Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсемпе (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи каҫ ҫумӑр ҫунипе хӗрсемпе каччӑсем ват йӑмрасем айне пуҫтарӑнмарӗҫ, тепӗр каҫхине вара Ҫӗпритун йыттисем Эрхиппе Улькана ҫырмара шыраса тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ху ҫирӗмре, вӑййа тухмастӑн та темелле, хӗрсемпе калаҫмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитменнине тата, вӑйӑри чипер хӗрсемпе юнашар тӑма унӑн саплӑксӑр тумтирӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсемпе курнӑҫма васкатӑн-им?

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хайхискерсем ун-кун пӑхкаласа илчӗҫ те хӗрсемпе вылякан Ҫеруш патне пычӗҫ, кӗскен тем пирки калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хӑнана каякансем вокзалтан тухсанах хӗрсемпе яшсем хайхи кам мӗн тӑвас тет ҫавна тӑва пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫамрӑксем пуҫтарӑнса алхасма пуҫларӗҫ, купӑс каласа юрлаҫҫӗ, хӗрсемпе каччӑсем пӗрпӗрне тӗрткелесе, ҫупӑрласа илеҫҫӗ, хӗрӗсем яшсене чышкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Коридорти шур халатлӑ ҫамрӑк хӗрсемпе пульница тумне тӑхӑннӑ чирлӗ халӑх пӗр вӑхӑт шӑп пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Тен, хӑш-пӗр йӗкӗтӗн хӗрсемпе ташласа илес кӑмӑлӗ те пур пулӗ, анчах яш-кӗрӗм хушшинче ҫирӗпленнӗ йӑлана пӑсса ята ярас мар тесе никам та шала кӗрсе авкаланмасть.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Татьяна, сӑмаха укҫапа туянманскер, общежитинче пӗрле пурӑнакан хӗрсемпе хӑвӑрт паллашрӗ-туслашрӗ, пӗр чӗлхе тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗрсемпе каччӑсем шуҫӑм вӑраниччен юрӑ-ташӑра савӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Вӑрҫӑччен пирӗн ялта хӗрсемпе каччӑсем каҫсерен урам вӑййине тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хӗрсемпе каччӑсем часах пӳлӗме пушатса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫак шухӑш патне ҫитнин сӑлтавне вӑл монтажниксемпе пӗрле ӗҫлекен хӗрсемпе курса калаҫмаллипе ҫыхӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тамара та хӗрсемпе унта пынӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тутар АССР НКВД Следстви управленийӗн пуҫлӑхне Дорфман подполковника мӑшӑрне «халӑх тӑшманӗ» тесе сасартӑках арестленӗ хыҫҫӑн ырӑ хӗрсемпе ӳсӗрле аскӑнланса ҫӳренӗшӗн — «за аморальное поведение» нумай пулмасть званине чакарса Мускавран Хусана куҫарнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюра, Василий Кузнецовӑн арӑмӗ, хапхана уҫса Ванюша хӗрсемпе курсанах йӑлт ӑнланса илчӗ, пӗр сӑмахсӑрах.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрсемпе каччӑсем икӗ ушкӑна пайланчӗҫ те пӗр-пӗрне хирӗҫ ретпе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Упӑшкана суйласа илекен хӗрӗн пайти ҫук! — чун-чӗрене пӑрлантарса сассине хӑпартма тӑнӑччӗ Шывхуҫи — алӑкран кӗтӗвӗпе хӗрсемпе Ешӗлпи кӗрсе тӑчӗҫ, хаваслӑ хӑйсем, кулаҫҫӗ, тем ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Эпир мӑшӑрпа хӗрсемпе ывӑлсене яланах пӗр-пӗрне пулӑшчӑр тесе вӗрентетпӗр, – калаҫӑва малалла тӑсрӗ Елена.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех