Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрхенмесӗр (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача ҫуратма та юрамасть вӗт сана, чирлӗ эсӗ, чирлӗ, эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп, — хӗрхенмесӗр калаҫрӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах вӑл вӗсене куҫран пӑхмарӗ, «хӑйсен юнне, пурнӑҫне хӗрхенмесӗр паттӑррӑн ҫапӑҫакан пирӗн чӑн-чӑн геройсем, чӑн-чӑн патриотсем» ҫинчен хавхаланса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тултарасса хӗрхенмесӗр чыха-чыха тултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ҫирӗпленсе ҫитмен сӗт шӑлӗпех хӑва хуппине пӗр хӗрхенмесӗр ҫатӑртаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ясака вӑхӑтра тӳлемелле, ял-йышсем, — ӳкӗтлерӗ вӑл хулӑн сассине хӗрхенмесӗр.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пурнӑҫа хӗрхенмесӗр ҫапӑҫӑпӑр, аслӑ князь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене эпир пӗр хӗрхенмесӗр аркатса тӑкрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӑкламалла, аслӑ хан, пӗр хӗрхенмесӗр тӑпӑлтармалла.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрхенмесӗр!

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир ҫав тырра халех валеҫсе парасшӑнччӗ, халӑхран пухнӑ тырӑ пулнӑ вӑл, ӑна ҫак вӑрӑ-хурахсем, халӑха хӗрхенмесӗр, ҫунтарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла пире ватаҫҫӗ Хӗрхенмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хӑйне кирлӗ пулсан ял-йыша мар, тӑван ашшӗне те пӗр хӗрхенмесӗр сутса ярать, усламӗ ҫеҫ ытларах пултӑр».

Да что говорить: если ему надо, он не только деревню, отца родного заложит, только бы выгода была.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрхенмесӗр хӗрӗре Ҫичӗ ютӑн аллине, Ҫичӗ юта, ют ҫӗре Парса ятӑр мӗскӗне.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кӗҫ ҫавӑнпа ӗҫе вӗҫлерӗ, Пӗр хӗрхенмесӗр, васкаса.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эп шуйттана чуна халь сутӑп, Ҫул ҫех ман пултӑр тап-таса, Ача-пӑча, ҫын урлӑ утӑп, Пӗр хӗрхенмесӗр таптаса.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь ман чуна Пӗр хӗрхенмесӗр кӳрентертӗн».

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗр хӗрхенмесӗр кисрӗҫ, тӳрӗҫ, Кайса пӑрахрӗҫ шырлана.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кунта та вӑйлӑ кӗрешӳ: Пӗрне пӗри пач хӗрхенмесӗр Туллать, ватать чысне пӗлмесӗр — Пырать тем тӗрлӗ тӗркешӳ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Курнать лӑс витӗр — кӑштӑр-каштӑр Такам сар кӗрӗке силлет: Уҫланкӑра туллать-мӗн кашкар Пӗр хӗрхенмесӗр леш тилле.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Бригадир кӑҫал хайне валли лаша та илмен, ура вӑйне хӗрхенмесӗр ҫуранах утать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех