа ҫапӑҫнине кураймасӑрах юлчӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӗнле тӳсӗм ҫитрӗ ашшӗн вӑл ялан пӗр япалапа сӳтӗлнине итлесе ларма!
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кам ӗнтӗ чӗрӗ япалана чунсӑр япалапа танлаштартӑр?
Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.
Хӑлха патӗнчен кӑчӑрт! тутарса касрӗ, ҫав вырӑна ҫемҫе япалапа сӑтӑрса ҫурӗ, вара, питӗ шӑршлӑ эмел сапса, пуҫа тата мӑя ҫыхрӗ.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Е пӗр-пӗр япалапа улӑштармалла, — ман мӑшӑрӑн авалхи илемлӗ тухья пур, сирӗн хӗрсем ҫитӗнсе пыраҫҫӗ.
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эс пуш алӑпа пулсан аван мар, япалапа пулсан аван тенӗ.К тому же если ты был не с пустыми руками, и смотря какая вещь была у тебя в руках.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.