Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӳҫҫи сăмах пирĕн базăра пур.
йӳҫҫи (тĕпĕ: йӳҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӳҫҫи тутли вырӑнне юрать, уйрӑмӑнах шӑрӑх кунсенче аван.

Кислое заменяет сладкое и очень даже хорошо в жаркие дни.

II // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Унӑн пичӗ лӗнчӗркесе шурӑхнӑ, куҫӗсем ӗшенчӗклӗн пӑхаҫҫӗ, сӗткенне вӑхӑтсӑр сӑрӑхтарма пуҫланӑран сарӑлса кайнӑ сӑрланчӑк тути хӗррипе пурнӑҫ йӳҫҫи тӗрленӗ хурлӑхлӑ йӗрсем выртнӑ.

На увядшем лице ее — усталые глаза, горечь в углах накрашенных, удлиненных преждевременной зрелостью губ.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темӗнле калаҫсан та, темӗнле шухӑшласан та Раҫҫейре хресченпе ӗҫчен казак пурнӑҫӗнчен йӳҫҫи урӑх ҫук.

И как ни говори, как ни рассуждай, а получается, что нет жизни на Руси горше, чем жизнь крестьянина и казака-труженика.

«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Снаряд блиндаж кӗтессине лекрӗ, накатникӑн ҫиелти пӗренисене ывӑткаласа пӗтерчӗ, аялти ретсенчен пӗрине вара нар патне ҫитиех антарса лартрӗ, кӗтесри шӑтӑк витӗр хӑмӑр пӗлӗт татки курӑнса кайрӗ, блиндажа сивӗпе тӗтӗм йӳҫҫи кӗрсе тулчӗ.

Снаряд врезался в угол блиндажа, раскидал верхний ряд бревен накатника, а одно, из нижнего ряда, осадил почти до нар; из угла, где показался серый клок неба, потянуло стужей и горечью дыма.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хасан-ага эрех ӗҫсен паттӑрланать: йӳҫҫи унӑн чӗрине хаярлатать, хурахла юнне вӗреттерет.

Хасан-ага храбрел от вина: хмель ожесточал его сердце и разжигал разбойничью кровь.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑн чухне тин ун карӑнчӑк ҫунатлӑ хура сӑмси шӑтӑкӗсене тутлӑ шӑршӑ пырса капланать: ку вӑл хайхи кайӑксен ӑшӑ тислӗкӗн йӳҫҫи тата вӗсен тӗк-мамӑкӗн пӗр ҫӗре пӗрлешнӗ ик тӗрлӗ шӑрши.

И только тогда в крылатые черные ноздри его хлынет обжигающая нюх пахучая струя: терпкая кислота свежего птичьего помета и сдвоенный запах пера.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӑварӗнче унӑн килте лартса тунӑ табак йӳҫҫи, пуҫӗ — тараса пуканӗ пекех йывӑр, нумай туртнипе ӑшӗ пӑтранать…

Во рту у него горько от табаку-самосаду, голова — как гиря, от курева тошнит…

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пылакки стаканӗ пӗр пус, йӳҫҫи — икӗ стаканӗ пӗр пус.

Сладкий копейка кружка, кислый — на копейку две.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

7. Тутӑ ҫын пыл карасне те таптать, выҫӑ ҫынна вара йӳҫҫи те пылаккӑн туйӑнать.

7. Сытая душа попирает и сот, а голодной душе все горькое сладко.

Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ку вӑл питӗ усӑллӑ, уйрӑмах ҫак йӳҫҫи, померанцевӑй.

Это очень полезно, особенно вот этой, горькой померанцевой.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех