Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурлӑха (тĕпĕ: пурлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран пӗлтӗм эпӗ — ҫак пӗтӗм пурлӑха Михал Михалч хӑй склад заведующийӗ пулнӑ чух вӑрласа тухса пӗр тусӗ патӗнче пытарса усранӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Путене ют йӑвари пурлӑха хӑйӗн йӑвине сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Каллех хӑйӗн юратнӑ юррине пуҫларӗ Ҫтаппан — хулари пурнӑҫа епле майлаштарса яни, ҫак пурлӑха епле пухни ҫинчен сӑмах тапратса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пурлӑх мӗнле пухӑннине пӗрре те чухласшӑн мар, пачах та хакласшӑн мар ашшӗ-амӑш пухнӑ пурлӑха.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Начальниксен кӑмӑлӗ туртӑнтӑр тесе те пухрӑм ку пурлӑха, пысӑк ҫынсем умӗнче япӑха юлас марччӗ тесе.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Атя, кунти пурлӑха кӑтартам.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унти пурлӑха кӑтартам тата!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗнпур хаклӑ пурлӑха, вӑл шутрах тӗслӗ металлсене, тырпула тата горючине, вӗсене турттарса тухма май пулмасан, пӗр сӑмахсӑрах пӗтерсе тӑкмалла.

Все ценное имущество, в том числе цветные металлы, хлеб и горючее, которое не может быть вывезено, должно безусловно уничтожаться.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Вӗсенчен 89 ҫын пурнӑҫне тата 88 миллион тенкӗлӗх пурлӑха ҫӑлса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Вӑл нихҫан та урӑх ҫӗршывсене тапӑнма, ют пурлӑха тытса илме, кама та пулин чура тума ӗмӗтленмен, вӑл хӑйӗн телейне хӑй ӗҫлесе тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫуртӑма та, мӗнпур пурлӑха та вӑлах ҫунтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗршыв ҫинчи пурлӑха Хырӑҫсӑр усӑ курмалла Туса шалтах пӑрахас!

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кирукпа Федя ҫак пурлӑха епле тупса килнине йӗркипе каласа пачӗҫ, амӑшӗсем хӑйсен ывӑлӗсен пултарулӑхӗнчен тӗлӗнсе итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ӑҫтан тупрӑр кум пек хаклӑ пурлӑха?

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр-пӗрин хушшинче ахрат ҫырмиех, ҫуралса, пӳ яраймиех тарӑнланса выртсан, ватӑсем апат-ҫимӗҫне те супинккен пӗҫерсе ҫиме, кӗпе-тумтирне те кашни харпӑр-хӑй ҫуса тасатса тӑхӑнма пуҫлаҫҫӗ, юлашкинчен кил-ҫурт таврашӗнчи пур-ҫук пурлӑха пайлама тытӑнаҫҫӗ (мӗн-мӗн пайланине пӗтӗмпех ҫырса кӑтартсан вулаканӑн тӗлӗннипе куҫӗ те ҫамки ҫине сиксе хӑпарӗ, лахлатса та ихлетсе, хырӑмӗ те хӗҫленсе ларӗ).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вӑл чӑнах пур пулсан, мӗншӗн кил-ҫурта, пурлӑха сыхламасть?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑ пурлӑха темиҫе хут перекетлет, биологи меслечӗн тепӗр сыпӑкӗ пулать те.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Куҫман пурлӑха инвестици хывӑр.

Инвестируйте в недвижимость.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗр участокӗсене сутнинчен — 2289 пин, пурлӑха сутнинчен — 2751 пин, пурлӑха арендӑна панинчен — 476 пин тенкӗ, ытти ҫӑлкуҫран 199 пин тенкӗ кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Куҫман пурлӑха, автомобиль отрасльне инвестици хывма пулать.

Инвестируйте в недвижимость или автомобильную отрасль.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех