Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эс сăмах пирĕн базăра пур.
эс (тĕпĕ: эс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт, эс — чи вӑйли, эс — чи хӑраманни, чи шиксӗрри, чи чӗмсӗрри, ҫуратаканни, вӗлерекенни…

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ӑҫта эс, анне, эс, аттеҫӗм, ӑҫта?

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эх, эс, килӗмҫӗм манӑн — Чи юратнӑ кӗтес, Хӑв патна йыхравлатӑн, Чуншӑн хаклӑ-ҫке эс!

Куҫарса пулӑш

Анне килӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 3 с.

Эх, тӑмана, тӑмана, Мӗн калам-ши эп сана! — Каҫпа ҫӗклен эс пуҫна, Аран уҫан ик куҫна, Ялан таҫта эс васкан, Ҫуртсем ҫумне ӑнсӑртран Пыра-пыра ҫапӑнан, Намӑс-симӗс ҫуккӑ сан, — Ашкӑнмашкӑн тытӑнан: Чӑх-чӗп тытма юратан, Ҫынна хӗн-хур кӑтартан…

Куҫарса пулӑш

Тӑмана // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.

Хӑвна ҫеҫ ҫын тесе эс шутлан, Ҫуккине шутласа кӑларан, Ҫумӑнти юлташна макӑртан, Ултавпа юнашар эс утан, Пирӗн ҫутӑ кӳлле пӑтратан…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхавҫӑ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.

Эс киле мӗншӗн час-час таврӑнманнине те, эс унта Ромашокпа тӗл пулнине те…

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эс мана юратманнине те, эс Ромашокшӑн хыпса ҫуннине те пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эсэс… аса илӗн-ха мана…

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эс, эс… провокаторрр!

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эс мӗн… эс мӗн, Макарушка, чирлемерӗн пулӗ-ҫке?

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Эс апла та эп капла, эп капла та эс апла!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Унӑн кулли хальхинче: эс манпа пӗрле пыни те, пыманни те пӗрех, мӗншӗн тесен эс маншӑн никам та мар, кӳршӗ ачи кӑна, тенӗ пек илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

«Ай, Илюш, мӗн пулли кӑлартӑн эс? Пӑх-ха, темле чипер мар пек туйӑнать вӑл! Ан ил эс ӑна, мана пар кушаксем валли», – тенӗ, хӑй вара пулӑ яшки пӗҫернӗ, тата пурне те хӑй тытнӑ тесе каланӑ.

«О, Илюш, ну и рыбку ты выловил! Смотри, какая-то она не такая! Лучше не бери ее, отдай мне, я котам скормлю», – а сам ушицы наварит да еще скажет всем, что сам рыбку поймал.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Анчах ручка тытатӑп та… куҫ умне Турунов тухса тӑрать, хӑлхара ун сасси янӑрама тытӑнать: «Эс ман пирки тиркешсе-туса ҫырсан, мӗн калӗҫ тӑван ял ҫыннисем?.. Юмӑҫ ачи пулнӑскертен мӗн ырри кӗтен вара, темӗҫ-и?.. Пӗтерен эс мана…» — ҫак сасса илтетӗп те, Туруновӑн кӳренсе, унӑн малашнехи пурнӑҫӗ епле пуласси, ун шӑпи пӗтӗмӗшпех манран килнӗн йӑлӑнса, парӑнса пӑхакан куҫӗсене куратӑп та каллех калатӑп хама хам: «Ҫук, ҫыраймастӑп!.. Пулмасть…» — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Эс тухса кайсан, кун ҫути сӳнсе ларать вара пирӗншӗн. Юрать-ха эс кӑштах лӑплантаратӑн ҫав усал этеме», — тет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Эс каланӑ пек пултӑр, Тарас тете. Хуть те мӗн ту манпа. Усал сунас ҫук эс мана. Лайӑх пултӑр тесех калатӑн пуль-ха», — тет.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку Ксюша (ха-ха) эс художник пуль тата эс палӑ ҫын.

Это Ксюша (ха-ха) ты, наверное, художник и ты стала знаменитым человеком.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Эс, тархасшӑн, кай каялла, вунтӑххӑрмӗш ӗмӗре, тек пирӗн пата нихҫан та ан таврӑн, атту эс ялан мӗнле те пулин тӗлсӗр сӑмах персе яратӑн, вара сана тӳрлетмелле, ӑс памалла, йӑнӑшсенчен тасалма пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эс вӑтам шкула чупнӑ чух сана валли ҫи-пуҫ тӑвас тесе Кирик Сӑр леш енчи вырӑс ялӗнче икӗ ҫул кӗтӳ кӗтрӗ — эс ӑна ухмах тетӗн.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗр енчен савӑнмалла пек ҫавӑншӑн: эс ҫырни чылай ҫын чӗрине ҫитсе ҫапӑннӑ, пӗрле пухӑнсах сӳтсе явасшӑн, тепӗр енчен — хӑрамалла пек: эс ҫырнине ку апларах, леш капларах тесе пӗтӗмпех тустарса тӑкмӗҫ-и?

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех