Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сивӗнме (тĕпĕ: сивӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗненес килмерӗ юратнӑ хӗр сасартӑк сивӗнме пултарасса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗрлӗ эрех ыйтрӗ те ӑна кӗленче кӑкшӑмпа килсе пачӗҫ, — унта пӑр катӑкӗ ишет; Детрей кӑштах сивӗнме пуҫларӗ.

Он потребовал вина, поданного в стеклянном кувшине, где плавал кусок льда, и начал остывать от жары.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сивӗнме ӗлкӗрнӗ чейникрен стакана шыв тултарчӗ те ҫуррине ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Малтанхи оратор хыҫҫӑн сивӗнме ӗлкӗреймен трибуна ҫине хӗрлӗ питлӗ, тӳлек сӑнлӑ, сивлек мӑнтӑр ҫын мӑшлата-мӑшлата улӑхрӗ.

На трибуну, еще горячую после предыдущего оратора, поднялся, сопя, хмурый толстяк с багровым и беспечным лицом.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

Лидӑна ытлашши хурласан та сивӗнме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Кондратий нимӗн шарламасӑр руль тытса пычӗ; ҫак ҫынсемшӗн хытӑ хӗпӗртенӗрен тата вӗсене ытла та юратнӑран ӑна ҫӳҫ тымарӗсем сивӗнме пуҫланӑн туйӑнчӗ.

Кондратий сидел за рулем молча, и ему казалось, что корни его волос холодеют от восторга и любви к этим людям.

11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Хупӑлча сивӗнме ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа ӑна тепӗр хут ӑшӑтма тивет.

Она уже успела остыть, и её снова надо было нагреть.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Амӑшӗ ревеньрен кӗсел пӗҫерсе ӑна апат-ҫимӗҫ усракан пӳлӗмӗн кантӑк янаххи ҫине сивӗнме лартнӑччӗ.

Мама приготовила ревеневый кисель и поставила студить на окно кладовой.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӗсен хӗрӳленсе кайнӑ кӗлеткисем сивӗнме ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ, паянлӑха ҫапӑҫса ҫитнине вӗсем хӑйсем те ӑнланаҫҫӗ.

Буйство, овладевшее ими, прошло, они сами понимали, что на этот раз, пожалуй, и хватит.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫӗр черетпе хӑйӗн е пӗр, е тепӗр енне Хӗвел патнелле тӑвать, ҫавна пула вӑл ытлашши вӗриленме те, ытлашши сивӗнме те ӗлкӗреймест.

Земля поочередно подставляет Солнцу то одну, то другую сторону и не успевает ни чрезмерно нагреться, ни чересчур охладиться.

Ҫӗр ҫинче мӗншӗн кунпа ҫӗр пулать? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Брунона вӗлерес умӗн ӑна тепӗр хут та хӑй вӗрентӗвӗнчен сивӗнме сӗннӗ, сивӗнсен сана каҫаратпӑр, тенӗ.

Перед казнью Джордано Бруно еще раз предложили отречься от его учения и обещали за это помилование.

Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Куҫ хупмасӑр вӗсем ют ҫын патӗнче, ир енне сивӗнме пуҫлакан пӳрт урайӗнче выртаҫҫӗ, иккӗшӗ те пӗр ӗҫ ҫинчен, анчах тӗрлӗ майлӑ шухӑшлаҫҫӗ.

С открытыми глазами лежали они на полу чужой избы, начинавшей выстывать под утро, и думали об одном и том же, но по-разному.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Нумай пенипе хӗрсе кайнӑ пулемёт сивӗнме те ӗлкӗреймен-мӗн.

Пулемет, раскаленный выстрелами, еще не успел остыть.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ленин халӗ те унӑн куҫӗ умӗнчех пек, Ленин чӑмӑртаса ӑшӑтнӑ алли те сивӗнме ӗлкӗреймен пек туйӑнать.

А перед глазами всё стоял и стоял Ленин, и рука, казалось, была ещё согрета его пожатием.

Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Уншӑн та вара тулӑ сивӗнме кӑларса лартнӑ студӗн тӗрӗс те тӗкелех сыхланса юлнӑ.

Зато студень, стоявший во дворе, сохранился в полной неприкосновенности.

Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ефим Кондратьевич сивӗнме ӗлкӗрнӗ хӑйӑр ҫине хӑйӗн плащне, шӑналӑкне сарать, вара вӗсем урисене вучах еннелле туса выртаҫҫӗ, анчах никамӑн та ҫывӑрасси килмест.

Ефим Кондратьевич расстилает на остывшем уже песке свой дождевик, рядно, они укладываются на нем ногами к костру, но спать никому не хочется.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Ҫав самантран вара, — терӗ Сулла, — кам та пулин влаҫа туртса илсен, унтан вӑл текех сивӗнме шутламӗ.

— Отныне, — ответил Сулла, — никто из тех, кому удастся захватить власть в республике, не пожелает от нее отказаться.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Гвозден чӗтрет, сивӗнме те ӗлкӗреймен вилесем ҫине вӗҫӗ-хӗррисӗр хурланса пӑхать.

Гвозден вздрогнул, безнадежно, с ужасом в глазах смотрел он на еще теплые трупы.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кӑна эпир Томпа иксӗмӗр сан валли пӗҫертӗмӗр, — терӗ ача, алюмини кастрюльтен сивӗнме ӗлкӗреймен пашалусене кӑлара-кӑлара хурса.

Это мы с Томом тебе лепешек напекли,— приговаривал мальчик, выкладывая из алюминиевой кастрюли еще горячие лепешки.

Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— «Йӗркелӗх нимрен те хаклӑрах», — терӗм те эпӗ ӑна хирӗҫ, манӑн князь труппине кӗрес кӑмӑл сивӗнме пуҫларӗ.

 — «Порядок всего дороже», — отвечал я, и желание идти в княжескую труппу начало остывать.

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех