Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

испанилле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Жак Паганель испанилле калаҫни

Испанский язык Жака Паганеля

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла ырӑ вӑхӑтсем килессе кӗтсе, Паганель хӑйӗн пырне те хӗрхенмесӗр, испанилле сӑмахсене калама пӗлес йывӑрлӑха ҫӗнтерсе илесшӗн ҫул тӑрӑшшӗпех тертленсе пырать, ҫавӑнпа пӗрлех географиллӗ сӑнавсене тума та манса каямасть.

И в ожидании лучших времён Паганель дорогой, не щадя глотки, старался справиться с трудностями испанского произношения, не забывая при этом делать и географические наблюдения.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑн пек шывсене вӑл картта ҫине ӳкерсе пырать, тин ҫеҫ испанилле шухӑшласа кӑларнӑ сӑмахсемлӗ ячӗсене ӑнланмалла ҫырса илет.

Он отмечал их на карте и тщательно выписывал только что придуманные пышные испанские названия.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель ним тума пӗлмест: туземецсем вӑл каланӑ сӑмахсене пӗрне те ӑнланмаҫҫӗ; вӗсем пурте Магеллан проливне ҫитичченех сарӑлнӑ арауканецсен чӗлхипе ҫеҫ калаҫаҫҫӗ, ҫавӑнпа та кунти вырӑнсенче, калас пулать, еврейсен тахҫанхи чӗлхи пекех, Паганелӗн испанилле чӗлхи те усӑсӑр.

Паганель был в отчаянии: туземцы не понимали ни слова из того, что он говорил; но так как они говорили только на арауканском языке, распространённом повсеместно до самого Магелланова пролива, то испанский язык Паганеля оказался здесь в такой же мере бесполезным, как, скажем, древнееврейский.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑрӑшакан географ хӑйне хӑех испанилле ыйтусем парса, ответне те ҫав чӗлхепех ответлесе калаҫса пырать.

Прилежный географ сам себе задавал вслух вопросы по-испански и отвечал на них на том же языке.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та отряд начальникне, Гленарвана тӗрлӗрен хушусем парса пыма нумай ҫӑмӑл пулчӗ, мӗншӗн тесен Паганелӗн испанилле чӗлхи кунти ҫынсемшӗн халь те ӑнланмалла пулса ҫитмен-ха.

Это значительно облегчало начальнику отряда, Гленарвану, возможность отдавать всякого рода распоряжения, так как испанский язык Паганеля пока ещё оставался не понятным туземцам.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— «Патагонец» тени — испанилле «пысӑк ураллӑ» тени пулать.

— Надо полагать, что имя «патагонец», по-испански означающее «большеногий».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чили ҫыранӗсем ҫинче испанилле пӗлмесен ним тума та ҫук.

А между тем на чилийском побережье без испанского языка нельзя было обойтись.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганелӗн телей те пур ҫав, ӑна капитан помощникӗн сунтӑхӗнче кӑштах ҫуркаланса пӗтнӗ кӗнекесем тупма тӗл килчӗ, вӗсенчен пӗри испанилле, вӑл вара Испани чӗлхине вӗренме шухӑш тытрӗ.

Паганелю посчастливилось найти в сундуке у помощника капитана несколько разрозненных книг, в том числе одну испанскую, и он решил изучать испанский язык.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Госпитальте дежурнӑй пулнӑ хыҫҫӑн пӗр вунӑ минутлӑха ҫывӑрса кайнӑ та тӗлӗк курнӑ, кантӑк умне ларса испанилле калаҫма вӗренетӗп пек.

Я уснула в госпитале после дежурства, на десять минут, и мне приснилось, что я сижу у окна и занимаюсь испанским.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тав тӑватпӑр та эпир, Саня испанилле: — Salud — тет, — «пурнӑҫалла ҫулҫӳресси» пуҫланчӗ кӑна-ха, тейӗпӗр.

Мы чокаемся, и Саня говорит по-испански: — Salud!.. Будем считать, что «путешествие в жизнь» ещё только началось, — говорит он.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пек испанилле сӑмахсемпе сӳпӗлтетме пӗлетӗп те, тӗттӗмре вӗсем ӑнсӑртран янранӑ пек, темӗнле илтӗнеҫҫӗ пулмалла, мӗншӗн тесен «наукӑллӑ няня» эпӗ аташатӑп пуль тесе, ман ҫине шӑппӑн хӗрес хывать…

Я бормочу эти испанские фразы, и, должно быть, дико, странно звучат они в темноте, потому что «научная няня», думая, что я брежу, встаёт и тихо крестит меня…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех