Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑчӑхса (тĕпĕ: пӑчӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Уҫ часрах, пачӑшкӑ, пӑчӑхса вилетӗп».

— Открой скорей, батюшка, задохнулся я тут совсем.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑчӑхса ҫитнӗ, тусанпа хуралнӑ ҫынсем чи малтан шыв хӗррине пымалла пекчӗ ӗнтӗ, анчах унталла никам та ура ярса пусмарӗ, ҫаврӑнса та пӑхмарӗ!

Изнуренные длительной ходьбой, зноем и пылью, люди должны бы вроде сразу броситься к воде, к речке, но туда никто не только и шага не сделал, но даже и не взглянул.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Малтанах уҫӑ пек туйӑнакан чул чиркӳри сывлӑш кӗҫех пӑчӑхса ларчӗ.

Вначале показавшийся было прохладным воздух в церкви сделался тяжелым, душным.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑрушлӑх иртсе кайнӑ, ҫӗр вӑрласа килме ҫын тупса хунӑ, мӗскер килте пӑчӑхса лармалла.

Беда миновала: нашелся человек, который украдет землю, чего теперь-то сидеть дома?

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ пӑчӑхса вилетӗп».

Вон жарит как, задохнуться можно!

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кунта та сывлӑш вӗри, ҫапах та хӗвел хӗртмест, ытла пӑчӑхса ҫитнӗрен кӗрсе канма пулать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Гариф, эпӗ тӗлӗнетӗп, мӗнле тӳсӗм ҫитет санӑн ҫапла пӑчӑхса ларма?

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах, мӗн пӑчӑхса ларатпӑр эпир пӳртре?

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хир кӑркки — шултра кайӑк, мӑнтӑртараххи ҫур пӑт ытла туртать, нимле сунарҫӑ та уншӑн ыраш пусси тӑрӑх пӑчӑхса ҫӳреме ӳркенсе тӑрас ҫук.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗн пӳлӗмӗнче мӑрса хӗрӗ нумай пӑчӑхса лараймасть, ҫӳпҫери темӗн чухлӗ япалине айӑн-ҫийӗн ҫавӑрса йӑлӑхнӑ хыҫҫӑн каллех картишне тухать.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗнле, пӗтӗм Хусан ханлӑхӗ тапраннӑ чух ҫак крепоҫре пӑчӑхса ларма йывӑртарах мар-и?

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумайӑшӗ, трахомӑпа чирлесе, суккӑрланса юлаҫҫӗ, хӗвел ҫутисӗр хура пуртсенче пӑчӑхса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗн йӑлӑхтарни, эс экзаменсем вӑхӑтӗнче те пӳртре пӑчӑхса лармарӑн пулас-ха, — шӳтлерӗ Саша.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Апла пулин те пӳртре пӑчӑхса ларнӑ хыҫҫӑн картишне тухса уҫӑлни лайӑх тесе Эмиль хаваспах килӗшрӗ.

Но Эмиль подумал, что приятно глотнуть свежего воздуха после этой духоты.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Геометрипе ирттерекен юлашки тӗрӗслев ӗҫӗ вӗҫленсе пыратчӗ, эпир, коридорта кӗпӗрленсе, класра пӑчӑхса ларакан юлташсене кӗтеттӗмӗр.

Подходила к концу последняя контрольная по геометрии, и мы толпились в коридоре, ожидая тех, кто еще сох над своими листками.

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Рима хӳтӗлекен турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп, кунта пӑчӑхса вилме те пулать! — терӗ Кассий.

— Клянусь богами, защитниками Рима, здесь можно задохнуться и умереть! — сказал Кассий.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ак, Дини те, хӗрӗ, асли, лармӗ ашшӗ-амӑшӗ йӑвинче темиҫе ҫулсемех пӑчӑхса.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫав ҫынсем хушшинче пӑчӑхса пурӑнакан аҫа ҫури чӑхсене хупса хунӑ картана ӑнсӑртран пырса лекнӗ пулӑ манерлӗ туйӑнатчӗ, — танлаштарни килӗшӳллӗ мар та, ҫав пӗтӗм пурӑнӑҫӗ те килӗшӳллӗ марччӗ.

Задыхавшийся среди этих людей, вотчим был похож на рыбу, случайно попавшую в куриный садок, — нелепое сравнение, как нелепа была вся эта жизнь.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Усӑнса аннӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑркисене вӑл хӑлхисем хыҫне тирпейлесе пуҫтарнине, эпӗ халиччен курман ҫамкипе тӑнлавне уҫӑ хӑварнине пӑхса тӑтӑм; пысӑк симӗс тутӑрпа сӑмси вӗҫӗ ҫеҫ курӑнмалла ҫӑтӑ-ҫӑтӑ чӗркенине те куртӑм; вӑл хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ пӗчӗк пӳрнисемпе ҫӑварӗ тӗлне уҫӑ вырӑн туман пулсан, пӑчӑхса вилме те пултаратчӗ; хӑйӗн амӑшӗ хыҫҫӑн пусма тӑрӑх аннӑ чухне хӑвӑрт пирӗн еннелле ҫаврӑннине, пуҫ сӗлтнине, вара алӑкран тухса кайнине те пӑхса юлтӑм.

Видел я, как подобрали ее локоны, заложили их за уши и открыли части лба и висков, которых я не видал еще; видел, я, как укутали ее в зеленую шаль, так плотно, что виднелся только кончик ее носика; заметил, что если бы она не сделала своими розовенькими пальчиками маленького отверстия около рта, то непременно бы задохнулась, и видел, как она, спускаясь с лестницы за своею матерью, быстро повернулась к нам, кивнула головкой и исчезла за дверью.

XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпир вӑл пӑчӑхса вилнӗ пуль тесе шутланӑччӗ.

Мы думали — он задохся.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех