Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулу сăмах пирĕн базăра пур.
пулу (тĕпĕ: пулу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем вӗренӳ учрежденийӗсемпе ача сачӗсенче 92 тӗл пулу йӗркеленӗ, вӗренекенсемпе, шӑпӑрлансемпе хӑрушсӑрлӑх правилисем пирки калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

- Алексей Юрьевич, паян районти ГИБДД пайӗн сотрудникӗсем халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени, тӗрлӗрен операцисене хутшӑнни, ҫул-йӗр инспекторӗсем вӗренӳ учрежденийӗсенче ачасемпе тӗл пулу йӗркелени тата ытти те пысӑк пӗлтерӗшлӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Ун пек тӗл пулу пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку вара ӗмӗр асра юлмалли тӗл пулу пулнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак куҫҫуль, тӗл пулу

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла ҫав, вӑхӑтлӑх телей, вӑхӑтлӑх тӗл пулу та шухӑша урӑх ҫулпа ярать…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тен, тӗл пулу савӑнӑҫне ытлараха тӑсасшӑн Ваҫук?

Возможно, Вазюк хочет растянуть радость долгожданной встречи?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑмахран, Пӗрлехи суйлав кунӗ хыҫҫӑн муниципаллӑ округсенчен суйланнӑ депутатсемпе тӗл пулу йӗркелеме палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Кунта ӑспа эп аталантӑм, Ӑна вӗҫлет ҫак тӗл пулу.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сана эп курасса сунманччӗ, Пит савӑнӑҫлӑ тӗл пулу».

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӳссессӗн илнӗ тыткӑна Илемлӗ пурнӑҫ ҫавра ҫилӗ: Салон, театр, тӗл пулу, Таҫта пырсан та, йӑл кулу.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ырӑ ҫыннӑм, чаплӑран та чаплӑ мӑрса, хисеплӗрен те хисеплӗ чӑваш княҫӗ, Хусан ханлӑхӗнчи паллӑран та паллӑ алгази, тавах аллаха ҫакӑн пек тӗл пулу туса панӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чугун ҫул ӗҫченӗсем халӑхпа тӗл пулу йӗркелерӗҫ, чарӑну пӗлтерӗшне сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/

Каялла кайнӑ чухне Ахтупайпа Ятламас кӗтмен ҫӗртен Эхмемет старике тӗл пулчӗҫ, ку тӗл пулу вӗсене виҫҫӗшне те калама ҫук савӑнтарса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑнпа чаплӑ тӗл пулу пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсӗ пур — ун ҫинчен шухӑшласа ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑн, кашни утӑмра унпа тӗл пулу шыратӑн, хӑвӑн телейсӗр шӑпуна ылханса шыва сиксе вилме хатӗр, вӑл, ӑшҫунтармӑш, ним пулман пек лӑпкӑн, пӗр сӑмах чӗнмесӗр иртсе каять, куҫ хӳрипе те пӑхса илмест сан ҫине.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шансах тӑратӑп, ку пирӗншӗн юлашки тӗл пулу пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗкӗт, Тукайпа тӗл пулу шыранӑскер, кун пек хаклӑ саманта сая яма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакнашкал пулса тухрӗ Дезипе иксӗмӗрӗн пӗррехинче унӑн хӑмӑр шӳлкемеллӗ сарӑ кӗпи тӗлӗшпе; Дэзи ӑна «Хумсем ҫинче чупакан», Фрези Грант, ячӗпе ирттернӗ карнавала асӑнса пурӑнмалӑх усрать; тата театрти тӗл пулу та — хам туймасӑрах тусӑма кӳрентерни — ҫине-ҫинех аса килет.

Такое состояние возникло однажды у Дэзи и у меня по поводу ее желтого платья с коричневой бахромой, которое она хранила как память о карнавале в честь Фрези Грант, «Бегущей по волнам», и о той встрече в театре, когда я невольно обидел своего друга.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Аван тӗл пулу темелли кӑна юлать.

— Какая нам, можно сказать, встреча!

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех