Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун ҫине ҫаврака ҫӑкӑр хунӑ, ҫӑкӑрне чӗнтӗрлӗ таса шурӑ алшӑлипе витнӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пӗр «ҫулҫи», тӗттӗм кӗренни, шупкаланчӗ, «чӗнтӗрлӗ пиҫиххи» пулса, хӗвелтухӑҫнелле шурӗ.
Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.
Унӑн тутӑрӗ те, кӗпи те, саппунӗ те капӑр тӗрӗллӗ, арки-ҫанни вӗҫӗсем чӗнтӗрлӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хӗрсем юрра пикенчӗҫ — Катюша ҫинчен те, пӗччен хурланса ларан пилеш ҫинчен те, вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт ҫинчен те, чӗнтӗрлӗ кӗпер ҫинчен те, анаталла урам ҫинчен те юрларӗҫ, хальхи вӑрҫӑ юррисене те манса хӑвармарӗҫ, темшӗн тата хурланса макӑрчӗҫ, унтан хаваслӑ халӑх юррисене чӑрсӑрланса юрларӗҫ, вара каллех ташлама тухрӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӑл ҫине-ҫине: — Чӗнтӗрлӗ те кӗпер юман юпа, авӑнмасть, авӑнмасть, тееҫҫӗ, темӗн чул авӑнсан та каҫатпӑр, — тесе тӑрать.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Чӗнтӗрлӗ те кӗпер юман юпа, авӑнмасть, авӑнмасть, тееҫҫӗ.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унччен те пулмасть — ҫӗмӗртпе палан чӗнтӗрлӗ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен тумне хывнӑ ҫӗре хурӑн ҫырли аврисем шап-шур ҫеҫкене лараҫҫӗ.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чечексемпе ҫулҫӑсене йӑл кулӑпа саламласа Джесси аллейӑна тухрӗ, — вӑл чӗнтӗрлӗ чукун решеткесемпе ылмашӑнакан чул юпаллӑ хӳме хӗррине тӑсӑлать; хӗр чечеклӗхрен иртрӗ те мрамор сак ҫине вырнаҫрӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Шултра ахахлӑ сулӑсем, сайра тӗл пулакан хаклӑ сакӑр ҫӳҫ тыттаркӑҫ, бриллиант эгретсем, антиквар сайралӑхӗ шутланакан чӗнтӗрлӗ авалхи, ҫавӑн пекех Гамонпа Куаньен ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ варкӑшсем бриллиантран нимӗнпе те кая мар.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Фрези Гранта — чӗнтӗрлӗ кӗпеллӗ, тӗпсӗрлӗх ҫине ура ярса пусма хӑраман хӗре…Фрези Грант, девушку в кружевном платье, не боящуюся ступить ногами на бездну.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн йӑрӑ куҫӗсем пурне те асӑрхаҫҫӗ: кавир, чӗнтӗрлӗ лак витнӗ юман, камин, мӑйӑрпа малахит хашакасене тӗплӗ вырнаҫтарнӑ картинӑсем.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ман ҫумранах ҫавӑтӑнса, пичӗсене хупласа чӗнтӗрлӗ икӗ майра чупса иртет, пенӗ вырӑна тӗсенине асӑрхасан вӗсем ман умра чарӑнса тӑрса кӑшкӑрса ячӗҫ:
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унта Тоббоганпа Дэзи тӑраҫҫӗ ӗнтӗ: хӗр ҫинче — ҫӗнӗ кисей кӗпепе чӗнтӗрлӗ ылтӑн-сенкер тутӑр, каччӑ тӗксӗм хӗрлӗ галстуклӑ шалпартарах кӑвак костюм тӑхӑннӑ — анчах унӑн сӑн-питне тӳрӗ, кӗре пичӗпе сӑмалаланнӑ парусин кӗпен йӳле янӑ ҫухави килӗштеререх парать.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Чӗнтӗрлӗ тӗксӗм пӗркенчӗкпе хупланнӑ питне курмастӑп, унӑн хура куҫӗсен йӑлтӑрккине ҫеҫ ярса тытрӑм.Ее лица, скрытого кружевной отделкой темного покрывала, я не видел, лишь поймал блеск черных глаз.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пуҫӗ хул пуҫҫи енне темӗнле вӑрттӑн тайӑлнӑ; хӗр ҫинче чӗнтӗрлӗ тӗксӗм кепе, кӑкӑрӗ тӗлӗнче уҫӑ хушӑ.
ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эстерӑн шухӑшлӑ сӑнӗ ӑнӗнче таҫта кӗтесре мӗлтлетрӗ те шуранкаланчӗ, чӗнтӗрлӗ алӑпа пӗрле ирӗлсе ҫухалчӗ, колонири хӗрне юнтармӑш сӑнлӑ хӗрарӑм — пӗтӗмпех уншӑн — хушшинче курӑнми темӗнле ҫыхӑну пур тейӗн.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тулта никам та курӑнмасть — Блюм садри сукмакпа утать; йӗри-тавра — ҫӳллӗ вулӑсен шурӑ тӗсӗ саланнӑ ырӑ шӑршӑллӑ сулхӑн; шупка кӗрен, шутсӑр йышлӑ венчиксен тарӑнӑшӗнчи чӗрӗ юр мӗльюн-мӗльюн хурт-кӑпшанкӑна сӗрлет-нӑйӑлтатать-мӑйлать-ҫатӑртатать; шӗвӗр вӗҫлӗ, йӗплӗ, ҫавра, сапака евӗрлӗ чӗнтӗрлӗ ҫулҫӑсен ярӑмӗсем пуҫ ҫийӗн тата малта вӑрттӑн ҫутӑ ӗнтрӗкӗн эрешӗсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; сукмак вӗҫӗнче, карта леш енче, чул куписен хушшинче сӑртсем ҫинелле — Суаналла — чупакан чуллӑ ҫул каҫхи тусанра йӑлтӑртатса шуранкаланнӑ.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫӗр урай, пӗрене стенасем — вӗсене ластӑксем-ҫулсем якатнӑ, лакпа витнӗ симӗс веерсем евӗрлӗ типӗ ҫулҫӑсемпе тирпейлӗн капӑрлатнӑ; минтерлӗ, ҫӑм утияллӑ лутра кравать; сӑрламан пысӑк сӗтел; темиҫе кӗнеке, ҫырса тултарнӑ хутламсем, пысӑк икӗ чӳречен улӑм каррисем, хытӑ пукансем, пуҫелӗк тӗлӗнче ҫакса хунӑ икӗ пӑшал, — ҫаксем пурте Блюм ҫине витӗмлӗ, тиркевлӗ ҫыхӑнулӑхпа пӑхаҫҫӗ: тӑпра — чӗнтӗрлӗ минтерпе, пӑшал кӗпҫи — пичет страниципе, пӗренесем — туалет тӗкӗрӗпе, тискерлӗх — шухӑшпа, кӑнттам ансатлӑх — хӗрарӑм пуррилӗхпе.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Унӑн сӑмахӗсемпе — вӑл ун патне хура чӗнтӗрлӗ кӗпепе пырса кӗнӗ тата йӗнӗ.По его словам, оно являлось к нему в черном кружевном платье и плакало.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Орган тӑкӑрлӑкӗнче ҫавнашкал икӗ алӑк — икӗ ҫурт: чӗнтӗрлӗ кӑтартмӑшсем ылтӑн сас паллисемпе, ҫӗрле вӗсем симӗс лампочкӑсен ҫиҫсе вӗҫекен эрешне куҫаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.