Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни территоринче лару-тӑру ырӑ енне улшӑнса пытӑр тесе, тавралӑх илемленсе ҫынсене хавхалантартӑр тесе, вырӑнти халӑха мӗнпур пек палӑртса хунӑ ӗҫсене хӑйсене явӑҫтарма пикентӗмӗр.
«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar
Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ӗҫтешсене мӗнпур ӗҫе ӑшӑ кӑмӑлпа, яваплӑха туйса пурнӑҫланӑшӑн мухтанӑ, ҫӗршыв кунран-кун вӑй илсе илемленсе пытӑр тесе, вӗсенчен кашни пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar
Юлашки вӑхӑтра Пуканкасси куҫ умӗнчех илемленсе пырать, ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ.
Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n
Вӑл ман пата ҫывхарнӑҫем ҫывхара пуҫларӗ, пит-куҫӗ юмахри пике пит-куҫӗ пек ҫуталса, илемленсе пычӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Шупашкар хули ҫывӑх вӑхӑтра татах та илемленсе кайӗ.
Фонтансем ӗҫлеме тытӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34851.html
— Ҫапла, — терӗ малалла Ефим Егорович, — пирӗн пурнӑҫ кунран-кун илемленсе, пуянланса пырать.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ак, эсирех мӗнлерех ӳссе, илемленсе кайнӑ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кулнӑ чухне Кӗҫтук илемленсе, ҫамрӑкланса каять.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин ҫак илӗртӳллӗ, асамлӑ, ытарайми сасса итленӗҫемӗн хӑйне хӑй ҫунат хушнӑ пек туйрӗ, самантрах салхуллӑ шухӑшӗсене манчӗ, сӑнӗпе ҫуталса, хавасланса, чунӗпе тасалса, илемленсе кайрӗ; унӑн чун хаваслӑхӗ ҫав тери ӳссе ҫӗкленчӗ, куҫӗсенче ырӑ киленӗҫпе юрату куҫҫулӗ йӑлтӑртатса илчӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хӗр сӑнӗ хӗвел пек ҫуталса, илемленсе кайрӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Аля сӑнӗ ҫуталса, илемленсе кайрӗ.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пӗрле хар тӑрса ӗҫлесен, шанатӑп, пуласлӑхра Мемориаллӑ комплекс тата та илемленсе хӑтлӑланса пырасса.
Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor
Музей ҫулсерен илемленсе пырать.
Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor
Кампур хӑвӑрт ӳсет, ӳснӗҫемӗн илемленсе пырать.
Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.
Паян, кӑнтӑрлапа, вӗсем сирӗле пуҫларӗҫ, хӗвел пӑхса ячӗ, кӗрхи ҫутҫанталӑк илемленсе кайрӗ.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗтӗм тӗнче илемленсе, капӑрланса кайнӑн туйӑнатъ ӑна, ҫыннисем пӗринчен пӗри ырӑ пек.Ему весь мир кажется прекрасным, а люди один добрее другого.
Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӑвак хуппи уҫӑлатчӗ вӗт, тӗнче илемленсе каятчӗ.Ведь мне казалось тогда, что от его музыки светлеет небо и все вокруг становится краше.
Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Юри килнӗ, — терӗ лешӗ, питрен тата илемленсе кайса.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак икӗ ҫул хушшинче пушшех якалса, илемленсе кайрӗ Нухрат.
15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӗн каласси пур, Нухрат юлашки вӑхӑтра пиҫнӗ ҫырла пек илемленсе ҫитрӗ.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.