Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарчӗҫ (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирӗҫ пулакансене пӑлхавҫӑсем хӑйсем тыта-тыта чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай пурне те кӑмӑл тӑвас тесе ӑсатма тухма утне йӗнерлесшӗнччӗ, ытти мӑрсасем ӑна вӑйпах тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасем Арск ҫулӗнчен пӑрӑнсан пӗр хушӑ юртӑпа пычӗҫ, кремль патне ҫывхараспа тин урхамахӗсене вӑйпах тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кремль хапхи патне ҫитеспе вӗсем учӗсене чарчӗҫ те пӗр вӑхӑт хушши хӗрӳллӗн калаҫса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрисем чарчӗҫ тавлашакансене, теприсем хӑйсем чӗрре кӗрсе тӑчӗҫ, часах вара пӗренесем, вӗсем хыҫҫӑн чул катрамӗсем шывалла ыткӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑлпа анакан мӗн пур ҫынна чарнӑ пекех, вӗсен киммисене хуралҫӑсем тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Те ҫул ҫинче тытса чарчӗҫ элчӗсене.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь мана пӗчӗк ачана тытнӑ пек тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗве пырӗ патне ҫитме виҫӗ ҫухрӑм юлсан ӑна вӗтлӗхре лаша ҫитерекенсем тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрман чакнӑ май кӗҫех кунта йывӑҫ касма чарчӗҫ, урӑх ҫӗре куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Юрать, ҫынсем чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Юлашкинчен ик кунлӑха канма чарчӗҫ салтаксене.

Наконец объявили настоящий двухдневный отдых.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Такам чӗлӗм чӗртес тесе ҫулу ҫапма хӑтланнӑччӗ, чарчӗҫ ӑна.

Кто-то пробовал раскурить трубку, высекая огонь из оселка, но на него зашикали: нельзя.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку тӗлӗшпе татах та шутламалли пурччӗ ун, чарчӗҫ ӑна.

Он вспомнил еше какие-то детали, но его прервали.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуп майри Марфа Ефимовна тӑпӑлтарса кӗнӗ суханпа пӗр ҫӑмарта валли те хырӑмӗнче вырӑн тупӑнатчӗ пуль, ҫиме чарчӗҫ ӑна.

Подошедшая Марфа Ефимовна собиралась найти место в своем желудке для пучка лука и крутого яйца.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр кун, Липа патне кайсан, Ухахвие Тутаркасра Зейнабпа Людмила тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем, чупса пырса, купӑса ҫавӑнтах тытса чарчӗҫ, итлемен купӑсҫа ҫав-ҫавах гопак калама хистерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавсем тытса чарчӗҫ ӗнтӗ хаяр тӑшмансене?

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Никам та тытса чараймарӗ нимӗҫе, пирӗн тытса чарчӗҫ, тет Сталин.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акпарспа иксӗмӗр Ҫӗрпӗве часрах ҫитес тесе маларах чуптартӑмӑр та, пире тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех