Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтпе (тĕпĕ: сӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Артеле ҫитсен, вӗсене сивӗ сӗтпе ҫырла ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Апла пулсан, отрасльти министерство тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан, патшалӑха лайӑх пахалӑхлӑ сӗтпе тивӗҫтерсе тӑракан хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче туса илнӗ сӗте тивӗҫтерекен хакпа вырнаҫтарма пулӑшасса шанмалли анчах юлать.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Хресчен-фермер хуҫалӑхӗ 2013 ҫултанпа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче вырнаҫтарнӑ молокоматсене тин сунӑ сӗтпе тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Сенатор Тӑвай тӑрӑхӗнче // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... tarahnche/

Сӗтпе чей те ӗҫетпӗр, пӗрер курка сӗт те ӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вир пӑтти пӗҫерсе сӗтпе ҫирӗмӗр те ир тӑмалла тесе часах выртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир аппапа иксӗмӗр кушакпа ҫурисене сӗтпе тӑрантараттӑмӑр, анне хутран-ситрен аш та тутантаркалатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Карчӑк вӗсене пурне те, мухмӑр-сухмӑртан ҫак паянхи тӳпе пекех тӑрӑскерсене, тин ҫеҫ сунӑ ӑшӑ сӗтпе хал та хавха кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Прухур мучи те малти шӑлӗсемпе ҫӑкӑр ҫемҫине мӗкӗлтеттерет, пӗҫернӗ ҫӑмартине тӑвар ҫине пуҫа-пуҫа ҫыртать, унтан термоспа чиксе тухнӑ вӗретнӗ сӗтпе сыпкалать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Эпӗ саншӑн сӗтпе шыва кӗме те хатӗр.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар нимле мар пулса кайса кукленсе ларчӗ, хӑлхине Энтрей кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, алӑ тымарӗсене тӗрӗслерӗ, унтан хӑвӑрт Сергей еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Халех ӑшӑ сӗтпе пыл, шӗшлӗ илсе кил! Часрах! — янахне чӗтретсе хушрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Питне сӗтпе ҫӑвать тейӗн — тап-таса.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Юрӗ, ҫывӑрас умӗн вӗретнӗ сӗтпе пыл ӗҫтерсе тарлатӑпӑр сана.

Вечером молоком с медом тебя напою, пропотеешь.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр курка каҫхи сӗтпе ҫӑкӑр татки те сӗтел ҫинчех.

А на столе приготовлен ковш молока и кусок хлеба.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тапса тӑракан ҫирӗп ӳчӗ сӗтпе ҫуса пурӑннӑ пек таса, яка.

Да и сама она вся налита, словно березка по весне, соком.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сехре Иванӗ ун пек ҫын мар, вӑл килне васкамасӑр кӑна утса ҫитрӗ те чӗринче нимле ҫилӗ туймасӑр ӑшӑ сӗтпе каҫхи апат турӗ, эрехне вара шкапа хӑйӗн вырӑнне лартса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ӗнесен йышӗ пысӑклансах пычӗ, анчах та сӗте усламҫӑсене тухса парас шухӑш пирӗн пулман. Сыр тӑвасси вара — пачах та урӑх япала. Килти сӗтпе продукци те калама ҫук чаплӑ пулать», — тенӗ мӑшӑрӗ Алексей.

Куҫарса пулӑш

Максимовсем сакӑр тӗрлӗ сыр тӑваҫҫӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bc%d0% ... %d0%b0cce/

Сӗтпе шурӑ кулач — калама ҫук тутлӑ!

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шалти Азипе Анӑҫ Китайӑн геологипе геоморфологине пичетлесе кӑларнӑ, ҫак регионсенче авалхи сӗтпе ӳстерекенсене тата маллюсксене сӑнланинче ҫӗнӗлле пӗтӗмлетӳсем тунӑ.

Опубликовал геологию и геоморфологию Внутренней Азии и Западного Китая, сделал новаторскую выводы в описании ископаемых млекопитающих и моллюсков в этих регионах.

Лайош Лоци // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%86%D0%B8

Апатне уйрӑм хатӗрлемен — пурте пӗр тан ҫинӗ: пӗр стакан сӗтпе шуратнӑ чей, услам ҫӑвӗпе ҫиелтен кӑшт ҫемҫетнӗ пӗр чӗл хура ҫӑкӑр, пӗр татӑк шур кулач е сушкӑ — сӗтел ҫинче кашни ирех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Пирӗн атте-анне те ӗне усранӑ, мӗнле йывӑр пулсан та пире сӗтпе ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех