Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пупӗ (тĕпĕ: пуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тени пупӗ пек тумасан, вӗсем мана чиркӳренех сӑнчӑрласа илсе кайӗҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫхине ҫӳҫӗре те, сухалӑра та кастарӑр, ыран, кӗлӗ пуҫланас вӑхӑт ҫитсен, халӑх умне тухӑр та эсӗр те йӑлтах ҫак Тени пупӗ пек тӑвӑр.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мана та эсӗр Тени пупӗ пек тутарасшӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял пупӗ чиркӳпе юнашар шатрун ҫуртра пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шурча пупӗ те ӑна лайӑх асӑнтарнӑ.

Досадил Михабару и акрамовский поп —

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Виҫҫӗмӗшӗ Шурча пупӗ Салакайӑк.

Ну и третий — акрамовский поп Салагаик.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пупӗ вӑл уйӑраканни мар-ха, пӗрлештерекенни кӑна.

Ведь поп он наоборот не разлучает, а соединяет, слышишь?

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пупӗ те тӑмсайскер лекрӗ.

Поп, как назло, попался бестолковый.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аптранӑ Салакайӑк чиркӗве пуҫтарӑннӑ халӑхран та хӗр ҫинчен илтмен-и тесе ыйтса пӑхрӗ, лаша кӳлтерсе Ишек пупӗ патне те ҫитсе килчӗ — усси пулмарӗ.

Измученный неизвестностью Салагаик расспрашивал паству на службе в церкви, а потом запряг лошадь и сам съездил в Ишаки к попу.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул пуп ҫине — тӑрӑхласа та савӑнса (пуп Янтул «хӳрине» нимӗн те пӗлмест!), пупӗ Янтул ҫине — йӑпӑлтатса, тем кӗтсе.

Яндул был рад, что попу ничего неизвестно о его «хвосте», а поп подобострастно ожидал от Яндула исповеди.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пупӗ хӑй те хӗрарӑмсемпе ҫамҫа калаҫать…

Да поп и сам умеет с женским полом разговаривать.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрҫмалли объект та ӗнтӗ Миккин ӗмӗр улшӑнми — Шурча пупӗ Архангельский, вӑлах Элексантӑр атте, вӑлах Салакаиак.

А объект злости и нападок Микки годами остается один и тот же — акрамовский поп Архангельский, он же Салагаик, он же отец Александр.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тарҫа кӗме вырӑн тупнишӗн чӑвашсем мӗншӗн савӑнманнине, мӗншӗн вӗсем танлантарса тӑнине Шурча пупӗ тепӗр виҫӗ кунтан тин пӗлчӗ.

Отчего не обрадовались его предложению чуваши, акрамовский поп понял лишь спустя трое суток.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсене Шурча пупӗ урӑх енчен авса хурасшӑн.

акрамовский поп хочет нагнуть в похлеще.

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эпӗ ӑна ӗнер Ишек пупӗ патӗнче хӑнара ларнине куртӑм».

— Я его вчера у ишакского попа в гостях видел.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эп ун чухне Ишек пупӗ патне кайма тухнӑччӗ.

К попу мне надо было тогда в Ишаках-то.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хутран-ситрен унта «кӗсре хӳри», «Ишек пупӗ» тенисем илтӗнкелеҫҫӗ.

Из их гвалта доносятся слова «кобылий хвост», «ишакский поп».

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тусанӗ кунта, шӑрши-марши, шӑна-пӑванӗ; алӑ ҫапса хаклашни-кӗлешнисем; тӗрлӗ чӗлхепе калаҫни, вырӑсла ятлаҫни; чӑпта куписем, хӑмла, ҫӑпата, савӑт-сапа, апат-ҫимӗҫ, ӗҫ хатӗрӗсем; бурлакӗ, грузчикӗ, манахӗ, пупӗ, чиновникӗ; хӗрӗ-арӑмӗ, ачи-пӑчи, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ, сутаканӗпе илекенӗ, кӑтартаканӗпе кураканӗ…

Пыли здесь, вони, грязи, мух и прочего летающего и зудящего гнуса видимо-невидимо; а вот и представители «делового люда»: слышно звонкое хлопанье по рукам — сделка состоялась; разноязыкий говор, русская матерщина; товар — кучи рогож, хмель, лапти, посуда глиняная, деревянная, лубочная; стряпня, сушки; тут же — инструменты столярные, плотницкие; всех уравнял базар — тут монахи, бурлаки, чиновники, грузчики, попы; женщины, ребятишки, коровы, быки, продавцы и покупатели, ловкач и-цыгане, гораздые на всякие фокусы, зеваки…

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пупӗ килӗнчен тухса шӑвӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пупӗ, ҫиленсе кайса, ун ҫине хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрё: «Калаҫҫӗ вӗт сана, тӑмпуҫа, турӑ хӑй пӗчченех виҫӗ сӑна пӗрлештерсе тӑрать, тесе: атте турӑ, ывӑл-турӑ тата таса сывлӑш-турӑ!»

Поп злился и ворчал: «Тебе говорят, болван, бог един в трех лицах: бог-отец, бог-сын, бог — дух святой».

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех