Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

жандарма (тĕпĕ: жандарм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫавӑ, господин, — терӗ те кмет, кинжалне жандарма тавӑрса пачӗ, тата хӑрушӑрах сӑмахне вулассинчен хӑтӑлнӑшӑн турра тем пек хӑй ӑшӑнче тав турӗ.

— Да, господин, — и староста вернул ему кинжал, мысленно благодаря святую троицу, что удалось умолчать о других страшных словах, выцарапанных на клинке.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав жандарма Манол мучи ывӑлӗ пенӗ пулинех тесе шухӑшлатчӗ-ха вӑл, тинех ун ӑшӗ вӑркама чарӑнчӗ.

Он был уверен, что в полицейского стрелял сын деда Манола, и только сейчас перестал беспокоиться.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пирӗн бей ҫав ӗҫе тӗплӗн пӑхса тухнӑ пек туйӑнчӗ мана, вара хӑех тавҫӑрса илнӗ-ши е кам та пулин ӑна ӑс панӑ пуль, ӗнтӗ кирек мӗнле пулсан та, жандарма персе амантнӑ пирки мана айӑпламалла мар тунӑ иккен.

Как я понял, наш бей тщательно расследовал дело, — уж не знаю, сам ли догадался или кто его надоумил, но, так или иначе, он написал, что не считает меня виновным в ранении полицейского.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑна тата вӑл жандарма пенӗ тесе те айӑплаҫҫӗ иккен-ха, эпӗ револьвере сӗртӗнсе те пӑхмарӑм.

Мало того, его еще обвинили в том, что он стрелял в полицейского, а я даже не дотрагивался до револьвера!

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак элеке илтнипе аптранӑ тухтӑр жандарма шӑтарас пек пӑхрӗ.

Доктор смотрел на полицейского, ошеломленный.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ Варшавӑра чухне тата арҫын прогимназинче чух тискер сӑмахсене илтсенех урамалла чӳречерен пӑхаттӑм, вара жандарма курсанах: «кил-ха кунталла, кавалер», теттӗм те, — мӗн илтнине-курнине ӑна каласа параттӑм.

Бывало, в Варшаве или когда в швейцарах был в мужской классической прогимназии, то как заслышу какие неподходящие слова, то гляжу на улицу, не видать ли жандарма: «Поди, говорю, сюда, кавалер», — и всё ему докладываю.

Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.

— Калӑр-ха, тархасшӑн, кунти почта лашисене ӑҫта тупма пултарӑп эп? — ыйтнӑ землемер, станцири жандарма тӗл пулса.

— Скажите, пожалуйста, где я могу найти здесь почтовых лошадей? — обратился землемер к станционному жандарму.

Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех