Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картине (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урам вӑййисенчен час таврӑнман пуль, — тесе пиччӗшӗ пӳрне вӗҫҫӗн утса кил картине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Таҫта ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ каччӑсене хуса ячӗҫ те вӑйӑ картине унчченхи лӑпкӑлӑх таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Уйӑхлӑ лӑпкӑ каҫсенче ҫырана тухса вӑйӑ картине тӑраҫҫӗ-ха, ялти ҫамрӑксем пекех юрӑсем юрласа ташласа та илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Енчен те эсӗ тӳпери пӗр-пӗр ҫӑлтӑр ҫинче ҫитӗнекен чечеке юрататӑн пулсан, лӑпкӑ каҫ ҫӑлтӑрсен картине сӑнаса киленесси саншӑн пысӑк телей.

Если любишь цветок, что растет где-то на далекой звезде, хорошо ночью глядеть в небо.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Туристсем артистсемпе пӗрле вӑйӑ картине тӑрса ташларӗҫ, унтан Вероника Иванова тӗрӗ ӑсти хатӗрленӗ куравпа паллашрӗҫ, асӑнмалӑх парнесем туянчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑкӑр кӗперӗпе Китайран килнӗ туристсем паллашнӑ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%bca%d0 ... bc-%d0%bf/

Часах Софроновпа Якур та хӗрсен картине кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунта Пенза тата Саратов тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑна-артистсемпе вырӑнти талантсем пӗрле уяв концерчӗ йӗркелерӗҫ, ташӑ картине тӑрса ташларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑмсемпе аллисене хуткупӑс тытнӑ арҫынсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх класӗ иртрӗ // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d3%91%d1%8 ... %80%d3%97/

Кил картине кӗмелли алӑка аран шыраса тупса вӑйпах туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

… Уласа ячӗ ҫӗрлене кил картине хупӑнса юлнӑ йытӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Мартин картине илсе пӑрахса, ун пахчи вырӑнне тӗпсакай пекки чаврӗҫ, цементласа чул никӗс хыврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Пӗлтӗр эп чавнӑ йӑрансене иккӗшне те хӑй картине хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Авланнӑ хыҫҫӑнхи ҫуркунне Мартин пахчине пуринчен малтан тухрӗ, картине — тислӗк кӗртме хӑрах енчен пӗр тӑрӑх уҫнӑскерне — тӑратса лартма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Сума суса чӗнмесӗр вӑйӑ картине тухманччӗ-ха Павӑл, ӳлӗм те тухмӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Картине кӗчӗ — ҫитет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӗлӗк-авал пӗр этем униче картине сӳтсе кӗчӗ, тет те, ҫав карта хӑмипе хӑйӗн пахчи картине ҫӗнетсе хучӗ, тет, — каллех таҫтан аякран пуҫларӗ вӑл калас шухӑшне калама.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эрешмен картине лекнисен пурин те ҫав ҫылӑхлӑ йывӑр сереперен хӑтӑлас килет пуль, анчах ниепле те вӑй ҫитереймеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен ӑш-чикӗнче кашнийӗнех ӳпке-пӗвер тата ытти ӑпӑр-тапӑр кӑна, чун тени вара ҫук.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урӑлсах ҫитейменскер тайкалана-тайкалана кил картине васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хула ҫынни кил картине кӗнӗ-кӗмен Сулагаев хапха алӑкне хупрӗ, шӑнкӑрт кӑна сӑлӑп хучӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Пирӗн кил картине самолет е вертолет ҫинчен парашютпа сикмелле, урӑх майпа лекме ҫук.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех