Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сервантес шывра хӑйӗн тата ашакӑн мӗлкине курнӑ; шывӑн хумӗсем ҫинче ашакӑн урисем ҫав тери вӑрӑм курӑннӑ, мӑйӗ авӑнса хуҫӑлнӑ пек, ашак мӗлки юмахри рыцарьсен лаши пекех туйӑннӑ.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Аллисене темӗнле палламан хӗҫ-пӑшал тытнӑ тӗлӗнмелле ҫынсем кантӑксем патне икӗ енчен те тӑрса тухнӑ, снаряд ҫурӑлнӑ хыҫҫӑн пулакан ҫутӑсен шевлисем вӗсен шурса кайнӑ пичӗсем, шинелӗсем ҫинче, авалхи рыцарьсен тумтирӗсем ҫинче йӑлтӑртатнӑ пекех сиккелеҫҫӗ.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Рыцарьсен ҫапӑҫӑвне арҫын ачасем ҫапӑҫнипе танлаштарма ҫук, паллах.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Вӑрҫӑ вӑл — рыцарьсен ӗҫӗ, цирюльниксен мар.
III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Мӗнле кулӑшла янӑраҫҫӗ ла-Вьевиль хӑй малтан калани ҫумне хушса хунӑ ҫак сӑмахсем: «Вӑрҫӑра ҫапӑҫакансем чаплӑ та паттӑр ӗҫсем туччӑр тесен, вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ пулса ҫуралмалла. Вӑрҫӑ вӑл — рыцарьсен ӗҫӗ».
IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
- 1
- 2