Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канаша (тĕпĕ: канаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ Канаша каясшӑнччӗ, мӗншӗн тесен Канашра пурӑнатӑп, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Татах упӑшкине тӗмсӗлсе пӑхса тӑркаларӗ, унтан, халсӑррӑн кӗвентеленсе, ӑна тутипе ҫамкинчен ҫемҫен, вӑрӑммӑн тӗкӗнсе илчӗ, вара, чӑматанне йӑтса, васкамасӑр, куҫҫульне пӗчӗк тутӑрпа типӗткелесе, тӑн-тан юхӑнса килхушшине, унтан, тӗнкӗлтеткелесе, урама тухрӗ те укӑлча патнелле, Шӑмӑршӑпа Канаша ҫыхӑнтаракан мӑн ҫул еннелле сӗнкрӗ…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӗҫех эпир, шеллӗ куҫҫульпе ҫӑвӑнакан, сывӑ юлма, ҫӗнтерсе таврӑнма пил паракан тӑвансемпе, ял-йышпа хурлӑ тутӑр сулкаласа сывпуллашса, Канаша ҫитрӗмӗр те, пуйӑс ҫине тиенсе, Ленинграда ӑсантӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Нумай ҫул районти ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен канашне ертсе пынӑ хастара хальхи вӑхӑтра вырӑнти канаша ертсе пыракан Людмила Зайцева та саламларӗ, Чӑваш Республикинчи Ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен канашӗн Хисеп хучӗпе тата парнепе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Хурамалтан Канаша аллӑ ҫухрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Канаша кайма хатӗрленнӗ чух каллех ҫумӑр ҫума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пӗри ялхуҫалӑх министерствинчен кукуруза вӑрри Канаша ҫитни ҫинчен хыпарлать, республикӑра тухакан хаҫат редакцийӗнчен икӗ жалоба ярса панӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пӗррехинче Канаша ӑратлӑ такасем илме кайса килтӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Арҫын ачасем ҫеҫ хӑшӗ Канаша, хӑшӗ Ҫӗрпӗве, теприсем тата Шупашкара та тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ахальтен мар-тӑр обществӑн асӑннӑ организацийӗн пуҫлӑхне Ольга Зайцевӑна ЧР Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин Пациентсен правине сыхлас енӗпе ӗҫлекен канаша ертсе пыма шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

— Эсир мана Канаша ҫитиччен илсе каятӑр-и? — ыйтатӑп «васкавлӑ пулӑшу» майринчен.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Каялла Чӑваш Ен тӗп хулинчен поезд 7 сехет те 16 минутра тухать, Калиновкӑра 9 сехет те 15 минутра чарӑнать, Канаша 9 сехет 49 минутра ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/

Автобус Тӗнеялӗнчен Канаша кайма тухнӑ.

Автобус выехал из Тенеево в сторону Канаша.

Автобус ҫаврӑнса ӳкнӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32678.html

Аслисем е тус каланӑ канаша шута илни пӑсмӗ.

Не лишним будет принять к сведению совет от старшего поколения или подруги.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эльгеевпа Визгин тепӗр куннех Канаша тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Камсене пуҫтараҫҫӗ ҫав канаша?

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Тен, вӑл ҫитӗ Канаша?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чугун ҫул ҫине тухса, пуйӑспа Канаша, Волков Мӗтри патне каяс — разъездсенче е станцире тытма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла килӗшсен, вӗсем те отряд хыҫҫӑн тухрӗҫ, ӑна хӑваласа ҫитсе, икӗ милиционера утара каялла ячӗҫ, виҫҫӗшне ҫывӑхри разъездранах Канаша кайма каласа хӑварчӗҫ, вара — ыттисенчен иртсе, Йӗпреҫелле пултарнӑ таран хӑвӑрт вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эппин, Тарас Дементьевич, эсӗ халех, разъездранах Канаша икӗ ҫын яр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех