Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехете (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫула май пӗр-ик сехете те пулин тӑван яла кӗрсе тухас терӗм, тӑвансене курса калаҫас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫур сехете те пулин кӗрсе тух, кӑмӑла ан хӑвар, — Ҫимун ҫумне сӑрлан пек ҫыпҫӑнчӗ Куҫук арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сехете яхӑн ларчӗ ӗнтӗ Хумкка мучи, ҫапах тапакне пилӗк-ултӑ стаканран ытла сутаймарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сак ҫине ларсан сасартӑк хам ывӑннине туйса илтӗм, ҫавах та вакунра алӑксем патӗнче вырӑн йышӑннӑ хӗрсене пӗр сехете яхӑн ҫывӑрма юраманнине систерсе хутӑм, «ют ҫынсем» вакуна кӗрсен хама асӑрхаттарма хушрӑм та вырӑна кайса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

«Талӑкри кашни сехете тӑван хуҫалӑх ӗҫне парать», — теҫҫӗ ун пирки ял ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тепӗр кунхине вӑл хӗвелтен ир вӑранса, ҫулӗ ҫывӑх мар пулсан та, ӑҫта лашапа, ӑҫта ҫуран, палӑртнӑ сехете Шупашкар хулине вӑхӑтра ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Тӗп инженер хӑй патне тӗрлӗ ыйтупа пыракансене йышӑнмасӑр виҫӗ-тӑватӑ сехете яхӑн Иринӑна ӗҫ вырӑнӗнче ҫын пурнӑҫӗшӗн уйрӑмах хӑрушӑ «уҫӑ» вырӑнсем, хӑпарса тӑрса ӗҫлемелли «ӳсӗр» пусмасемпе лесасем, йывӑрӑш ҫӗклемелли юсавлах мар хатӗрсем пирки каласа асӑрхаттарчӗ, вӗсем ялан юсавлӑ пулмалли ҫинчен систерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Икӗ сехете яхӑн пырать ӗнтӗ концерт.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑть пӗрер сехете таврӑнас, сирӗнпе ларса калаҫас килет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑватӑ сехете яхӑн эпир юр айӗнче выртрӑмӑр.

Около 4 часов пролежали мы под снегом.

Хӗлле тундра тӑрӑх кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Октябрӗн 10-мӗшӗнче ытларикун ӗҫ кунне пӗр сехете чакараҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ кодексне тӗпе хурса октябрӗн 11-мӗшӗнче ӗҫлемелли мар кун — Республика кунӗ календарлӑ отпуск кунӗсен шутне кӗртмеҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ «Башинформа» Пушкӑрт Ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-службинче.

«Продолжительность работы во вторник 10 октября сокращается на один час. На основании Трудового кодекса Российской Федерации при предоставлении ежегодного основного или ежегодного дополнительного оплачиваемого отпуска нерабочий праздничный день 11 октября — День Республики в число календарных дней отпуска не включается», — пояснили «Башинформу» в пресс-службе минтруда Башкирии.

Октябрӗн 10-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикинче кӗскетнӗ ӗҫ кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... un-3471483

Яла икӗ сехете яхӑн аркатрӗҫ.

Разгром длился около двух часов.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак курак коридорӗ тӑрӑх сехете яхӑн утатпӑр.

Около часу идем мы по этому травяному коридору.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Анчах пирӗн шӑп вунӑ сехете ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Генерал патӗнче вӑл сехете яхӑн ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эпӗ справка илме заказ панӑччӗ, — терӗ Завьялов, трубкӑра хӗр сассине илтсен, — пӗр сехете яхӑн каялла.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл военкомата ҫитиччен пӗр сехете яхӑн вӑхӑт иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виҫӗ сехете яхӑн пынӑ тӗлпулу пӗр самант пек иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Тӗлпулу икӗ сехете яхӑн пынӑ пулин те, пӗр сывламасӑр иртнӗ.

Встреча прошла на одном дыхании,хотя длилась почти 2 часа.

Дина Гаврилова писательницӑпа тӗлпулу иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3438570

Сехете яхӑн пынӑ программа хаваслӑ конкурссемпе, кӑсӑклӑ вӑйӑсемпе пуян пулчӗ, ачасем вылярӗҫ, савӑнчӗҫ, кулчӗҫ, тулли кӑмӑлпа садиксене таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%88%d3%9 ... %97%d2%ab/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех