Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршине (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн сӑмса халиччен пӗлмен пылак тутӑллӑ тӗтӗм шӑршине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

«Кашкӑр чӗрӗ юн шӑршине сиссе-туйса, хурчӑка кӑвакарчӑна тӑпӑлтарнӑн-тустарнӑн, ҫурса-вакласа тӑкать ак.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Тарлӑ ӳт шӑршине сиснӗ вӑрӑмтунасем кӗтӳпе сырӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк юнашар ӳсекен йывӑҫӑн тӗлӗнмелле ырӑ шӑршине туйса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Патакӗпе чышса пӑхрӗ — палланӑ сасӑ, утӑ чӑштӑртатни, утӑпа тусан шӑршине уйӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тислӗк шӑршине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак ирччен ҫеҫенхирте ларса ирттерчӗ, чӗрӗ юн шӑршине туйса илнӗ шакалсем улани ӑна ҫӳҫентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳрт стенисем тӗтӗмпе тулса ларнӑ та, халь тин ӗнтӗ вӗсенчен ҫав тӗтӗм шӑршине нимпе те хӗссе кӑлараймӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл ҫӑра йывӑҫсене сиркелесе, кӑвайтран тухакан тӗтӗм шӑршине туйса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тин ҫуса типӗтнӗ простыньсен шӑршине Тихон Иванович кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков ун шӑршине юратать.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лаша тарӗ, сӳсмен-йӗнерчӗк шӑршине хӑнӑхнӑ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Улакурак какай шӑршине вуникӗ ҫухрӑмран сиснӗ пек, Меркури те сӑра-эрех шӑршине таҫтанах сисет», — теҫҫӗ ун пирки ялта.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӑл шывӗн шӑнкӑр-шӑнкӑр сассине те илтмӗп сансӑр, улӑхри чечексен илемне те курмӑп сансӑр, йывӑҫ-курӑкӑн сиплӗ шӑршине те туймӑп сансӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Шӗвӗр сӑмсине нӑш-нӑш турткаларӗ: сӑмакун шӑршине сисрӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗтӗм шӑршине сиссенех мӗн ҫуннине ҫывӑха пырса пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Ҫав каҫхине эпӗ тин ҫеҫ ҫеҫке ҫуракан улмуҫҫисен шӑршине ытараймасӑр чылайччен пахчара ҫӳрерӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кашкӑрсем халь тин ун шӑршине туймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл йытӑ пек унӑн-кунӑн шӑршлакаласа пӑхрӗ, тен, тем шӑршине туйӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав, тӗрлӗ йывӑҫ-курӑк шӑршине лайӑхрах туяс тесе, тарӑннӑн сывла-сывла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех