Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шкулӑн ҫамрӑк хурӑнӗсем ҫинче вӗлтӗркке те ачаш ҫулҫӑсем тухнӑ.На школьных молодых березах появилась легкая и нежная листва.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Лаши, йӑлтӑрккарах кӑвак сӑмси ҫинчен шыв пӗрчисене тумлатса, тутине мӗкӗлтеттерсе кавлет, йӗнер ҫинчен анса тӑнӑ ача хӑйне валли выляса йӑпанмалли ӗҫ те тупнӑ: типӗ тӑм муклашкисене пӗвене ывӑтать те шыв ҫийӗн вӗлтӗркке хумсем ҫавракан-ҫавракан ункӑланса сарӑлнине сӑнаса пӑхать.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫамки ҫине ун-кун сапаланнӑ вӗлтӗркке ҫӳҫлӗ хӗр, пальти тӳмисене вӗҫертсе янӑскер, чарӑнса тӑчӗ, куҫне хӗскеле-хӗскеле тӳпере тӑрие шырарӗ, темшӗн кулса илчӗ, вара ҫапла каҫӑрӑлса тӑнипех хытса кайрӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пӑхатӑп Дон ҫинелле — ун тӑрӑх вӗлтӗркке вӗтӗ хумсем чупаҫҫӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл шӑнса хытнӑ кӑҫаттисемпе шакӑртаттарса кӗчӗ, васкамасӑр шарфне салтрӗ, вӗлтӗркке кӑвак сухалӗ ҫинчен пӑр татӑкӗсене ерипен хӑйпӑтса илчӗ.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Юнашар пӳлӗмрен Иннокентин ҫутӑпа вӑраннӑ ҫӳлӗ пӳллӗ, шӑмламас, пысӑк куҫлӑ йӑмӑкӗ чупса тухрӗ, — ун вӗлтӗркке ҫивӗчӗсем кӑвак халат ҫийӗн сапаланса кайнӑ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗлтӗркке юр ҫӑвать, клуб патӗнче ҫаплах колхозниксем кӗпӗрленсе, шавласа тӑраҫҫӗ-ха, таҫта, Черемшанкӑн тепӗр вӗҫӗнче, кӑшкӑрса юрӑ юрлани, сивӗре купӑс сасси хӑйӑлтатни илтӗнет.
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тӑнлавсем тӗлӗнче кӑшт лапчӑк тата сылтӑм хулпуҫҫи еннелле чалӑшнӑ пуҫӗ ҫинче вӗлтӗркке ҫивӗтсем тӑратса тӑнӑ.На чуть сплюснутой с боков, скошенной к правому плечу голове торчали жидкие косички.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫаранлӑх вӗлтӗркке симӗс хумсемпе витӗннӗ.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шыв ҫинче вӗлтӗркке хӳмсемпе чӳхенекен уйӑх ҫутин сарӑрах симӗс йӗрӗ йӑрӑмланса выртать.На воде лежала волнующаяся рябью зеленоватая стежка лунного света.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗлтӗркке ҫулҫӑсем хуллен вӑштӑртатса ҫӗр ҫине ӳкнӗрен тип ҫырма тӑрӑх сарӑ ҫил-тӑман вӗҫтернӗ пек туйӑнать.По балке желтая порошила метель: листья с шепотом ложились на землю.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Атарщиков тарлӑ ҫамкине тутӑрӗпе шӑлчӗ; ӗшенчӗклӗн усӑннӑ куҫӗсене мӑчлаттарса, сӗтел ури ҫинче хӗвел шевлисен вӗлтӗркке ҫупкӑмӗ черченкӗллӗн сиккелесе чӗтреннине сӑнарӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳлте, ҫумӑр пӗлӗчӗсем ишсе ҫӳренӗ ҫӗрте, ҫил тачка пӗлӗтсене майӗпен ҫеҫ тӗрткелесе хӗвеланӑҫне хӑвалать; хутор таврашӗнче, Дон шывӗн тӗксӗм симӗс тӳремлӗхӗпе ҫаралса юлнӑ вӑрмансем ҫинче вара вӑл ҫӳҫепе тирек йывӑҫҫисен тӑррисене ава-ава каять, Дон шарлакне айӑн-ҫийен ҫавӑрттарса пӑтратать, хутор урамӗсем тӑрӑх сарӑхнӑ ҫулҫӑсен вӗлтӗркке кӗтӗвӗсене хӑвалать.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗвелтухӑҫнелле — анкартисен хӗрлӗ кӑчкӑ хӑвинчен авса тытнӑ картисем хыҫӗнче — Гетман шляхӗ, пӑт-пат армути тӗмӗсем, ут чӗрнисемпе таптанса пӗтнӗ хӑрма пӗлмен ҫулкурӑкӗ, ҫул юппинче пӗчӗк часовня; ун хыҫӗнче вӗлтӗркке ӑршапа туртӑнса тӑракан ҫеҫенхир.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫыннисем те, малтан ҫав шава хӑйсем пуҫарса янӑскерсем, кулӑшла та мӗскӗн: вӗсем тусанлӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк, вӗлтӗркке, — вӗсен хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫинче выртакан йывӑр тавар айӗнче ӳпӗннӗ кӗлеткисем, шӑрӑхпа шӑв-шавра, пӗлӗт пек тусан ӑшӗнче унталла та кунталла васкаса чупса ҫӳреҫҫӗ; вӗсем, таврари хӑйсене хупласа тӑракан темӗн ҫӳлӗш тимӗрсемпе, тавар куписемпе, кӗмсӗртетекен вагонсемпе, хӑйсем тунӑ япаласемпе танлаштарсан, пӗтӗмпех ҫухалса каяҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӗлтӗркке ҫакӑ начар хӳтлӗх ҫав, ҫавӑнпа электричество хӗмӗ манӑн алӑран ун аллине куҫрӗ; юрату пурте ҫапла пуҫланать темелле, ҫавӑнпа эпир час-часах ултава та кӗретпӗр — хӗрарӑмсем пире хамӑр сывлӑхшӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ тесе; паллах ӗнтӗ, ҫав енсем пире таса вут-хӗм йышӑнмашкӑн унӑн чӗрине ҫавӑраҫҫӗ, хатӗрлентереҫҫӗ, тейӗпӗр, ҫапах та, ӗҫӗ пӗрремӗш хут сӗртӗнни кӑна татса парать.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
9. Ҫӑмӑлттай арӑмсем! тӑрӑр, манӑн сасса тӑнлӑр; вӗлтӗркке хӗрсем! хӑлхӑра ман сӑмах енне тайӑр!
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Макар шутлани тӗрӗсех пулчӗ: темӗн тӗслӗ, вӗлтӗркке те йӑрӑ чӑхсем хушшинче пысӑк мар, тӗкне ҫӑлса пӗтернӗ, шӑши пек сӑрӑ, кӗлеткесӗр автан, ҫӗлен пулӑ пек, явкаланса ҫӳрет.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1
- 2