Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вӑйӑ (тĕпĕ: вӑйӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллинчи тутӑрне вӗлкӗштерсе, пушмакне пӗр хӗрхенмесӗр урипе темӗнле те ҫавӑркаласа та пӑркаласа тем те пӗр тӑва-тӑва кӑтартать, хӑй хыҫҫӑн туртӑнакан вӑйӑ картине тӗлӗнсе каймалла пӑркалантарать: вӑйӑри ҫынсем пӗрре ҫурма ункӑ туса ҫаврӑнаҫҫӗ, тепре, ҫывӑрма выртнӑ ҫӗлен пек, ҫӑмхаланса пуҫтарӑнаҫҫӗ, е каялла саланса тӑрса тухаҫҫӗ, е тата мӗнле те пулин ӑс-пуҫ ҫавӑрса илмелле мар фигурӑсем тӑваҫҫӗ.

Размахивая платком, он плясал, не жалея подметок, выкидывая разные коленца и заставляя тянувшуюся за ним бесконечно длинную живую цепь изгибаться самым причудливым образом: хоровод то располагался безукоризненно правильным полукругом, то свертывался клубком, как спящий уж, то снова развертывался, вытягиваясь прямой шеренгой или образуя какую-нибудь фантастическую фигуру.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.

Приятные думы, пестро одетые воспоминания, ведут в памяти тихий хоровод; этот хоровод в душе — как белые гребни волн на море, они сверху, а там, в глубине, — спокойно, там тихо плавают светлые и гибкие надежды юности, как серебряные рыбы в морской глубине.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

— Сирӗншӗн вӑйӑ, маншӑн пулсан — вӑйӑран вӑкӑр тухӗ.

— Вам игрушки, а для меня может выйти ерунда окончательная.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав вӑхӑтра Томӑн юлташӗсем ҫӗнӗ вӑйӑ вӗренчӗҫ: кушак виллисене тӗпчесе ҫӳреме тапратрӗҫ, ҫав вӑйӑ кашни хутӗнчех Тома тискер ӗҫ пулса иртни ҫинчен астутарчӗ.

Тому казалось, что его школьные товарищи никогда не перестанут вести судебные следствия над дохлыми кошками и не дадут ему забыть о том, что его мучит.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем вӑйӑ каланӑ чухне хӑвна мӗнлерех тытмаллипе, йӗркине, юрлас вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ, вӑйӑ каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ҫавӑн пекех ЖКХ объекчӗсене, палӑксене юсасси, пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси, кану, ача-пӑча тата вӑйӑ площадкисене хӑтлӑх кӗртесси тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсене юсасси - малта // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51134-culs ... assi-malta

Ҫирӗклӗ ял клубӗнче вӑйӑ кунӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

"Ӗҫе — вӑхӑт, мыскарана — сехет" // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... et-3907874

Вӑйӑ процесӗ – пултарулӑхра кӑмӑл-туйӑма ирӗке ярасси, активлӑ канма тата темӗн чухлӗ ҫутӑ туйӑмсем илме май парасси!

Куҫарса пулӑш

"Ӗҫе — вӑхӑт, мыскарана — сехет" // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... et-3907874

Вӑйӑ Патӑрьелсем ҫӗнтернипе, 9:0 шутпа вӗҫленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Футболистсем – маттурсем // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51028-futb ... -mattursem

Ирхи «Салям» шоу эфирӗнче БСТ каналӗнче хаҫат ҫырӑнакансен хушшинче йӑлана кӗнӗ вӑйӑ пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

"Республика Башкортостан" издательство ҫурчӗн икӗ супер призӗ Аургазӑ районӗнче пурӑнакансене лекнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/novosti/2024-08- ... kn-3884379

Тата «Савӑнӑҫлӑ мечӗк» вӑйӑ программи иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр харӑс, пӗрле! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... le-3888905

Ситекпуҫӗнчи «Экологи сукмакӗпе» Культура ҫурчӗ вӑйӑ программин пӗр саманчӗ чечек лартасси пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Экологи сукмакӗпе // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... pe-3892682

Экстремизмпа терроризм профилактики енӗпе ҫамрӑксен хушшинче ӗҫлекен «Планета ҫинче мир — ачасем телейлӗ» программа шайӗнче, Калинин ял совечӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчӗ А.Д. Зиганшина «Ачасем террора хирӗҫ!» вӑйӑ программи ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Калинин ял Советӗнче экстремизмпа терроризм профилактики енӗпе ачасемпе вӑйӑсем ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... rn-3892671

Мӑнукӗсем тӗрлӗ вӑйӑ выляҫҫӗ, анчах чи юратнӑ вӑййи, шкулла выляни пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекенсен династине малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... at-3895172

Ҫакӑн пек тӗлпулусенче яланах эмоцисем туллиех тата вӗсем май килнӗ таран интереслӗ иртеҫҫӗ, вӑйӑ тематики вара команда ӑс-тӑнне ҫӗклет те ҫӗнтерӳпе хавхалантарать!

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнчи библиотекӑра литература квесчӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3895206

Ӑсчахсем тахҫанах вӑйӑ процесӗ ӑс-хакӑла лайӑхлатнине, вӗренӳ процесне киленӳ хушнине тата ҫын аталантарассине самаях хӑвӑртлатнине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнчи библиотекӑра литература квесчӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3895206

Вӑйӑ программи ачасене ҫул-йӗр правилисене, урамсемпе ҫулсем ҫинче хӑйсене мӗнле тытмалли тӗп правилӑсене ҫирӗплетес тӗллевпе иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри ҫамрӑк гвардеецсем Пӗтӗм тӗнчери светофор кунне халалланӑ вӑйасем ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3876281

Вӑйӑ картине чӑваш тумӗтӑхӑннӑ хӗрарӑмсем тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта // Михаил КУЗНЕЦОВ. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%bd%d3%9 ... %82%d0%b0/

Вӑйӑ картине тӑриччен округ пуҫлӑхӗ Н.Н. Раськин ял халӑхне саламларӗ, ялти хастар ҫынсене: Александр Яковлева, Александр Плеткина, Владимир Краснова Хисеп хучӗ парса чыс турӗ.

Куҫарса пулӑш

Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта // Михаил КУЗНЕЦОВ. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%bd%d3%9 ... %82%d0%b0/

Ҫав вӑхӑтрах хаваслӑ вӑйӑ ачасем хушшинче те иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта // Михаил КУЗНЕЦОВ. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%bd%d3%9 ... %82%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех