Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сылтӑмра сăмах пирĕн базăра пур.
сылтӑмра (тĕпĕ: сылтӑмра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та алӑк хыҫӗнче — темле сивӗ шӑплӑх, сылтӑмра, симӗс пуставпа витнӗ сӗтел патӗнче, ҫар тумӗ тӑхӑннӑ вахтер тӑрать, сӗтел ҫинчи кантӑк айӗнче — пропуск тӗслӗхӗсем, сулахай енче вара, тӑваткал кӗҫҫе татӑкӗ ҫинче, часовой.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сылтӑмра улӑп тӑпри пек ҫӗкленсе тӑракан сӑрт, тӳпем.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Каччӑ, пуҫне енчен енне пӑркаласа, пӗрре сулахай енчи сийлӗн-сийлӗн тӑсӑлакан вӑрман тӑрри ҫине, тепре ун ҫумӗнчи пиҫе пуҫланӑ вӑрӑм ыраш уйӗ ҫине, сылтӑмра улӑх варрипе хуҫкаланса тӑсӑлакан Сурӑм ҫине пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ура айӗнче нӳрлӗ юр нӑтӑртатать, виҫ-тӑват утӑмрах, сылтӑмра, шӑнса ӗнтӗркенӗ Атӑл сӗлкӗшле хумӗсене лӳпперрӗн йӑвантарса юхать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Мал енче — вӗтӗ-вӗтӗ куҫлӑ пысӑк мар чӳрече, сылтӑмра тата сулахайра — кӑвак дерматин ҫапнӑ алӑксем.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сылтӑмра ун картлашкисем кӗлет умнелле анаҫҫӗ, сулахайра калинккерен урама тухакан хӑма ҫулпа сыпӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сылтӑмра — кӑштах вырнӑ ыраш пусси.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сылтӑмра — икӗ алӑк, малта — тата иккӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Офицер аллине ҫӗклерӗ, сылтӑмра тӑракан тыткӑнрине тӑнлавӗнчен кӗрӗслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавалтан сылтӑмра асат хуҫнӑ сӑртра, Сӗм вӑрман сип-симӗс, шалт юман та ҫӑка, Тата чӑлаланнӑ шӗшкӗпеле палан, Ҫӗрле хӳтлӗх тума тӑвансемшӗн аван.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Атӑлтан сылтӑмра, вӑрман хушшинче Чӑвашсем хир тума ҫеремсем ҫӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ сылтӑмра пӗр сасӑ уйрӑммӑнах уҫӑ та илемлӗ янӑрать.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӑхкалатӑп, пурте кӗл тӑваҫҫӗ, малта сылтӑмра та, сулахайра та юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сылтӑмра арҫынсем тӑраҫҫӗ, сулахайра — хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сылтӑмра — питӗ кӑмӑллӑ лӑпкӑ пӗве.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чарӑнса тӑчӗ те, каялла ҫаврӑнса, хӑлхисене хыттӑн вичкӗнлетрӗ: инҫере те мар, ҫывӑхра та мар, сылтӑмра, ҫын сас парать иккен: «Охо-хо-хо-хо-хо-о-о! Охо-хо-хо-хо-хо-о-о-о! Охо-хо-хо-хохо-о-о-о!»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Озеровсем тӑракан вырӑнтан сылтӑмра, ҫыранран инҫех те мар, икӗ хутлӑ, унтан пӗр хутлӑ ҫуртсем лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анаталла пӑхсан, чи малтан, айлӑмра, Атӑла юхса кӗрекен шыв хӗрринче, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ илемлӗ чиркӳ курӑнса кайрӗ, таҫта аякра, сылтӑмра, ҫӳллӗ ҫыран палӑрать, сулахайра куҫпа виҫейми тӑсӑлса каякан хура хӑмӑр вӑрман хыҫӗнчен тин ҫеҫ хӑпарнӑ хӗвелӗн ылтӑн урисем ӳкнипе тӗрлӗрен тӗспе йӑлтӑртатакан мӑнаҫлӑ та хӑватлӑ; шыв таҫта ҫитиех сарӑлса каять те горизонтра ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Диван, трюмо, кӗнеке шкапӗ, ҫаврака сӗтел, сылтӑмра — ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗмелли алӑк.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑмра, чи хӗрринче, Сахар, унпа юнашар — Тарье, малалла — Мирун, Вова, анапа анана уйӑракан касӑпа юнашар Сергей.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех