Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вальс сăмах пирĕн базăра пур.
вальс (тĕпĕ: вальс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патефон вальс кӗввине шӑрантарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Манашкӑсенчен юлнӑ хӑрӑлти фисгармони кӗввипе вальс, краковяк ташларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, шыв кукрине тухса, йӳлекеленчӗ, пӳлӗмри япаласем пурте харӑсах хускалса кайрӗҫ; чӳречепе сӗтел, ытамлашса, ярӑна-ярӑна, ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса, вальс илтереҫҫӗ; пуканпа шкап та пӗр-пӗринпе тута туса, сас-чӳ кӑлармасӑр карусель ҫаврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫӳлте, пӗрремӗш этажри вестибюльте, нихӑҫан, нимӗнле усал, хаяр вӑй та хавшатайми, путлантарайми ҫамрӑклӑх, яшлӑх «чуччӑвӗ ярӑнса», вут-хӗмленсе, студентсем, ытларах аслӑрах курссенче вӗренекенсем (паллах, вӗсем те ачаллах ӗҫ туртине тӑмасӑр, «Сталин икерчине» ҫимесӗр ӳсмен), шуххӑн «кулса-выляса, тунсӑхпа кичемлӗхе «арпалантарса» вашкӑрттара-вашкӑрттара, кӗвӗ ҫемипе йӑкӑш та йӑкӑш, вӑшш та вашш вальс ҫавӑрттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе кирлӗ пек тытӑмланса, пӗр-пӗрне ҫемҫе, килпетлӗ кулӑпа ӑшӑткаласа, кӗвӗ ҫемине ларса, ярӑна-ярӑна, вальс ҫаврашкисем ҫавӑрттарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хыҫҫӑнах чун уҫҫи «Дунай хумӗсем» вальс хастаррӑн янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Униҫ инке вальс ташлама ӑстах мар пулас, урисене час-часах пӑтраштарса ярать, анчах вӑл ӑна-кӑна пӑхмасть, упӑшкипе танах ҫаврӑнма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Куҫӑмлӑ вальс, — чылайӑшӗ пӗлекен ташӑ ятне каларӗ те Хӗл Мучи, ҫавӑнтах ташӑ кӗвви янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унтан вальс пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вальс кӗввипе хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫаврӑннӑ самантсенче вӑл хӑйӗн кӑт хытӑ пӗчӗк кӑкӑрӗсемпе ман ҫума перӗнмессерен пӗтӗм шӑм-шаккӑма ток ҫапнӑн туйӑнать, анчах ҫав асамлӑ ток, ҫӳҫентерет пулин те, ырӑ киленӗҫ кӳрет, кӑмӑла ҫӗклентерсе, ҫунатлантарса ярать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӑх ҫурри ытла саланса пӗтсен, вестибюльте сасартӑк полк оркестрӗ вальс кӗвви каласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл клубра спетакльсенче те вылять, ялти учительницӑсемпе вальс тата тӗрлӗ краковяк ташшисене те ташлама пултарать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Людмила Сидоровнӑпа Николай Гаврилович ҫӗрӗсемпе те ылмашӑнчӗҫ, вальс кӗввипе ташша та тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Вӗрсе каламалли инструментсем тӗрлӗ маршсемпе вальс кӗввисем калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавӑнтах ун ҫумне тӑчӗ те шӳтлӗ-мӗнлӗ Чайковскин «Евгений Онегинри» вальс сыпӑкӗсене импровизацилерӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр-икӗ ҫаврӑм вальс ташлакаларӗ те Аля Городецкаяна ӑсатма кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Оркестр «Дунай хумӗсем» вальс вылять.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӗнерпуҫӗнчи ҫӗне ҫул каҫне аса илсе, ун умӗнчен вӑл темиҫе хутчен те вальс кӗввине юрла-юрла иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Лешӗ, пӗлнӗ пекех, «Березка» вальс кӗввине янраттара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Нумаях пулмасть П. Н. Осипов «Шуршӑл евчи» комеди, «Вӗҫленеймен вальс» опера либретти роман жанрне хӑюллӑн ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех