Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку ав, пирӗн пырсене ҫупа сӗрет.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах хуҫа сан пыра ҫупа сӗрет пулсан, вара вӑл хӗве ҫӗҫӗ чиксе ҫӳренине пӗлсе тӑр.Но если хозяин хочет тебя подмазать, знай, что он держит за пазухой нож.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсенчен пӗри мекӗрленсе ҫинҫе каштапа тӗнӗле ҫӗклесе тӑрать, тепри кустӑрма ҫинелле пӗшкӗнчӗ те тӗнӗлпе кӳпчек ӑшне сӗрет, — тикӗчӗ пӗртте сая ан кайтӑр тесе, кӳпчекӗн аял енне те сӗрсе илчӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан вӑл пӗр харӑсах темиҫе шӑрпӑк илет, сӗрет, сӳнесрен ывҫисемпе картлать.Он берет сразу несколько штук, чиркает, сложив ладони ковшиком, чтоб заслонить хрупкий огонек.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Гарик кимме сӑмала сӗрет, эпӗ ӑна пулӑшатӑп.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Сад пӗтсе ыраш пусси пуҫланса кайнӑ вырӑна ҫитсен, пӑхать Виталий — хӑй куҫне хӑй те ӗненмест: лапсака вӗрене айне тунката ҫине ларнӑ та Дина шурӑ хута тӑрӑшсах пӗчӗк сӑрӑ мелкипе сӗрет те сӗрет.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗрре вӑл пӳрт ҫивиттине, алӑк- умне тӳрлетет, тепре тултан тӑм сӗрет, стенисене шуратать.То чинит крышу, крыльцо, то ставит подпоры, укрепляет стены.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Лутра та пӗчӗк пӳртсенче пурӑнакансем час-часах юлташӗ патне ӗҫсем ҫинчен, ырӑ табак ҫинчен калаҫма утакан, тепӗр чух ҫӑмӑл урапине генералтан вӑрттӑн картла выляса яма каякан султанлӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫыпӑҫуллӑ та кӗрнеклӗ офицерсене курма пуҫларӗҫ; ҫав урапана полк урапи тесен те юрать ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл полкран тухмасӑрах пурин аллинче те пулма ӗлкӗрет: паян вӑл урапапа майор ҫӳрет, ыран вӑл поручик вити умӗнче ларать, тепӗр эрнерен пӑхатӑн — ҫак урапана каллех майор денщикӗ тикӗт сӗрет.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫемен таз ҫине пӗкӗнет, телейлӗ те савӑнӑҫлӑ Анфиса хӑйӗн хӑвӑрт аллисемпе унӑн тӑмаланса тӑракан пуҫне супӑнь сӗрет.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пугачев Гришатка ҫурӑмне, хырӑмне супӑньлет, аяккисене кӗп-кӗрен пуличчен мунчалапа сӗрет.Намылил Пугачев Гришатке спину, натер бока до пурпурного цвета мочалой.
«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Вӑл ӑна кирек хӑҫан та хӑй тӳрлетет: сӳтсе тӑкать, сиктӗрмине хытарать, тӗк вӗҫҫӗн йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрет, чӑтӑмлӑрах ӗҫлеттересшӗн пулса, пӗчӗк кустӑрми тӗнӗлӗсене хут татӑкӗсем чӗркет — сехет вӑхӑтлӑха каллех чӗрӗлет, кӑшт ӗҫлекелет те татах чарӑнать.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑш чухне Половцев, картне пӑрахса, урисене калмӑкла хуҫлатса, урайнех ларать те, брезент татки сарса хурса, ахаль те пит таса ручной пулемета салатса тӑкса тасатать, унӑн кашни пайне тутӑр таткипе сӑтӑрать, вӗрипе ӑшӑннӑ пӑшал ҫӑвӗпе сӗрет, унтан, пулемет ҫине ытараймасӑр пӑхса, ӑна каллех пуҫтарать, сарлака ҫамкаллӑ пуҫне енчен еннелле суллать.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ним ҫукранах ҫав, — терӗ Захар, каллех хӑйне пӳлсе калакан лакейӑн сӑмахне итлемесӗр: — ури халӗ те юсанса ҫитмен-ха: пӗрмай маҫ сӗрет; пултӑр-и!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӑйне икшер эрне ҫумасть, анчах питне писев сӗрет…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӗрсе илет те пӑхать, унтан каллех сӗрет — каллех пӑхса илет.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
31. Израиль ывӑлӗсене кала: ку Манӑн сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ пулӗ, те; 32. ӑна ытти ҫынсен ӳтне сӗрме юрамасть, ӑна тунӑ хутӑшран [хӑвӑр валли] ун пек ҫу ан тӑвӑр; вӑл — сӑваплӑ япала: сирӗншӗн вӑл сӑваплӑ япала пулмалла; 33. эхер те кам та пулин ҫавӑн пек ҫу тӑвать е кам та пулин унпа урӑх ҫынна сӗрет, ҫавна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, те, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2