Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сив сăмах пирĕн базăра пур.
сив (тĕпĕ: сив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахви пӗр курка сив шыв ӑсса чавси ҫине ячӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халиччен ҫынна пӗр урлӑ сӑмах, пӗр сив сӑмах каласа курман пулӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫавӑнпа та Анфисӑпа унашкал ҫул ҫитмен ҫамрӑксем ҫине сив куҫпа пӑхакансем те пур.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Таса кӑмӑллӑ ҫын кӑшт сив сӑмах илтнипех стройкӑран тарать-и вара!

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ик-виҫ сив сӑмах илтнипе ҫеҫ мар, туяпа хӑваласан та каймасть!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ваттисене сив сӑмахпа аса илни аван мар та-ха у… — терӗ те тӑстарарах, малалла хӑвӑртран-хӑвӑрт калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таранов сив чир тытнӑ пек ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сталина уйрӑмах килӗштерместчӗ, ун ятне кирек хӑҫан та ҫӳҫене-ҫӳҫене, сив чир тытнӑ пек тӑр-тӑр-тӑр чӗтресе асӑнатчӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр-пӗринпе нихҫан та вӑрҫман, пӗрне-пӗри сив сӑмах каламан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Хӑй сив чир тытнӑ пек чӗтрет, сӑнӗ шурса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Пӗр сив сӑмах каламан пулӑттӑм, пӳрнепе тӗкӗнмен пулӑттӑм…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗр сӗтел хушшинчех ӗҫсе ҫинӗ — нихҫан та сив сӑмах каламан.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Хуллен мӑшлатса сывлать, тапхӑр-тапхӑр пӗтӗм кӗлеткине сив тытнӑ евӗр, чӗтресе илет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хваттерте сив шыв ӗҫсе ҫемҫе пукан ҫине лартӑм, арӑм манран кулать:

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Сасартӑк Полбутылкин-ҫур кӗленче пат шӑпланчӗ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сив тар тапса тухрӗ, пуҫлӑх ҫинче ҫивӗчлетнӗ куҫӗсем кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла чарӑлса кайрӗҫ, тути хӗррисем пӗрре шуралчӗҫ, тепре кӑвакарчӗҫ, мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Юлашки пиллӗкмӗш ҫынна (шел пулин те, ку сывӑ юлайман) шывран кӑларсан (ҫыннисем пурте строительсем пулнӑ иккен), самаях сив тытнӑ Аркадие хӑйне те пулӑшма тиврӗ: ку вӑхӑта килсе ҫитнӗ водолазсем ӑна ик енчен ытама илчӗҫ те, ише-ише, ҫырана туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кӗҫех унта, сӗтел ҫинче, пӳрт анлӑшне тӑван ен шӑршине сарса ӑшӑ, паш хӑпарса пиҫнӗ ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, сив апат-ҫырткаламаллисем те, тин ҫеҫ вӗри кӑмакаран кӑларнӑ ашпа ҫӗрулминчен пӗҫернӗ кукӑль та, вӗри яшка чашӑкӗ те, чӑп тулли тултарнӑ килте вӗретнӗ сӑра кӑкшӑмӗ те («ҫутти-симӗсси», «йӳҫҫи-хӑватли» таврашӗ ку хутӗнче юри «вӑхӑтлӑ» пулмарӗ) хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Вунпилӗк ҫул пӗрле пурӑнса та сив сӑмах каламан та эпӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Мӑшӑрне вӑл пӗр сив сӑмах та каламасть пулӗ ӗнтӗ, — терӗҫ эпӗ калаҫса пӗтерсен, темиҫе хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Валашка ҫине сив шыв ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех