Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ ӗнтӗ Урӑлманкин та хӑйӗн йӑшӑк, «хӗсӗк куҫлӑ» куллипе фельдшер урапи ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса ларчӗ: пӗри машина кузовӗнчен юхса тӑкӑнакан йӑшӑр-йӑшӑр тип хӑйӑр саслӑн чыхӑна-чыхӑна, янахне вӗттӗн-вӗттӗн, автоматла сиктерсе чӑхлатать, тепри йывӑҫ каткара йӳҫекен пӑрака лӗкӗр-лӗкӗр лӗкӗртетнӗ пек пӗтӗм кӗлеткипе «вӗресе» лӗхлетет.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Фельдшер куҫӗ самант ҫавракаланса, чарӑлса кайрӗ, вара вӑл, йӑплака тунката пек хытса тӑрса, янахне сиксе вӗрекен хура тулӑ пӑтти пек вӗттӗн чӗтрентерсе, чӑхлатса кулса ячӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Мӑтӑк хура сухаллӑ янахне тӑрт-тӑрт-тӑрт сиктеркелесе, пӗтӗм кӗлеткипе те тӑр-тӑр-тӑр чӗтрет мӗлке пуҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Сахар нимле мар пулса кайса кукленсе ларчӗ, хӑлхине Энтрей кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, алӑ тымарӗсене тӗрӗслерӗ, унтан хӑвӑрт Сергей еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Халех ӑшӑ сӗтпе пыл, шӗшлӗ илсе кил! Часрах! — янахне чӗтретсе хушрӗ вӑл.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл алӑк янахне ыталаса илчӗ те пӑртак та пулин сывлӑш ҫавӑрса ярас тесе пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.
6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Аллипе янахне тӗрелесе, чӗркуҫҫи ҫине чавсаланнӑ.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Итлӗр! — кӑшкӑрса ячӗ Дэзи янахне аллипе тӗревлесе тата куҫӗсене чарса пӑрахса.Слушайте! — воскричала Дэзи, подпирая подбородок рукой и расширял глаза.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн сарлака шӑмӑллӑ питне, ансӑр ҫамкине, ҫӑткӑн пӗчӗк куҫӗсене, йӗкӗр янахне сухалӗн шурӑ шерепи ҫавӑрса мӑклантарнӑ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Куратӑп: вӑл уйрӑм хӳтӗре, ҫавӑнпа та ун патне ҫывхарма хӑяймастӑп, — Дигэ янахне варкӑшпа тӗрткелет.
XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл пукан ҫинелле тӗллерӗ, лартӑм, Поп вара ура ҫинчех, янахне пӳрнисемпе вӗчӗрхенерех сӑтӑркалать.Он указал стул, я сел, а Поп продолжал стоять, нервно водя пальцами по подбородку.
XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ганувер ларать, пӗрлештерсе тытнӑ аллисем сӗтел ҫинче, вӗсемпе янахне тӗревленӗ, Дюрок мӗнле ҫӳренине шухӑшлӑн сӑнать.Ганувер сидел, положив подбородок в сложенные на столе руки, и задумчиво следил, как ходит Дюрок.
XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Тӗллеме пуҫласан кашнинчех Рой ҫамки ҫинчи ҫӳҫне аллипе ҫемҫен куҫарать, янахне малалла тӑсса хурать те — пӑшал авринчен хӑйне ҫеҫ тивӗҫлӗ уйрӑм, вӑрттӑн-ҫепӗҫ хусканупа ҫирӗппӗн перӗнет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шӗвӗр пичӗ ҫинче тӗксӗм бакӗсем тӑнлав патӗнчен янахне ҫитиех анаҫҫӗ.Темные баки на его остром лице спускались от висков к подбородку.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӗрарӑм питне ун еннелле пӑрчӗ, Гольцӑн чӑпар галстукне, тӗклӗ шлепкине тата яп-яка хырнӑ, кӑштах чӗтрекен янахне куҫӗсен туйӑмсӑр хусканӑвӗпе шӑтарасла тӗсерӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Учитель ҫеҫ янахне хевтесӗррӗн хускаткаласа ыйтма вӑй ҫитерчӗ:
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
Хӗрӗ ӑна иккӗмӗш хут ҫырманран старик хӑрушла тилӗрсе кайрӗ, хӑйне хӑй хирӗҫлекенскер — «янахне курайманлӑх галстукӗпе хупларӗ», унтан хӑйӗн ҫуртӗнче эрешмен пек тӗпленчӗ, шӑна-секретарьсене кӗтме пикенчӗ — вӗсене пӗлтерӳре евитленӗ асаплантарусемпе нушалантарма сӑмах пачӗ.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Поварӑн чӗр куҫҫи хушшинче — темӗнле вӑрттӑн япалаллӑ самаях пысӑк тӗрке; Фук вара, янахне ал тупанӗсемпе салхуллӑн тӗревленӗскер, Дюк ҫине халь-халь йӗрсе ярасла тӗмсӗлнӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Варнава ҫӗнӗ ҫыннӑн питне тимлӗн тинкерет: ҫирӗп пӗркелентернӗ, яланах ҫиллес ҫамкине, ун айӗнче йӑлтӑртатакан пӗчӗк те йӑваш, кирлӗ чухне сиввӗн те хаяррӑн тӗксӗмленме пӗлекен куҫӗсене; унӑн вушар-кутӑн ҫӑварне, мӑнтӑр пит ҫӑмартисемпе шыҫмак сӑмсине, ӗмӗрхи мухмӑра пула кӑшласа пӗтернӗ, кӑштах кӑвак ҫапнӑ мӑйӑхне тата пӑхӑнтаракан сӑнлӑ янахне.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Вӑл аллине тӑсрӗ, янахне утиялпа хыҫса илчӗ:
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Гарвей хаяррӑн йӗлпӗрет, йӗри-тавра пӑхкалакан Редж ӑнланмасӑр янахне сиктеркелет; Сигби хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ — тепӗр ҫеккунт, тата тепре, — урмӑшу-тилӗрӳ пуртта лекнӗ патакла хуҫӑлчӗ, мӗншӗн тесен Аян сӑмахӗсем иккӗленӳсӗр ӗненӳпе янӑрарӗҫ; самант питех те тӗл килчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.