Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кантӑкран (тĕпĕ: кантӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
… Санчасть умӗнче ҫынсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, кантӑкран пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл трубкӑна ҫӳхе кантӑкран тунӑ пекех ҫав тери асӑрханса хурать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Декорацисене ытларах тимӗрпе кантӑкран ӑсталанӑ», — хыпарланӑ театрта.

Декорации в большей степени созданы из металла и стекла»,— сообщили в театре.

Тургеневӑн хайлавӗ тӑрӑх премьера кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36123.html

Кантӑкран пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кабинӑна шӑнӑҫмасть вӑл, уҫӑ кантӑкран урама вирхӗнет.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Халӗ вара кантӑкран тӳррӗн сӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӑшт лӑпланнӑ пек пулсанах ҫӗнӗрен вӗрӗлтерет ҫав ыратӑва е алла-аллӑн пыракан пӗр-пӗр мӑшӑр кантӑкран вӗлтлетни, е каҫхипе ҫывӑх кӗтесре икӗ мӗлке ҫыпҫӑнса тӑни, е тата ҫӗр варринче кӳршӗ алӑкне такам хӑйи-хӑйми силлени.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑшт уҫӑ кантӑкран пушшех хытӑ пырса ҫапрӗ ҫак ҫӗмӗрлӳ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вӑл тенкел ҫине йывӑррӑн кайса ларчӗ, пӗр минут ҫурӑ сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан ури ҫине тӑчӗ те вашлаттарса утса пычӗ регистратура кантӑкӗ патне, ӑна хыттӑн шаккарӗ; уҫӑлнӑ кантӑкран хаяр сӑн-пит курӑнсан, вӑл регистратор умне хӑйӗн паспорчӗпе депутат кӗнекине кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вӑл урапа ҫинче тутӑр вӗҫтерсе ларса кайнине сак ҫинче тӑрса кантӑкран пӑхса юлтӑмӑр, - ашшӗне аса илнӗ чухне самаях чунӗ хурланчӗ ватӑн.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Пичӗ курӑнмасть унӑн: ман енне тӳртӗн тӑнӑ та вӑл кантӑкран пӑхса пырать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тепӗр чухне кантӑкран шаккатчӗ те аннене: «Лисук инке, шыв ӗҫтер-ха», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ой, Маша пире кантӑкран аллипе сулчӗ.

Ой, Маша нам из окна машет.

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

Кантӑкран сада пӑхать хӗр Хӗпӗртӳллӗ куҫсемпе, Тутисем ҫавах кулаҫҫӗ Сар пикенӗн хӗвел пек, Ун умне садран тухать пӗр Ҫап-ҫут ҫирӗп яш ача.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Анчах кантӑкран тухса тарма ҫук, ҫӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк кантӑкран пӑхрӗ те унта тӑракана палласа илчӗ — Карлай.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллине ҫӑкӑр тытса пӗр чӑмлам ҫеҫ ҫыртма ӗлкӗрчӗ карчӑк, сасартӑк кантӑкран шаккани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ларакан-тӑракансенчен хӑшӗсем кантӑкран урамалла тинкереҫҫӗ, теприсем пуҫне пӗкнӗ те тӗлӗрнӗ пек тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Вӑл кантӑкран сӑрхӑнса кӗрекен ҫутӑ пайӑрки витӗр ҫирӗп шанчӑкпа малалла, хӗвел еннелле ҫӗкленсе пӑхрӗ.

Взор его уверенно проникал через застекленный глазок, как бы скользя по лучу, пробиравшемуся сюда, все вперед, вперед, к самому источнику света.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара (чи хӑрушӑрах самантра кӑна ҫавӑн пек тума палӑртнӑ) хуларан килнӗ юлташсем хыҫалти кантӑкран тухса шӑвӑнаҫҫӗ.

Тогда (это предполагалось лишь как крайность) товарищи из города выпрыгнут через заднее окно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех