Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрӳшӗ (тĕпĕ: кӗрӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кулак кӗрӳшӗ пулнӑ комсомолец А. Захаров суйлав комиссин членӗ пулма пултарайманнине те аса илнӗ, мана каласа пачӗ…»

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫак хушӑра ун патне мӑнукӗ кашни кун ҫӳрерӗ, ялти хӗрӗпе ывӑлӗ те, кинӗпе кӗрӳшӗ те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Вӑл икӗ пысӑк пӗренене пӗр вӗҫӗнчен йӑтса икӗ хул хушшине хӗстернине Шумиловпа унӑн пулас кӗрӳшӗ чӳрече витӗр, хӗрарӑмсем карта урлӑ пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тепӗр тесен, ывӑлӗсем вилмен тени те тӗрӗс мар — виҫӗ кӗрӳшӗ вӑрҫӑран таврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Кӗрӳшӗ унӑн кил ҫинчен шухӑшлаканскер мар иккен, укҫа ытлашши тӑккалама юратать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ туй иртни вунӑ уйӑх ҫитсе те кӗрӳшӗ патне пырса кӗмерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑр, хунякӑшне итленӗҫемӗн кӑмӑлӗ йӑлтах ҫаврӑннипе, ӗнтӗ пуян кӗрӳшӗ каҫарттарма килессе ҫеҫ кӗтсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрӳшӗ парӑнни Ҫеменӗн кӑмӑлне йӑлтах ҫемҫетрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрӳшӗ ӳсӗррине, унӑн чурӑсла йӑлисене Ҫемен халиччен те куркаланӑ, кунашкаллине пуҫласа курать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулас кӗрӳшӗ Элӳҫе эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ, унтан хӗрне картишне илсе тухнӑ та — лере лашисем те, ҫуни те пулман.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тукай кӗрӳшӗ Иливан пуль вӑл.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пуян ҫын кӗрӳшӗ пулса тӑнӑ апла ват хусах.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах ӗнтӗ, кӗрӳшӗ ку ҫурта маларахах тума тытӑннӑччӗ, анчах Тукай мӑрса хӑй тӑрӑшман пулсан кунашкал хӑвӑрт пӗтерейместчӗҫ-ха ӑна тата ун пекех хитре те тӑваймастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хам та Ширинсен кӗрӳшӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫур ҫул каялла кӗрӳшӗ килсе пӑхнӑччӗ яла, вӑл та нимӗн те каламарӗ мӑрса пирки.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрӗпе кӗрӳшӗ Арск ҫывӑхӗнче унӑн, арӑмӗ, чирлӗскер, Ҫӗрпӳ патӗнчи Тукай ялӗнче.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса вырӑнне тимӗрҫӗ лаҫҫине унӑн кӗрӳшӗ Пикпулат чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн кӗрӳшӗ кӑнтӑр енчи хапхапа чул хӳмене йӑлтах юсаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускава халь унӑн кӗрӳшӗ Худай-Кул хӳтӗлет.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет ӗнтӗ ӑшӗнче хӑйне мӑрса кӗрӳшӗ тесе шутлама пултарнӑ, мӗншӗн тесен пӗр уйӑх каялла пулса иртнӗ калаҫура Тукайпа Чураппа ӑна хӗрне качча пама хирӗҫ марри ҫинчен систернӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех