Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенкел сăмах пирĕн базăра пур.
тенкел (тĕпĕ: тенкел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкултан тухсан, аслисене тав сӑмахӗ каласа, хапха умӗнчи симӗс сӑрӑпа сӑрланӑ тенкел ҫине пырса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Лар, Славик, — йывӑҫ сулхӑнӗнчи тенкел ҫине тӗшӗрӗлчӗ бинокле куҫӗ умӗнчех тытакан Санька.

Куҫарса пулӑш

Санька отрячӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Ҫавӑнтах галстук ҫыхнӑ тепӗр хӗр Славика йывӑҫсен сулхӑнӗнчи вӑрӑм тенкел ҫинче ларакан ачасем патне илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Давыд Егорович, эсир халӗ те кунтах-ҫке, — тенкел патнелле утрӗ директор.

Куҫарса пулӑш

«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Давыд Егоровичпа Игнатьев ҫаплах хурӑн айӗнчи тенкел ҫинче калаҫса лараҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Фарит Мансурович ӑна хӑй патне чӗнсе илчӗ, унпа шӑппӑнрах калаҫрӗ, вара паҫӑрхи тенкел ҫинчех ларакан ачасем патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Чуну таса пулсан // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— Шӑп кӑна ларӑр ҫакӑнта, эпӗ йӑпӑрт кӗрсе тухам-ха, — вӑрӑм тенкел ҫине кӑтартрӗ Роза Степановна.

Куҫарса пулӑш

Чуну таса пулсан // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— Килӗр, ларсах калаҫар-ха, — лаҫ умӗнчи тенкел патнелле утрӗ Роза Степановна.

Куҫарса пулӑш

Усал хыпар // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Ҫавӑнтах, тенкел ҫине хӑпарса тӑрса, предохранительсене вырӑнне пӑрса та лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

— Акӑ хӑяр, помидор, кишӗр, укроп — пурте пур кунта, — тенкел ҫине ҫимӗҫсене ӗречӗпе хурса тухрӗҫ ачасем.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

— Каларӗ, каларӗ! — чӗвӗлтетрӗҫ тенкел ҫине «ҫутӑ» пралукне сырӑннӑ ҫерҫисем пек ларса тухнӑ ачасем.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Вӗсем пӳрт умӗнчи тенкел ҫинче калаҫса ларатчӗҫ, тепӗр чухне ҫывӑхри пӗчӗк кӗпер ҫинче тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ансӑр тенкел хуралнӑ, пӗр вӗҫӗ ҫӗрме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Пӗрре… — тенкел ҫине кӑларса хурать хӑпарту таврашне асламӑшӗ, — иккӗ… — кӑмп-кӑмп ҫапса пӑхать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тенкел ҫинче пӗчченех тӗмсӗлсе ларакан пӗчӗк Вихтӗр ним тума аптӑраса чӳречерен тулалла тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӑкасем айӗнчи хыҫлӑ тенкел ҫинче ларакан Вихтӗр асаилӳ урхамахне утланса Ачалӑх тӗнчине васкать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӑна урамри тенкел ҫинче калаҫса ларакан карчӑксем асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тетей тек ура ҫинче чӑтса тӑраймарӗ, Силнипе пӗрле сарлака тенкел ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ӑна сарлака тенкел ҫине сарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӗсем йывӑҫсем ӳсекен кӗтессе пӑрӑнчӗҫ, тӗмӗ хыҫӗнче тенкел ларать, вӑл пушӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех