Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ укҫа-тенкӗ илмелли, оборудование лизинг мелӗпе туянмалли, патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курмалли, пысӑк заказчиксен патшалӑх туянӑвӗсене хутшӑнмалли майсемпе тата ытти пулӑшу мелӗпе тивӗҫтермелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Грузчиксен эртелӗсенче ӗҫлекен юнкерсем пӑрахутсен трюмӗсене ҫар пурлӑхӗпе ятлӑ-сумлӑ беженецсен арчи-чӑматанӗсемпе чыха-чыха тултараҫҫӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пырса ҫӳрекен пуҫлӑхсенчен кам та пулин колхоз пурлӑхӗпе ыр курма юратнине сиссен, Аникей хытса тӑман.Не скупился Аникей и если кто из приезжих проявлял охоту поживиться за счет колхозного добра.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Малтан эсӗ, кулак пурлӑхӗпе мухтанса, ҫак пӳлӗме ӗлӗкхи пекех хӑвартӑм, терӗн, анчах эсӗ, ман шухӑшпа, пӳлӗмне кӑна мар, унӑн хӑйӗн ӑш-чиккине те сыхласа хӑварнӑ, факт!
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ҫын пурлӑхӗпе епле ырӑ эсӗ, председатель!
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пур енчен те ҫакӑ сисӗнсе тӑрать: районрисем йӑлтах аптраса ӳкнӗ иккен, унти пуҫлӑхсенчен нихӑшӗ те колхозсене тухса курӑнмаҫҫӗ, колхозран тухнисен пурлӑхӗпе мӗн тумалла? тесе ҫырса ярсан, парти райкомӗ те, Райполеводсоюз та нимӗнле ответ та памаҫҫӗ.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юлашкинчен, нумайӑшӗ именишӗн, хӗр пурлӑхӗпе киленсе пурӑнассишӗн авланаҫҫӗ: арӑм киле йӗрке кӳрет, вӑл — кил хуҫи арӑмӗ, амӑшӗ, ачасене ӑс паракан; юрату ҫине вара практика енӗпе ҫеҫ пӑхаҫҫӗ, хуҫи ӑна пӗрре хӑнӑхать те урӑх нихҫан та асӑрхамасть.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
3. Карап ҫухалас-тӑвас пулсан капитан хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхӗпе Николай Антонович Татаринов умӗнче ответ тытать — ячӗ, ашшӗ ячӗпе хушамачӗ — пӗтӗмпех пур.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку прошени тӑрӑх К… земски суд тӗпчесе тухнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: маларах асӑннӑ гварди поручикӗ Дубровский, халӗ ҫав тавлашуллӑ именипе усӑ кураканскер, вырӑнта тӗпчеме пынӑ дворянски заседателе ҫапла каласа панӑ-асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи эпӗ тытса тӑракан имени, … чун ят ҫӗрӗсемпе тата тӗрлӗ пурлӑхӗпе пӗтӗмӗшпех мана хамӑн аттем — артиллери подпоручикӗ Евграф ывӑлӗ Гаврил Дубровский вилнӗ хыҫҫӑн халал йӗркипе юлнӑ, тенӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кайран вара 17… ҫулхи сентябрь уйӑхӗн 6-мӗш кунӗнче турӑ ирӗкӗпе унӑн ашшӗ вилнӗ; ӗҫе суд урлӑ татса пама ыйтакан-шыраканӗ генерал-аншеф Троекуров 17… ҫултанпа мӗн ачаранпах ҫар службинче тӑнӑ, службӑра чухне ытларах чикӗ леш енчи походсенче пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ашшӗ вилни ҫинчен те, ун хыҫҫӑн мӗнле имени юлни ҫинчен те хыпар илме пултарайман, халӗ, ҫав службӑран пуҫӗпех отставкӑна тухса, хай ашшӗн К… тата Р… уездӗнчи тӗрлӗ ялсенчи… 3000 таран чунлӑ именине тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн, ҫӳлте асӑннӑ именисенчен Кистенӗвкӑри … чунлӑ (хальхи ревизи тӑрӑх вӑл ялта пурӗ… чун шутланать) именипе ҫӗрӗ-шывӗ тата пӗтӗм ытти пурлӑхӗпе маларах асӑннӑ гварди поручикӗ Андрей Дубровский ним закон тӑрӑх ҫирӗплетмесӗрех усӑ курса пурӑннине пӗлет.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
18… ҫулхи февралӗн 10-мӗш кунӗнче К… уездӗнчи суд гварди поручикӗ Гаврил ывӑлӗ Андрей Дубровский Петр ывӑлӗн Кирила Троекуров генерал-аншефӑн пурлӑхӗпе … кӗпӗрнинчи Кистенӗвка ялӗнчи ята кӗнӗ … арҫынлӑ,… теҫеттин акакан ҫӗрле тата улӑх-ҫаранлӑ именийӗпе тӗрӗс мар усӑ курни ҫинчен пӑхса тухрӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӳлерех асӑннисемсӗр пуҫне — саккассем вырнаҫтарассине, патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курассине, бюджет, ҫӗр, вӑрман ҫинчен калакан саккунсене пурнӑҫланине сӑнаса тӑрасси.
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
Ҫавӑн пекех граждансен, предпринимательсен прависене хӳтӗлет, коррупципе, экстремизмпа терроризма кӗрешес тӗлӗшпе саккунлӑха епле пӑхӑннине тӗрӗслет, бюджет укҫипе, патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе мӗнле усӑ курнине куҫран вӗҫертмест.
Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курассин тытӑмӗнче правӑна пӑснӑ тӗслӗхсем ан пулччӑр тесе мӗнлерех профилактика ӗҫӗсем ирттернипе ЧР Следстви комитечӗн ертӳҫи Александр Мигушов тата Пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗ Наталья Тимофеева паллаштарчӗҫ.
Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Унпа пӗрле вуниккӗшӗ 2. тата Хӑй усал сывлӑшсенчен, чирсенчен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пулнӑ: ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина теекен Мария, 3. Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пынӑ: вӗсем Ӑна хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен 3. пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн — 4. ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать; 5. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа мана: ӑна Магер-шалал-хаш-баз тесе ят хур; 4. ача: «атте», «анне» тесе калама вӗрениччен Дамаск пурлӑхӗпе Самари тупӑшне Ассири патши умӗнчен ҫӗклесе пырӗҫ, терӗ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид ӗнтӗ Израилӗн мӗнпур ҫулпуҫне, йӑх пуҫӗсене, ҫар ушкӑнӗсен пуҫлӑхӗсене, патшашӑн ӗҫлекенскерсене, тата пинпӳсемпе ҫӗрпӳсене, патшанӑн мӗнпур пурлӑхӗпе хуҫалӑхне, кӗтӗвӗсене пӑхса тӑракансене, хӑйӗн ывӑлӗсемпе хайрансене, ҫарпуҫсене, пӗтӗм паттӑр ара Иерусалима пуҫтарнӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кусем пурте Давид патшан пурлӑхӗпе хуҫалӑхне тӗрӗслесе тӑракан пуҫлӑхсем пулнӑ.Все эти были начальниками над имением, которое было у царя Давида.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ан хӑра, ан сехӗрлен; вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑха ерт те Гай хули ҫине кай; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Гай патшипе унӑн халӑхне, унӑн хулипе ҫӗрне паратӑп; 2. Иерихон хулипе унӑн патшине мӗнле пӗтертӗн, Гай хулипе унӑн патшине те ҫаплах пӗтер, анчах унӑн пурлӑхӗпе выльӑхӗ-чӗрлӗхне хӑвӑр хушшӑрта валеҫӗр; хула хыҫне ҫар пытарса тӑрат, тенӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.