Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑвӑсене (тĕпĕ: сӑвӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех поэзи каҫне килнӗ Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан, Галина Кӗмӗл, Зоя Сывлӑмпи, Ольга Австрийская, Ольга Васильева, Мальвина Петрова, Нина Царыгина, Раиса Воробьева ҫыравҫӑсем, чӑваш халӑх артистки Надежда Кириллова, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева хӑйсем ҫырнӑ е килӗшекен сӑвӑсене вуласа киленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Литература пикникӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... knik-irtr/

— Ку сӑвӑсене вӗт сире, хӗрсене, юрас тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Юратмастӑп ун пек сӑвӑсене.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Хӗрачасем сӑвӑсене вӗренме киле кайрӗҫ.

Девочки пошли домой заучивать стихи.

Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605

Пӗрисем сӑвӑсене вуласа видеороликсем ярса панӑ, теприсем жюри членӗсене хӑйсен пултарулӑхӗпе куҫӑмлӑ майпа паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Ҫак сӑвӑсене Анфиса пиччӗшӗ интересленмесӗр итлесе ларчӗ, унтан юлташне хулпуҫҫинчен хытӑ мар ҫапса, ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Чи телейлӗ вӑхӑт сӑнӑн — букварь ҫинчи сӑвӑсене, калавсене вуланӑ вӑхӑт, тесшӗн мар-и эсӗ, — каларӗ вӑл, урамри ачасем ҫинелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Чи лайӑх сӑвӑсене патриарх ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ кун тӗлне кун ҫути кӑтартасшӑн.

Лучшие стихи о патриархе хотят опубликовать к 175-летию со дня его рождения.

Иван Яковлев ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34190.html

Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога, писателе, куҫаруҫӑна тата хальхи вӑхӑтри чӑваш ҫырулӑхне парнеленӗ Иван Яковлева халалланӑ вырӑсла сӑвӑсене sd_gordeeva@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ, чӑвашлисене — lrigel@rambler.ru адреспа.

Стихи на русском языке, посвященные писателю, переводчику, просветителю чувашского народа, создателю современной чувашской письменности, педагогу Ивану Яковлеву, нужно отправить на электронный адрес sd_gordeeva@mail.ru, стихи на чувашском — на адрес lrigel@rambler.ru.

Иван Яковлев ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34190.html

Унашкал кӗске сӑвӑсене тин кӑна юрату шухӑшӗ кӗнӗ ҫамрӑксен альбомӗсенче курма пулать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ыйхӑ килменнипе пин таран та шутлатӑп, аса килнӗ сӑвӑсене калатӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

«Канашсем» ентешлӗх Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухать.

Землячество «Канашсем» объявило о приеме стихов о Михаиле Сеспеле.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33910.html

Эп хитре сӑвӑсене пурне те юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла пӑлхарпа аташатӑн, Мухамедьяр Ходжа Углы? — терӗ хан сӑвӑсене аран-аран итлесе пӗтерсе.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей поэт пӑхмасӑр каланӑ сӑвӑсене Гази ҫырнӑ тесе шутларӗ курӑнать, ҫавӑнпа вӗсене пушшех кӑмӑлсӑр йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мухамедьяр такампа ӑмӑртнӑ евӗр хӑй юратнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп пуҫа килекен сӑвӑсене хут ҫине васкасах ҫырса хура пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Сӑвӑсене, грамматика правилисене пӑхмасӑр калама вӗренетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Заметкӑсемпе сӑвӑсене пӗрле шӑрҫалаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Ача-пӑчасем чӑвашла календаре те тата иртнӗ ҫулсенче ҫапӑнса тухнӑ «Хыпар» хаҫатри сӑвӑсене те вула-вула ашшӗ-амӑшӗсене савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех