Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимӗрҫӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр пӳлӗмре сасӑсем илтӗнчӗҫ, атласран ҫӗлетнӗ вӑрӑм хӳреллӗ кӗпе тӑхӑннӑ дамӑсемпе ылтӑнпа тӗрленӗ сӑхманлӑ придворнӑйсем кӗрсе тулсан вара, тимӗрҫӗн куҫ-пуҫӗ алчӑрасах кайрӗ.

В другой комнате послышались голоса, и кузнец не знал, куда деть свои глаза от множества вошедших дам в атласных платьях с длинными хвостами и придворных в шитых золотом кафтанах и с пучками назади.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тимӗрҫӗн хӑйӗн те намӑс курас килмерӗ, хӑйне хӑй хулана тин ҫеҫ килнӗ ҫӗнӗ ҫын пек кӑтартасшӑн пулмарӗ вӑл.

Кузнец и себе не хотел осрамиться и показаться новичком.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тимӗрҫӗн мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илме хӗнрех сӑмахӗсем ҫинчен Оксана чылайччен шухӑшлакаласа тӑчӗ.

Долго стояла Оксана, раздумывая о странных речах кузнеца.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тимӗрҫӗн ҫан-ҫурӑмӗ ҫӳҫенсе илчӗ; хӑранипе шурсах кайрӗ вӑл, вара, ним тума аптранӑ енне, сӑхсӑхма тӑчӗ…

Мороз подрал по коже кузнеца; испугавшись и побледнев, не знал он, что делать; уже хотел перекреститься…

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах, лайӑхрах пӑхсан, тимӗрҫӗн те мар.

Опять же, если присмотреться хорошенько, то и не кузнецова.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ипполит Шалый тимӗрҫӗн савӑнтарман сӑмахне итлерӗҫ.

Выслушали нерадостное заявление кузнеца Ипполита Шалого.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех