Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗҫсем ҫурт нӳхрепӗнчен кукӑр-макӑр пусма картлашкисем тӑрӑх икӗ вилле урисенчен сӗтӗрсе хӑпартрӗҫ.

Из подвала по винтовой лестнице немцы выволакивали за ноги два трупа.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫак юнлӑ каҫхине ӗмӗрлӗхе туслӑн ҫыхӑннӑ икӗ ҫын арман хыҫӗнчи упа паланӗ тӗмӗ ӑшне икӗ вилле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

И вот два человека, отныне навеки связанные этой кровавой ночью, потащили трупы к зарослям бузины, темневшим за мельницей.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ пыратпӑр ӗнтӗ эпир сивӗрен те ӗшеннинчен урӑх нимӗн сисмесӗр, хытнӑ вилле те хисеплеми пулатпӑр.

Вот мы идём, не чувствуя ничего, кроме холода, усталости и нелюбви к окостеневшему трупу.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтӗмпех кураттӑм эпӗ: юр хӳсе кайнӑ шавсӑр урамсене те, пӗчӗк ҫунашка ҫинчи чӗркенӗ вилле те, урам леш енӗпе пӗр карчӑк туртса пыракан тепӗр вилле те куртӑм.

Я видела всё: бесшумные, занесённые снегом улицы, спелёнатый труп на саночках и ещё другой труп, который какая-то женщина везла по той стороне,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑҫал ҫакӑнти ял-йышран виҫҫӗмӗш пайӗ выҫӑпа вилнӗ, кашни ҫемьене пӗрер е икшер вилле пытарма лекнӗ.

В эту зиму в селении около трети жителей умерло от голода, и не было семьи, не похоронившей одного, а то и двух покойников.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑйне икӗ хутчен тӗпченӗ чухне те метис тӳрех ҫапӑҫу тухнинчен пуҫласа каласа пачӗ, малтан вилле вӑрлани ҫинчен асӑнмарӗ те, ҫавӑнпа судра та ҫав ыйтӑва тапратмалла мар турӗҫ.

Он был достаточно осторожен, чтобы начать оба свои показания с драки, не упоминая об ограблении могилы, которое предшествовало драке; и потому решили, что будет благоразумнее пока что не привлекать его к суду.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ике-виҫӗ минут иртрӗ те, — вӗлернӗ ҫынна, утиял ӑшне чӗркенӗ вилле, хупӑлчасӑр тупӑка, чавнӑ вилӗ шӑтӑкне пӗлӗт ҫинчи уйӑх ҫеҫ пӑхса тӑчӗ.

Двумя или тремя минутами позже одна только луна смотрела на убитого доктора, на труп в одеяле, на гроб без крышки на разрытую могилу.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех