Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑвви (тĕпĕ: сӑвӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яланах вара: «Сӑвви Ямаш Ваҫҫипе Игнат Сулагаевӑн», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта ирӗксӗрех Николай Шелепин «Ҫӗлен» сӑвви аса килет.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Акӑ унӑн Ҫара кӗрес умӗн ҫырса хӑварнӑ сӑвви.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пичетленессе те сӑвви ҫав ҫулах «Тӑван Атӑл» альманахӑн виҫҫӗмӗш кӗнекинче пичетленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Еркинее мухтаса Такмак сӑвви калаҫҫӗ, Ушкӑн-ушкӑн пухӑнса Параппансем ҫапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Надсон сӑвви лекрӗ: Тяжелое детство мне пало на долю…

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑмпаҫӑна пӗр паллӑ чӑваш поэчӗн сӑвви те аса килет:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн «Державин Шупашкарта» поэми тата патриотизм темипе ҫырнӑ виҫӗ сӑвви Мускавра тухса тӑракан «Литературная газета» хаҫатӑн юлашки номерӗнче пичетленнӗ.

В последнем номере «Литературной газеты» опубликованы новые стихи и поэма «Державин в Чебоксарах» народного поэта Чувашии Валери Тургая.

Туркай поэмипе сӑввисем «Литературная газета» хаҫатра пичетленнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34311.html

Пӗрремӗш сӑвви, «Ҫӑлӑнӑҫ» ятлӑскер, 1906 ҫулта ҫапӑнса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Уйрӑмах пурне те Нарспи ятлӑ хӗр ҫинчен каласа ҫырнӑ сӑвви питӗ килӗшет.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ваҫли сӑвви ҫине хуравласа Микула сӑвӑ каларӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки куштанланнине кура Сююнбике поэтран «Ку кам сӑвви?» — тесе ыйтми пулчӗ, вӑл ӗнтӗ ҫемҫе минтер ҫинче пӗр хускалмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Низами сӑвви, — пуҫ тайса тавӑрчӗ Мухамедьяр.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫак кӗнекере Кӗтеснерти шкул ачисен 2005-2020 ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем, пурӗ 67 ҫамрӑк авторӑн 165 сӑвви, пичетленнӗ», — ҫапла пӗлтернӗ кӗнекен умсӑмахӗнче.

Куҫарса пулӑш

Журналистикӑри утӑмсем сӑвӑ ҫырассинчен те пуҫланаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc

Сӑвви те, кӗвви те питӗ килӗшрӗ Павлуша.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анне, — терӗ вӑл, хурлӑхлӑн кулса, — ак ҫак икӗ сӑвви сана асӑнмалӑх, ҫакна Нина Иванцовӑна пар.

— Мама, — сказал он, грустно улыбаясь, — вот эти два тебе на память, а это передай Нине Иванцовой.

«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Турӑ сӑвви, чи малтанах, янӑравлӑ пулмалла:

Священный стих, главное, певучий:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Вӗсенчен иккӗшӗ ҫеҫ кун ҫути курайнӑ: «Возмездие 12» («Тавӑру 12», Блок сӑвви тӑрӑх пилӗк сехете яхӑн пыракан ӗҫ-пуҫ) тата «Поля входят в дверь» («Хирсем алӑкран кӗреҫҫӗ»).

Свет увидели только два - «Возмездие 12» (почти пятичасовое действо на стихи Блока) и «Поля входят в дверь».

Мускав театрӗнче Айхи сӑвви тӑрӑх спектакль лартнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Ӑна Геннади Айхин сӑвви тӑрӑх лартнӑ.

Его поставили по стихотворениям выдающегося чувашского поэта Геннадия Айги.

Мускав театрӗнче Айхи сӑвви тӑрӑх спектакль лартнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Шӑл ҫуккипе селӗппӗн калаҫса, хурлӑхлӑн та тарӑхса йӗрсе, хӗрарӑм пӗр паллӑ артистка ҫинчен, пальтине кантрапа ҫыхса, пуҫне утиялпа чӗркесе, аллине пӑрланса ларнӑ витре тытнӑскер ҫинчен, Кронверкскийпе Каменноостровский урамӗсен кӗтессинче чарӑнса ларнӑ трамвайӑн иккӗмӗш вагонӗнче пӗртен-пӗр ларса пыракан ҫын шӑнса хытни ҫинчен; хӑйсен ултӑ хутлӑ ҫуртӗнче юлашки вӑхӑтра пурӗ те вунӑ ҫын ҫеҫ пурӑнни ҫинчен; тӑванӗн хӗрӗпе аппӑшне пӗр ҫуна ҫине хурса масар ҫине илсе кайни ҫинчен; каҫсенче сӗм-тӗттӗм пулни ҫинчен; Петергофри ҫынсене ҫакса вӗлермелли такансем ҫинчен: Джамбулӑн: «Ленинградецсем — ман ачамсем, ленинградецсем — пирӗн мухтав!» тесе ҫырнӑ сӑвви ҫинчен каласа — кӑтартрӗ.

Шепелявя беззубым ртом и плача, то жалобно, то ожесточенно, женщина рассказывала об известной артистке в меховом, подвязанном веревкой пальто, с одеялом на голове и обледенелым ведром в руке; о застывшем трамвае на углу Кронверкского и Каменноостровского, с единственным окоченевшим пассажиром во втором вагоне; об их шестиэтажном доме, который последнее время населяли всего десять жильцов; о том, как племянницу и тетку везли на кладбище вповалку на одних санях; о кромешной тьме по ночам; о виселицах в Петергофе; о стихах Джамбула — «Ленинградцы — дети мои, ленинградцы — гордость моя!»

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех