Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канашсем (тĕпĕ: канаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла, Александр Григорьевичӑн аса илмелли те, ҫитӗнсе пыракан ӑрушӑн усӑллӑ канашсем те сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Коллектив ӑна вӑхӑтра канашсем парса пулӑшман пулсан, темӗнле пулатчӗ-ха Андрейӑн шӑпи.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫав ҫырусемпе Н. К. Крупская Тӗп Комитет решенийӗсене, Ленин кӑтартӑвӗсене пӗлтерсе тӑнӑ, вӑл е ку ӗҫ пирки мӗнле пулмалли ҫинчен канашсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

«Канашсем» ентешлӗх хӑйсен ентешӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсен пуххине кун ҫути кӑтартасшӑн.

Землячество «Канашсем» намерено опубликовать сборник стихов о своем земляке.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33910.html

«Канашсем» ентешлӗх Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухать.

Землячество «Канашсем» объявило о приеме стихов о Михаиле Сеспеле.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33910.html

Пӗрре итлерӗҫ ӑна, тепре итлерӗҫ — ӑслӑ калаҫать, кирлӗ канашсем парать.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Старик кӗрешекенсем тавра пӗчӗк ача евӗр хыпӑнса чупкаласа ҫӳрерӗ, вӗсен йӑнӑшӗсене курса, канашсем пачӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Канашсем парать апла?

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мана вӑл час-часах канашсем парать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Сарапай» тулли мар яваплӑ обществӑн руководителӗ Анатолий Витальевич Ульянов, «Шигали» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн руководителӗ Владимир Яковлевич Иваншкин хуть те мӗнле ыйтупа пырсан та яланах ырӑ канашсем параҫҫӗ, ӗҫпе те пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022

Института кашни ӗҫпе килекене хапӑл туса кӗтсе илмелле, май килнӗ таран пулӑшмалла, пит кирлӗ кӗнекисене тупса памалла, архив материалӗсемпе паллаштармалла, хаклав-рецензисем ҫырмалла, ырӑ канашсем сӗнсе хавхалантарма пӗлмелле…

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Вӗрентет мӑрсасене, хӑйне манса кайнӑшӑн вӑрҫать, Сафа-Гирее Хусантан хӑваласа яма канашсем парать, ӑна хӑваласа ярасси никамран та мар, Тукайпа Сарыевран килет тейӗн ҫав!

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Канашсем илемлӗ концерт программи хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Эстафетӑна канашсем пуҫларӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%8d%d1% ... 0%d1%80ec/

Килнӗ хӑнасем вӗренекенсене питех те кирлӗ канашсем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Артемьевпа тӗлпулу иртрӗ // Лидия Антонова. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d1%8e%d1% ... 82%d1%80e/

Ухмансене ҫак паллӑ пулӑмпа «Канашсем» ентешлӗх ертӳҫи Юрий Тарасов, Лидия Филиппова поэтесса, журналист-публицист тата Анатолий Кибеч ҫыравҫӑ саламларӗҫ, асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнелнӗ клуб хӑнасене йышӑнчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d0%bd%d ... bd%d1%87e/

Канашсем вара Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи ӗҫтешӗсене «Улах таврашӗ» уявпа тӗлӗнтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри литература ҫул ҫӳревӗ // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%87a%d0 ... b5%d0%b2e/

Ыйтман канашсем хӑрушӑ пулма пултараҫҫӗ.

Поскольку непрошеные советы будут опасными.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ туссемпе тӑвансене сирӗн канашсем кирлӗ.

Сейчас в ваших советах и участии будут нуждаться друзья или родственники.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Манӑн канашсем сире усӑ кӳреймӗҫ.

Мои советы будут вам бесполезны.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Унпа калаҫсан Аня хӑйне ҫӑмӑллӑн туять, вӑл яланах кирлӗ канашсем пама пӗлет, чӗрери темӗнле тунсӑха та сирсе яма ӑста.

Поговорив с ним, Аня чувствует себя легко, он всегда умеет давать нужные советы и умеет снять любую грусть от сердца.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех