Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирпӗнчӗ (тĕпĕ: сирпӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карлӑк тӑрӑхӗ турпас пек сывлӑшалла сирпӗнчӗ, ун хыҫҫӑн автобусӗ хӑй те аялалла качмачи хуҫса, ӳпне-питне чикеленсе вашлаттарчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Чао! — терӗ те пӳлӗмрен шампански эрех кӗленчи пӑкки пек тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Нускине, пушмакне тӗпӗр-тепӗр тӑхӑнчӗ те йӑпӑр-япӑр ури ҫине сиксе тӑчӗ, хӑйне йӗркене кӗрткелерӗ (пӳрне вӗҫӗпе тӗкӗнкеленипех ӑнланчӗ: шӑлаварӗ вӗҫне тикенек, симӗс сырлан вӑрри, ҫӗрӗк ҫулҫӑ сӑрӑнса тулнӑ иккен), вара, «качтаки» «хӳри» пулма васкаса, хыпӑнсах умри сакӑлта ҫинелле сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Секунд та иртмерӗ — Дудэу ҫав самантрах класран тухса сирпӗнчӗ.

Не прошло и секунды, как Дудчу вылетел из класса.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шумилов мӑн аллипе кӗленче тӗпӗнчен пӗрех ҫапрӗ те, пӑкӑ урайнелле тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каччӑ куҫӗнчен вут-хӗм сирпӗнчӗ, ҫапах хӑй ыратнине туйман пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унӑн юнӗ ытларах ман ҫине сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лукарье тӑна кӗнӗ ҫӗре вӑл, тумтирне тупса, пӳртрен тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан хапха уҫасса кӗтмерӗ, хӑмине урипе тӑрӑс? тапрӗ те, хӑма хуҫӑлса кил хушшинелле сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Выртса та, ларса та — тӑраниччен ҫапӑнсан, сентре ҫинчен анса, тула тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чанк! турӗ кӑкӑр тӗлӗнче ҫӗҫӗ, ҫавӑнтах алӑран вӗҫерӗнсе айккинелле сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чулпа кирпӗч ванчӗ, тӑпра-ҫерем сирпӗнчӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн куҫа уҫмалла мар тусан мӑкӑрланчӗ, ҫапах пӑлхавҫӑсем чӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутарсем ҫинелле ҫӗклемӗ-ҫӗклемӗпе чулпа кирпӗч сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тилхепине алӑран вӗҫертмен ачана сӗтӗрекен лаша хапхан тӑрринчи урлавӗ ҫине ҫапӑнтарчӗ, ӑна шертӗрен анчах хунӑччӗ, вӑл тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫук, ӗлкӗреймерӗ вӑл: пульсатор ывӑсӗ бидонран тухса та сирпӗнчӗ, сӗт тӑкӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Эп картинккисене куртӑм, — терӗ те Янтул пӳртрен тухса сирпӗнчӗ.

— Да я так… Картинки разглядываю… — на ходу бросил Яндул, вихрем выметываясь из комнаты.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр чашӑк шакки чул урайне сапса янӑ пек сирпӗнчӗ.

зацокали по полу, словно речные камушки.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халех!.. — Ухтиван ҫӑвар уҫма ӗлкӗриччен хӗр пӳртрен тухса сирпӗнчӗ.

До вечера! — И девушка упорхнула, оставив парня в полном изумлении и отчаяньи.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алӑкран кӗрекен ҫутта хӑйӗн кӗлеткипе хупласа хунӑ этем каялла сикрӗ, тепӗр пӳлӗмри сӗтеле йӑвантарса ярса тулалла тухса сирпӗнчӗ.

А человек, застилая своим телом проем двери, ринулся обратно, мгновенно выметнулся на улицу.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялт! ӑшра вут хыпрӗ, Куҫран ун сирпӗнчӗ хӗлхем, Самантлӑха чун чул пек хытрӗ, Чӗнленчӗ, ҫыхӑнчӗ чӗлхе.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех