Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрӳшне (тĕпĕ: кӗрӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн ӑнман кӗрӳшне ҫавӑнтах вӗлерме хатӗрччӗ, йышӑнма йывӑр йӑнӑша, анчах, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук тенӗ евӗр, тӗрӗс япалана йышӑнасах пулать: Кӗрккене, хӑйӗн пулас арӑмне, ҫав Али-Акрама парнелени чӑннипех те ухмахла ӗҫ пулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пулас кӗрӳшне вӑл нихӑш енчен те хурлама пултараймарӗ: хитре, тӗреклӗ, пуян, калаҫнинчен пӑхсан ухмах та мар.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан юнашарти Кив Тукайран хӑйӗн кӗрӳшне Магмет Беззубова тата Нухрата чӗнтерчӗ, тӗкӗрҫӗсене темиҫе киле вырнаҫтарса апатлантарма, лашасене ӑшӑ витесене хупса сӗлӗ пама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн кӗрӳшне Магмет Беззубова мӑрса Шупашкар ҫулӗ ҫине кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта мӑрса пӗччен те кайман, хӑйӗн кӗрӳшне — Магмет Беззубова тата темиҫе тӗкӗрҫе илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Курчӗ-и вӑл хӑйӗн хӗрӗпе кӗрӳшне Сӑрьелӗнче, мӗнле хӑна турӗ ӑна Сарыев мӑрса — Тукай кун пирки пӗр сӑмах та шарламарӗ, анчах вӑл хӗрӗ патӗнчен пит салху таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кала эсӗ, — терӗ, — аҫуна, Манса кайтӑр хӑйӗн кӗрӳшне.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кусем Горбатый кӗрӳшне леҫме килнӗ йӗкӗтсем пулма тивӗҫ, — ӑнлантарчӗ хӑйӗн пуҫлӑхне пӗр ватӑрах дружинникӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗ сывӑ маррине пӗлсе, кӗрӳшне пытарма пыма ӑна чӗнмен Марье.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ваҫлей кӗрӳшне Мускава ҫӑмарта сутма икӗ хутчен яма тивнӗ (халиччен вӑл ӗҫпе хӑй ҫӳренӗ пулнӑ), анчах иккӗшӗнче те пайти юлман — «хакӗ ӳкнӗ», тет, иккен Мускавра.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тек памастӑп, кирек мӗнле пулсан та! — ҫилленсех каланӑ Эльгеев вӑйсӑрланнӑ кӗрӳшне, анчах, хӑйӗн юратнӑ хӗрне хӗрхенсе, ҫӗр тенкӗлӗх хут укҫа тыттарса хӑварнӑ ҫапах.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ачине юратакан е кӗрӳшне хисеплекен ашшӗ тунӑ йӑнӑша тупса палӑртасси, паллах, ним те мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Питӗ савӑк иккӗшӗ те, — Аня хӗрӗпе пулас кӗрӳшне чӳречерен курнӑ хыҫҫӑн кӗтсе илме урама тухрӗ.

Оба очень веселые, — Аня, увидев в окно дочь и будущего зятя, вышла их встречать на улицу.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

(вӑл пиншак кӗсъинчен хут татки кӑларса ӑна сулкаларӗ) — председатель Гнилорыбова, вӑл хӑй патша полицинче пулнине пытарнӑшӑн, тата унӑн кӗрӳшне, дьякона, арестлетпӗр, вӗсене революци сучӗ умне тӑрататпӑр…

(выдернул из пиджачного кармана, помахал бумажкой) председателя Гнилорыбова, как скрывшего свою принадлежность к царской полиции, и зятя его, дьякона, — арестуем, и они будут преданы революционному суду…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кутузова амантнӑ, ялав йӑтса хӑйпе юнашарах пыракан кӗрӳшне, Тизенгаузена вӗлернӗ.

Сам он был ранен, рядом с ним убили мужа его дочери Тизенгаузена, бросившегося со знаменем вперед.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Нихҫан та тӑнне ҫухатманскер, вӑл вилнӗ чух та хӑйӗн йӑлине пӑрахман, — ывӑлне, хӗрне тата кӗрӳшне чӗнсе илсе, ҫапла каланӑ:

Умирая в полном сознании, он остался верен себе и за несколько часов до смерти говорил сыну, дочери и зятю:

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Малтан вӑл вице-губернатор кӗрӳшне хӗнесе тӑкнӑ.

Сначала избил в клубе зятя вице-губернатора.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑраса ӳкнӗ хуньӑшӗ, тӗрлӗрен инкексенчен хӑтӑлас тесе, кӗрӳшне ҫийӗнчен тата укҫа панӑ.

Перепугавшийся тесть, чтобы избежать неприятностей, откупился.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӗрӳшне, кирек кам ывӑлӗ пултӑр та — пурпӗрех киле кӗртет.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шыв кӗрӳшне пӗр-пӗр авланман ҫынна тӑваҫҫӗ, ачам.

В женихи воде брали неженатого парня, браток.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех