Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вун икке кайсан унӑн чунӗн мӗн пур сисӗмлӗхӗ, кӑмӑл-туйӑмӗн сапаланчӑк йӗрӗсем тата вӑрттӑн ӑнтӑлу сӗмӗсем хӑватлӑ пӗр вӑя пӗрлешрӗҫ, ҫапла майпа уҫӑмлӑн сӑнланса никам тытса чарайми ӗмӗт пулса тӑчӗҫ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Темиҫе юланутҫӑ анчах персе анчӗ, каялла тӗксе янӑскерсем, лучӑркаса тӑкнӑскерсем, тытса чарайми юхӑмпа чакса умран сирӗлеҫҫӗ.Лишь несколько всадников сшиблось, но, опрокинутые, смятые, исчезли в неудержимой лаве.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Марик тытса чарайми вирхӗннипе аран-аран чарӑнчӗ.Марик гнал на нас с такой скоростью, что его даже заносило на поворотах.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Пӳлсе чарайми ыгткӑнан, вирхӗнен урхамах!
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗри вӗсенчен, чи хӑватли, ӗмӗтсӗр пулнӑ; Игнат, унӑн хистевне парӑннӑ чух, нимӗн чарайми ҫуйкӑнлӑхпа ҫунса ӗҫлекен этеме тухнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тытса чарайми орловски рысаксем!
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Йӑт хӑлху анине, сар: тытсан тытса чарайми ӗрӗхтерет вӗт чӗлхипе.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ун ҫине пӑхнӑ май темле ӑнланмалла мар, чарайми вӑй куҫӑмсене ҫак ним хускалми пит патне туртнине туйрӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗтӗм колонна карабинсемпе автоматсенчен тӳпенелле савӑнӑҫлӑн перет, тытса чарайми савӑнӑҫпа тӗрлӗ хӗҫпӑшалтан кӗрӗслеттерет.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Уйрӑммӑнах, хӑй тӳрленме тытӑнса палатӑран тухсан тата тытса чарайми ҫуркуннене сасартӑк курсан, унӑн ӑна ытларах ҫыртарас килчӗ.Особенно, когда стала поправляться, когда вышла из палаты и увидела вокруг неудержимую весну.
XX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Черныш вӑл ӑҫталла пӑхнине пӗлмест: ун ҫинелле-и е хӗвелпе йӑлтӑртатакан ҫумӑрӑн кӗмӗл ҫипписем ҫӳлтен тытса чарайми тӑкӑнни ҫине-и?
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӑхсамӑр, юш-кӗрӗм тасӑмсем, Ак тӑрӗ тытса чарайми те хӑватлӑ Илемӗпе илӗртсе ҫамрӑк ӗмӗр.Смотрите, юные друзья: Встает неудержимо властно Век новый, красотой маня.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Пысӑк чул сӑмсахӗ ҫинче ҫилӗпе ҫатӑртатакан хаяр Отто Лиденброк, никам чарайми Аякс турӑсене хӑйпе тытӑҫса ҫапӑҫма чӗннӗ пекех курӑнса тӑрать; анчах виҫерен тухса кайнӑ ҫак этемӗн ӑссӑр ҫиллине ҫӑварлӑхлас тӗлӗшпе хамах хутшӑнса калаҫма пӑхсан, вырӑнлӑ пулӗ тесе шутларӑм эпӗ.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл халӗ пӗвене татса кайнӑ юхан шыв тейӗн, никам чарайми калаҫать:
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Нимӗнпе чарайми айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттара пуҫларӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫӳллӗ завод труби ҫинчен — большевиксен цепӗсем, такӑна-такӑна, анчах ниепле вӑйпа та тытса чарайми малалла пыни курӑнать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫывӑхри резервсем вырнаҫнӑ станицӑсемпе ялсенче офицерсем кун ҫути курмасӑр ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхнӗ; пур разрядсен обозӗсем те ҫаратса тултарнӑ, тыла ӑсатма ӗлкӗреймен япаласемпе тулса ларнӑ; чаҫсенче ҫар ҫыннисем утмӑл процент пек ҫеҫ юлнӑ; казаксем никамран ыйтмасӑр, хӑйсемех отпусксене тухса шӑвӑннӑ; калмӑксенчен пуҫтарнӑ, ҫеҫенхирсем тӑрӑх чавкӑнса ҫӳрекен карательсен отрячӗсем ытла та йышлӑн таракан дезертирсене тытса чарайми пулнӑ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем ҫине ниепле вӑй чарайми виҫӗ пӗрене пынӑ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аксинья каярах юлнӑ хӗрхӳ юратӑвӗпе хӑйне чарайми иртӗхет.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вара пурте ирӗксӗрех ҫӳҫенсе, ҫакна туйса илчӗҫ: ҫапла, кӗҫех акӑ Мускав ҫывӑхӗнчи пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр харӑсах пӗлӗт таран ҫӗкленсе никам чарайми хӑватлӑ вырӑс ҫил-тӑманӗ пӗтӗм тӗнчипе илтӗнмелле шавлама, кӗрлеме тытӑнать…
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.