Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсма (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ этемлӗхе, пирӗн йӑх-несӗле тӑсма ҫӗр ҫине килекенскер, сывлӑхлӑ ҫеҫ ҫуралсамччӗ…»

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Анчах Ирина ӑна сӑмахне малалла тӑсма памарӗ, пӳлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ямпахтӑ ялӗнче вӑрттӑн профилактика ӗҫне туса ирттернӗ май ҫав пилӗк чекист ӗҫкӗ йӗркеленӗ, хӗрсене йӑха тӑсма хистеме хӑтланнӑ, анчах лешсем итлемен, тарса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку списока татах та ытти профессисемпе тӑсма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Елена Владимировна хӑйӗн ҫемйин пархатарлӑ ӗҫне малалла тӑсма шутланӑ.

Елена Владимировна решила продолжить благородное дело своей семьи.

Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451

Сергей Петрович пӗрремӗш сете тӑсма пулӑшнӑ, анчах хӑй ӗҫлеме ӗлкӗреймен.

Сергей Петрович помогал натягивать первую сеть, но сам не успел поработать.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Лена хӑй Завьялова килӗшнӗ пирки те, вӑл канмалли ҫуртра унпа пӗрле пулмалли вӑхӑта тӑсма хатӗрленнӗ пирки те иккӗленмен, ҫавӑнпа та халӗ Завьялов ӑна хӑй юлма ыйтасса кӗтрӗ, путевкӑна тӑсма пулӑшасса шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем перекетленӗ укҫӑра вӑрлас, сирӗн ятпа кредит илес, хваттерӗре туртса илес тесе ултав схемине темиҫе эрнене, уйӑха тӑсма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Ку списока малалла та тӑсма пулать…

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Чӑнах та, анат енчен кӳршӗ колхозӑн пушар машини ҫӗр ҫӗмӗрсе ҫитсе тӑчӗ, пушарниксем часрах сиксе анса насус пыршине пӗве еннелле тӑсма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

2023 ҫулта «Элӗк – Илленушкӑнь» автоҫул ҫинче юсав ӗҫӗсене малалла тӑсма палӑртнӑ, унӑн калӑпӑшӗ - 3,5 километр.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Тӑсма юрамасть ку ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗсем тутисене тӑсма пӑрахрӗҫ те ҫӑварни икерччисене пӗр пек нумай ҫисе ячӗҫ.

Они перестали дуться и съели одинаковое количество масленичных блинов.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Шкул ачисем ӑмӑртӑва хутшӑнни – ӑрусен мухтавлӑ йӑли-йӗркисене малалла тӑсма витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа ҫӑлав ӑмӑртӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61155

Ҫакӑ чылай ҫамрӑкшӑн аттестат алла илнӗ хыҫҫӑн вӗренӗве малалла тӑсма ҫул уҫнӑ».

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Питӗ шел, Николайпа Зинон ҫамрӑклах пуҫӗсене хучӗҫ — хӑйсен ӑрӑвӗсене малалла тӑсма пӳрмен вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Анчах вӑл фермӑна пыма паян чӗнсен те паянах хатӗр пулӑшу аллине тӑсма.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Мӑйне авкалантарсах туртӑнчӗ, анчах вӗрене тӑсма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ун патне ҫитетӗн те алӑ тӑсма шикленерех тӑратӑн — шӗвӗр йӗпсем хӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ку ухха ӑна кашни ҫынах туртса тӑсма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех