Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑлса (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пат татӑлса анчӗ сарса хунӑ плащ ҫине юман йӗкелӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Варсонофий ҫунакан торф ҫине татӑлса анчӗ, ҫухӑрашса сиксе тӑчӗ те ҫунакан хыр тӑррине аллинчен яма пӗлмесӗр ҫырманалла кустарчӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗпер патнелле ҫывхарнӑҫем вӗсем часах ӑнланса илчӗҫ: «Хурӑнлӑх» клубӗ ҫумӗнчи пӗве татӑлса кайнӑ, ҫырма талккӑшӗпех шыв алхасать.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулла ман пӑчкӑ сӑнчӑрӗ татӑлса хӑшкӑлтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ача чухнехи юратӑвӗ, юмахри пек, пӗлӗтрен татӑлса аннӑнах туйӑнать халь ӑна.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман ҫул хӗррине тухнӑ та татӑлса ӳкекен вӗрене ҫулҫисене сӑнаса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вуншар ҫул пӗр тӗлте саркаланса ларнӑ ватӑ хурӑн яланхи вырӑнӗнчен татӑлса майӗпен тайӑлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюш васкаса татӑлса ӳкнӗ тӳмене хӑй ҫӗлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Калаҫса татӑлса хӗрарӑмсене допроса чӗнтерме шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урнӑ ҫил таҫтан татӑлса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хулсем те татӑлса анас пек, кутамкка кантрисем каснипе сураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Натали ирхине сарай юпи ҫумне таянса татӑлса макӑрнине чӳречерен курчӗ-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашаксем тӗпсӗр шӑтӑкалла ан татӑлса анччӑр тесе, ҫул кӑтартса пыраканӗсем вӗсене пӗрмаях астуса тытса пыраҫҫӗ.

Проводники поминутно поддерживали их, чтобы они не упали в пропасть.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Темӗн анлӑш сарӑлса выртакан типӗ ҫеҫенхирсен ытларах пайӗ ССР Союзӗн культурӑллӑ центрӗсенчен пачах татӑлса тӑнӑ.

Большая часть необъятных просторов сухих степей была совершенно отрезана от культурных центров СССР.

Типӗ ҫеҫенхирсенчи ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хула пуҫланса кайнӑ чухне пынӑ малтанхи ҫынсем пӗтӗм тӗнчерен татӑлса пурӑннӑ, апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пулман пирки нуша курнӑ; вӗсен ҫине тӑрсах тайгапа, полярти хаяр сивӗпе кӗрешмелле пулнӑ.

Первые жители зарождавшегося города были оторваны от всего мира, терпели нужду в продовольствии, вели упорную борьбу с тайгой и полярной стужей.

Игарка — полярти порт // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Патша вӑхӑтӗнче эвенксем тата тайгара кайӑк тытса пурӑннӑ ытти халӑхсем те культурӑллӑ центрсенчен татӑлса пурӑннӑ, пӗтӗм ӗмӗрне хаяр ҫутҫанталӑкпа кӗрешсе ирттернӗ.

В царское время эвенки и другие народы, занимавшиеся в тайге охотой, были оторваны от культурных центров и всю жизнь проводили в борьбе с суровой природой.

Тайгара пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Алӑ вӑйӗсем пӗтсе ҫитсессӗн е вӗрен татӑлса кайсан, мӗн курмалла пулӗ-ши?», тесе шухӑшлать кашниех.

«Что будет, если ослабеют руки или оборвется веревка?» — думает каждый из нас.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шухӑшласан тӗлӗнмелле, элеке пула ҫыхӑннӑ хӑрушӑ тӗвӗ, мӑйкӑч ҫав тери ансат татӑлса сӳтӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кун хыҫҫӑн татах вӑрӑм уйӑхсем иртеҫҫӗ, вӑл Ольӑран вуншар ҫырусем илет, хӑй те, хуть те ӑҫта пулсан та, ҫыхӑну татӑлса шӑл пуличченех ун патне ҫырать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Фермӑран татӑлса ҫӳремен вӑл.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех