Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемлетсе (тĕпĕ: илемлет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑшт кӑвакрах тӗс панӑ шӑвӑҫ ҫине хура та хӗрлӗ сӑрӑпа илемлетсе ҫырнӑскерсем аякранах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗнӗ хӳме ҫывӑхӗнче кӗмӗл алкаллӑ хӗр ятарлӑ вырӑна пысӑк саспаллисемпе илемлетсе ҫырнӑ «Юлташсем, кашни харпӑр хӑй ӗҫ вырӑнӗнче асӑрхануллӑ пулӑр, йӗркене ан пӑсӑр!» чӗнӳллӗ-хушуллӑ плакат ҫакать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра, тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех ҫӗр питне симӗс тумпа илемлетсе, ҫут тӗнчене сиплӗх кӳрсе этемлӗхе савӑнтарса кашлать вӑрман…

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫ тусан, япалана илемлетсе ҫитерсен чун савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ, пӗккине, туртисене тӗрлӗ тӗслӗ лентӑсемне илемлетсе пӗтернӗ, шӑнкӑрав ҫакнӑ лав килни курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав саппун унӑн шӑм-шаккине уйрӑмах илемлетсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑн пекех вӑл чӑваш вырсарни шкулне парне туса 30 ытла хӗр ачапа арҫын ача тумӗ ҫӗлесе тата илемлетсе, тухьясем хатӗрлесе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Вера Михайловна ТАРАСОВА // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... va-3419490

Рамкӑсене вырнаҫтарнӑ тӗрӗллӗ ӳкерчӗксем ҫурта ҫутатса, илемлетсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Проектпа килӗшӳллӗн ҫитес ҫулта унта пысӑк ӗҫсем туса ирттерме палӑртаҫҫӗ, бордюрсем хурса тротуарсене брусчатка сарма, йӗр-тавралла илемлетсе чечексем валли ятарлӑ лапамсем йӗркелеме, ҫутӑ ламписем, канма саксем вырнаҫтарма, ташӑ валли ятарлӑ лапам, пысӑк сцена тума шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Амӑшӗ пуҫне усса, сассӑр ӗсӗклесе, айккине пӑрӑнать те, вилтӑпри патне ял ҫамрӑкӗсем шӑппӑн пырса пуҫ таяҫҫӗ, ӑна тем тӗрлӗ чечекпе илемлетсе хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Куратӑр, епле илемлетсе ячӗҫ вӗсем мана!

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫӗнӗ ҫул елкине те эпир иртнӗ ӗмӗрти 80-90-мӗш ҫулхисем евӗр илемлетсе шкулта пӗрремӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр.

И при украшении новогодней елки мы заняли первое место в школе, украсив ее в стиле 80-90-х годов прошлого века.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Ара, кам сана, ырӑ ҫыннӑм, ҫапла териех илемлетсе пӗтерчӗ?

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тумӗсенченех, илемлетсе пӗтернӗ пушӑт ҫӑпатисенченех палласа илчӗҫ вӗсене — ирҫесем.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аванкай мучи хӑй эштелне питӗ тӑрӑшса, вӗҫӗсене эрешпе илемлетсе тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫын арҫынах ҫав, халтӑрканӑ, кӑмпаланнӑ, «вырӑнпах выртакан» хуҫалӑха часах «ура ҫине тӑратрӗҫ», «ҫӗнӗ кӗпе-йӗм тӑхӑнтартса, тӗкӗ парса», илемлетсе, ял-йыш ӑмсанмалла лата килтерчӗҫ чӗрӗ, курӑмлӑ сӑн-пит пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫакна курсан, Лена кӑкӑрӗнче тутлӑ-тутлӑ кулӑ пӗрӗхесшӗн, капланса, тӑвӑлланса илчӗ, ку шалта тӗпӗртетекен артак, тапса тухса, самантрах хӗрӗн питне-куҫне ҫамрӑклӑх сӗткенӗпе якатса ирхи шуҫӑм шевли сапрӗ, илемлетсе, кӗрен ҫеҫпӗллентерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Маларахри ҫулсенче районти уявра та илемлетсе кӳлнӗ лашасем чылаййӑн тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

Шакӑрчаллӑ ҫунисене те, ут хатӗрӗсене те тӗрлӗ-тӗрлӗ лентӑсемпе, эрешсемпе йӳпсӗнтермеллех илемлетсе, ӗлккенлетсе пӗтернӗ; касса чӗнтӗрленӗ пӗкӗсем айне пӗчӗк йӗс шӑнкӑравсем, пӗкӗсен икӗ енне ҫӳҫеллӗ, ярапаллӑ виҫшер тутӑр ҫакнӑ; ҫунисен ларкӑчисемпе хыҫӗсем ҫине килте тӗртнӗ кавир е кашма сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Авӑ тӳпери ҫӑлтӑрсем те, ӗмӗр-ӗмӗр яшлӑх вучӗпе ҫунаканскерсем, лапсӑркка йывӑҫ айӗнче ыталанса тӑракан ҫамрӑк мӑшӑра пиллесе, аякри асамлӑ ҫутисене вӗсем патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫамрӑклӑхӑн манӑҫми каҫӗсене илемлетсе, пӗр-пӗрин хушшинче ӑмӑртсах куҫ хупмалла выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех