Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑтранчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
пӑтранчӑк (тĕпĕ: пӑтранчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӑрахнӑ чул тӗлӗнчен ҫырантан пӗр шапа чӑмрӗ, тӑрӑ шыв тӗпӗнчен пӑтранчӑк йӗр ҫаврӑнса ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ӑшри пӑтранчӑк тӑрӑлӗ те… улшӑнӗ пурнӑҫ… ялан капла пулмӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Чӗннӗ пулсан, «хӑвӑра та тавах ырӑ сӑмахшӑн», теес ҫукчӗ-ҫке-ха эпӗ, чӑннине калама, Туруновӑн пӑтранчӑк кӑмӑлне пушшех те пӑтратма типетчӗ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗксӗм, пӑтранчӑк тӳпере пӗлӗт лӑстӑкӗсем чӑлханса, таткаланса юхаҫҫӗ, аякра, Атӑл леш енче, кунтан курӑнман вӑрман ҫинче, капланса тӑракан хура хӑмӑр сӗмлӗхелле ҫӑмӑллӑн, темшӗн хавасланнӑн ярӑнса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Аван мар пулса тухрӗ, аван мар, — хуллен ҫӗкленсе, чӳрече патне пытӑм эпӗ, хам кӑмӑлӑм пекех пӑтранчӑк, кичем тӳпенелле пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тепӗр куннех илтнӗччӗ Микихвӗр: амӑшӗ чупса ҫитнӗ чух Якур шырлантах выртнӑ иккен; хӑйӗн урлӑ пӑтранчӑк шыв юхнӑ имӗш; темле антӑхса кайман, мӗскӗн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Витрелетсех тӑкӑнать ҫумӑр — кил картинчен урамалла пӑтранчӑк шыв шарласа юхать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хӑш тӗлтерехри пӑтранчӑк авӑр антӑхтарать-ши мана?»

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта уйӑх ҫутинче чӑл та чӑл ҫиҫкелесе пӑтранчӑк шыв кӗрлесе юхать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла, чипер ҫинсем те йӗркерен тухаҫҫӗ ку пӑтранчӑк вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӑтранчӑк пӗлӗт таткисенчен тасалнӑ кӑвак тӳпере куҫ тулли хӗвел йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӳпере сарӑ хӗвеле картла-картла пӑтранчӑк пӗлӗт таткисем чупаҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем юхан шыв тӑвайккине ӳксе тӗллӗн-тӗллӗн хӑрӑм пек хуратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тавралӑх йӑлтӑркка ҫутӑ мар ӗнтӗ: кӑвак тӳпене тӗксӗмлетсе пӑтранчӑк ҫӳхе ҫурхах карӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗнене вӑл шырлан патне хӑюллӑн ҫавӑтса пычӗ, анчах ӑслӑ выльӑх шӑр-шар! шарлакан пӑтранчӑк шыв юххине курсан пуҫне шиклӗн пӑркаласа каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑнта каҫмалла, анчах ансӑр та чылай тарӑн шырланта кӗрлесе юхакан пӑтранчӑк шыв хӑратать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫырма тӗпӗнче пӑтранчӑк шыв пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне сарӑ кӑпӑклӑн шарканӑ чух ӗне-выльӑха ҫамрӑк ача аллине шанса пама шиклӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Виктор Павловичпа Степан Фомич тахҫан пӗрре айӑпа кӗнӗччӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем ҫавнашкал пӑтранчӑк шухӑшсенчен халь иккӗшӗ те тасалнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӑтранчӑк тапхӑр тени сирӗн пурнӑҫра ӑнсӑртран сиксе тухнӑ айкашу кӑна.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Манӑн пурнӑҫра пӑтранчӑк тапхӑр та пулнӑ ҫав.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӑтранчӑк шывра вара ылтӑн пулӑ та тытаҫҫӗ, теҫҫӗ…»

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех