Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виллисене (тĕпĕ: вилла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗҫсем ҫак ӗҫшӗн пур тарнӑ салтака та тытса крематорире ҫунтарса яма тӗл тытнӑ, тытса килнӗ салтаксен виллисене шкул картишӗнче шаршанласа шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Каярах, вӑрҫӑ хыҫҫӑн, ҫак ҫуртӑн подвалӗнче нумай салтак, хӗрарӑмсемпе ачасен виллисене тупнӑ (хӑш-пӗр офицерсен ҫемьисем ҫак ҫуртра пурӑннӑ).

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Михаил кунӗнчен тытӑнса юханшыв пӑрӗ ҫинче хаяр ҫапӑҫусем пуҫланса каяҫҫӗ, ҫав ҫапӑҫусем вара хӗл каҫах, ҫӑварни эрничченех пыраҫҫӗ, анчах та, слободарисен питех те паллӑ боецсем нумай пулсан та, хула хӑйӗн халӑх йышӗ пысӑк пулнипе ҫӗнтерет, сулӑмлӑн килсе тапӑнать: Заречье ҫыннисене яланах хӗнесе тӑкаҫҫӗ вара, тата пӗтӗм слобода витӗрех, хӑйӑр тӗмескисем патне — выльӑх виллисене пытаракан «Кӗсре шӑтӑкӗсем» патне ҫитиех хӑваласа каяҫҫӗ.

С Михайлова дня зачинались жестокие бои на льду реки, бои шли всю зиму, вплоть до масляной недели, и, хотя у слобожан было много знаменитых бойцов, город одолевал численностью, наваливался тяжестью: заречные всегда бывали биты и гонимы через всю слободу вплоть до песчаных бугров «Кобыльих ям», где зарывали дохлый скот.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Пӗрре ҫеҫ мар ӗнтӗ ҫак алӑксенчен тӳрех европеецсен масарӗ ҫинелле шыҫӑнса кайнӑ, чиксе-касса, юнланса пӗтнӗ ҫын виллисене илсе кайнӑ.

Не раз выносили из этих ворот прямо на европейское кладбище распухшие, изуродованные трупы в кровавых полосах и кровоподтёках.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Вӗсем пур ҫулсене те, сукмаксене те, пӳрт умӗсене, блиндаж алӑкӗсене, пӑрахса хӑварнӑ машинӑсемпе орудисене, складри апат-ҫимӗҫсене вилтӑпри хӗресӗсемпе хӑйсен салтакӗсен виллисене пӗчӗк минӑсемпе минӑласа хӑварнӑ.

Они усеивали «сюрпризами» дороги, тропинки, пороги изб, двери блиндажей, брошенные машины, орудия, продукты на оставленных складах, даже могильные кресты, даже трупы своих солдат.

Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.

Карательсен отрядне пӗр ҫын юлмичченех пӗтерсе лартнӑ, виллисене шыва пытарнӑ.

Отряд карателей был почти поголовно перебит, трупы палачей крестьяне побросали со скалы в горный поток.

Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.

Ҫапӑҫура партизансем сахаллӑн тӑрса юлнӑ пулин те хӑйсем ҫапӑҫу пуҫарса ярса, паттӑр юлташӗсен виллисене туртса илнӗ.

Поражённые, они, хотя и была их всего-навсего небольшая горстка, пошли в контратаку и отбили тела героев.

Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.

Тӑтӑшах, паллайми ӗнсе ҫунса кайнӑ танкистсен виллисене тупсан, эпӗ вӗсен докуменчӗсене тӗрӗслесе пӑхаттӑм.

Часто, обнаруживая там обожженных до неузнаваемости танкистов, я проверял документы погибших.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пастухов лейтенант ялсенче, ҫырмасенче, ял тулашӗсенче, вӑрман хӗррисенче выртакан ҫакӑн чухлӗ тӑшман виллисене тата пӑрахса хӑварнӑ техникӑна Сталинградра кӑна курнӑ.

Только под Сталинградом видел лейтенант Пастухов такие массы брошенной техники, такое обилие вражеских трупов, валявшихся в лощинах, балках, на полях, у околиц сёл и на опушках лесков, какие видел он здесь, на чёрной и жирной украинской земле, уже сбросившей снежный покров, густо насыщенный весенней влагой.

Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.

Василий Григорьев, Зоя Рухадзе, Барышев художник, Виктор Кириллович Ефремов тата ытти патриотсен виллисене тупрӑмӑр.

Мы нашли тела Василия Григорьева, Зои Рухадзе, художника Барышева, Виктора Кирилловича Ефремова и многих других.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пӗр-ик кун иртсен, ҫав румынсен виллисене каялла турттарса килнӗ: куҫӗсене чавса кӑларнӑ, сӑмсисене, тутисене каснӑ.

Вскоре этих румын привезли убитыми, с выколотыми глазами, отрезанными носами и губами.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Анчах, кураймарӑм тесе ан кӳренӗр, эпӗр кайран виллисене те пулин кайса курӑпӑр.

Но вы не жалейте, мы сходим после посмотреть убитых.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Акӑ халех пурсӑра та шашлик тума касса ваклӑпӑр, шуйттан виллисене, — тет.

— Ось мы вас, дохлых чертей, зараз порубаем на шашлыки.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӗрре эпӗ вуласа пӑхнӑччӗ: Кӑнтӑр Америкӑри ҫеҫенхирсенче индеецсем, хӑйсен юлташӗсен виллисене турттарса пынӑ чухне, вилӗ ҫынна лаша ҫине утлантараҫҫӗ те ун ӳтне йӗнер ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ, тенӗччӗ.

Мне как-то пришлось читать, что в степях Южной Америки индейцы перевозят трупы своих товарищей, усадив покойника верхом на лошадь и привязав его тело к седлу.

ХСIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Малтан вӗсем хӑйсен пӗтнӗ юлташӗсен виллисене ҫиме тапратнӑ.

Сначала они стали пожирать трупы своих погибших собратьев.

LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Нихҫан та курман эпӗ пансене — чӗррисене те, виллисене те, — терӗ Петька, Гузь ҫине татӑклӑнах тапӑнса пырса.

Сроду не видел панов — ни живых, ни мертвых, — заявил Петька, решительно наступая на Гузя.

31 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Виҫӗ карап ҫинче вӗсем хайсен чаплӑрах рыцарӗсен виллисене хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнчех пытарма тиесе кайнӑ.

На трех судах они увозили тела знатных рыцарей, чтобы похоронить их в отечестве.

Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.

Кунсӑр пуҫне тата малалла кайсан урӑх шӑм-шаксем те ҫав этем ӳтне кӑна мар, эпир кашни утӑмрах ытти ҫын виллисене те тӗл пултӑмӑр, ҫавӑнпа пичче хӑйне шанман ҫынсене кӑтартса ӗнентермешкӗн чи лайӑх сыхланса юлнӑ шӑмӑ суйласа илме пултарчӗ.

Ископаемое тело не было единственным в этом обширном костехранилище, на каждом шагу мы натыкались на трупы, и дядюшка имел полную возможность выбрать из них образцовый экземпляр для убеждения неверующих.

XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпир нимӗҫ виллисене турттаратпӑр.

Мы, значит, немцев убираем.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эпӗ ун чух нимӗҫ виллисене турттараттӑм.

Я в ту пору на вывозке битых немцев состоял.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех