Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янраса (тĕпĕ: янра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав самантрах пистолет сасси янраса кайнӑ — юлташӑн сулахай ури тӗревне ҫухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Юсуп, нимӗҫ танкӗ ӑшне кӗр те туппине тӑшман еннелле ҫавӑр! — янраса кайнӑ Светлана сасси.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Команда янраса кайрӗ те, матроссен отрядне темӗнле кӗпер патне ертсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эсир пуян пуль-ха, — янраса кайрӗ хӗрарӑм сасси.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ун пек упӑшкасемпе эпир пӗр минут та пурӑнман пулӑттӑмӑр! — янраса кайрӗ темиҫе сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Атӑл тӑрӑх юрӑ мӗнле янраса кайнине пӗлместӗр-ха эсир!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Отряд, стой! — янраса кайрӗ уҫӑ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Хумкка мучи хӑй трактор курни ҫинчен каласа пани! — янраса кайрӗ унӑн уҫӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахҫан иртсе ҫухалнӑ туй юрри пек янраса тӑчӗ вӑл хӑлхара.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анкартинче лаша кӗҫенни янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Подрядчик астутарни Ҫтаппан хӑлхине таҫта янраса илнӗ саслӑн ҫеҫ илтенчӗ, вӑл тӑна кӗреймерӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав самантрах пӑшал сасси янраса каять.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫутӑласпа ял ҫийӗн аслати сасси вӑрӑммӑн янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Те тахӑшӗ кӑшкӑрса ячӗ, те сывлӑш хӑех ҫак кӗтмен хыпарпа янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳлтен пӗр лав тимӗр тӑкнӑ пек, сывлӑшра чӑнкӑр-р! тунӑ сасӑ ҫеҫ янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Халиччен кунашкал пурлӑха тӗлӗкре те курман хӗре ахах-мерченпе, йӑлтӑр-йӑлтӑр чӳречепе йӑлкӑшса, янраса тӗлӗнтерет кермен.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Нумай та вӑхӑт иртмест — хӑраса ӳкнӗ хӗр умне хайхи каччӑ тухса тӑрать, вут-хӗм сирпӗтекен тумӗ тавралӑха ҫутатса ярать, юрӑ янраса каять:

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

«Эй, Аслӑ та Ырӑ Турӑ Тенкри хан! — янраса каять вара ӗшнене шӑнӑҫайман кӗлӗ сасси ҫурхи шывпа тулнӑ ҫырма тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Каллех ун кулли янраса кайрӗ, самантрах сӑн-пичӗ тӗксӗмленчӗ:

Он опять засмеялся. Потом снова стал серьезен:

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унӑн сасси хыттӑн, хаяртараххӑн янраса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех