Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асаплантарать (тĕпĕ: асаплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӑрӑшатӑп, — терӗ Молли, — анчах манӑн пуҫ ыраткалать, тепӗр чухне асаплантармаллипех асаплантарать.

— Я постараюсь, — сказала Молли, — только у меня бывают головные боли, очень сильные.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак самантӑн чӑн-чӑнлӑхӗ хӑйӗн вӑйӗпе-хӑвачӗпе талккӑшпех хуптӗрлесе сарӑлнӑ усал тӗлӗк пек асаплантарать; пурнӑҫ хаклӑ йывӑрлӑх-тиев туйӑмӗнче, пӗр ҫак туйӑмра кӑна пӑчӑртанса ӗнтӗркет.

Действительность этого момента по всей своей силе переживалась им, как сплошной кошмар; жизнь сосредоточилась и замерла в одном ощущении дорогой тяжести.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Чӑн-чӑн чӑтӑмлӑх, тӳсӗмлӗх пулманнине ӑнланни асаплантарать ӑна.

Сознание, что не было настоящей выдержки и терпения, терзало его.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Анчах Аннӑна курас килни асаплантармаллипех асаплантарать, ҫакна пула куҫӗсем йывӑр куҫҫульпе, хӑйне пӗтнӗпе пӗрех туякан, хуҫӑлнӑ арҫыннӑн сайра куҫҫулӗпе тулчӗҫ.

Но мучительное желание увидеть Анну вызвало на его глаза тяжкие слезы, скупые слезы мужчины сломленного, почти добитого.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Тарт ашшӗ ҫине тӳсӗмсӗррӗн пӑхать, вӑл хула ҫинчен калавне пуҫласса кӗтет, ҫакӑ ӑна тертлентерет ӗнтӗ, пӗлес килнипе асаплантарать.

Тарт нетерпеливо смотрел на отца, ожидая, когда он приступит к рассказу о городе, который уже мучил и терзал его любопытство.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Йытӑ пӗр уринчен теприн ҫине вӗчӗхерех пускалать, хуҫи ҫине кӗлӗ тунӑн-усаллӑн пӑхкалать, ҫинҫен нӑйкӑшать; ӑна сӑсар шӑрши тӳсмелле мар асаплантарать, анчах Тарт туртма чарӑнмасть-ха.

Собака нервно переминалась с ноги на ногу, рассматривая хозяина молитвенно-злыми глазами, и тонко скулила; запах куницы нестерпимо томил ее, но Тарт продолжал курить.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Ӑна мухмӑр асаплантарать, кӑкӑрӗнче хӗртет.

с тяжелой головой, с жжением в груди,

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Вӑл пире хаяррӑн асаплантарать, — терӗ Вениамин.

Он злобно мучает нас, — сказал племянник.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

— Мана туса пӗтереймен ӗҫ асаплантарать, — тепӗр хут каларӗ Лорх.

— Меня мучает недоделанное дело, — повторил Лорх.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

— Мана пӗтереймен… вӗҫленеймен ӗҫ асаплантарать, — терӗ Лорх тухтӑра.

— Меня мучает недоделанное дело, — сказал Лорх доктору.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Ӑна виҫесӗр тилӗрӳ асаплантарать.

Гневное исступление терзало его.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫав вӑхӑтрах ӑна, пач айӑпсӑр ҫынна, тӗрмене хуптарса, миҫе кун асаплантарать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шыв ӗҫес килни асаплантарать.

Мучила жажда.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Мана улпут асаплантарать пулсан — юрӗччӗ-ха вӑл, тӳсме пултаратӑп, анчӑк ҫисе ятӑр ӑна, вӑл эпӗ пӗлменнине пӗлекен ҫын.

— Измывается надо мной барин, — ну, ладно, могу терпеть, пёс его возьми, он — лицо, он знает неизвестное мне.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Мана ак епле ыйту асаплантарать… —

Меня вот какой вопрос мучает… —

Кӑвайт умӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Вӑл мана улталать е юри асаплантарать пуль, тенӗччӗ эпӗ, анчах ҫак вӑхӑтра пӗр полицейски: — Мӗн, Кошевая… тытнӑ-и мӗн? — ыйтрӗ Захаровран, тӗлӗнсе.

Я всё ещё надеялась, что он обманывает меня или просто так мучает, но тут один полицейский удивлённо спросил у Захарова: — А что, разве Кошевого уже того… поймали?

Палачсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫак шухӑш ӑна суранран та ытларах асаплантарать имӗш.

От этого он мучился, пожалуй, больше, чем от боли.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл Остапа ҫав тери хаяррӑн асаплантарать, тискеррӗн муритлет — ку асапа площаде пухӑннӑ ҫынсем те пӑхса тӑма пултараймаҫҫӗ, вӗсем, каялла ҫаврӑнса, куҫӗсене аллисемпе хуплаҫҫӗ.

И так он Остапа пытал и мучил, что все, кто стоял на площади, не в силах были смотреть, отворачивались и закрывали глаза.

«Илтетӗп, ывӑлӑм!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Халӑх пинӗ-пинӗпе пухӑнать, хӑй тӗллӗн юрлакан кӗслине итлет те: «Патшине хӑйне шыва путарса вӗлермелле пулнӑ. Мӗншӗн вӑл чухӑнсене асаплантарать?» — тет.

Собирается народ, слушают люди гусли-самогуды и говорят: «Надо бы самого царя утопить. Зачем он над бедными знущается?»

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл вӗҫӗмсӗрех асаплантарать, вилсен вара нимӗнле асаплӑх та ҫук.

Только жизнь заставляет страдать. Умереть не больно.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех