Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анкарти сăмах пирĕн базăра пур.
анкарти (тĕпĕ: анкарти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни каҫах, лаша утланса, хирелле, анкарти хыҫнелле, туха-туха ҫӳрет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макҫӑм урам еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӑйсенчен инҫех мар пӗр ушкӑн арҫын, вӗсенчен ҫур анкарти тӑршшӗнче ыттисем те тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Степнов арӑмӗпе пӳртрен хӗрсех япала-тупра тултать, анкарти варрине ҫӗклет, пысӑк шӑтӑка тултарать.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анкарти хыҫӗпе тӳрех кил хушшине пырса кӗрет вӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куҫ хупса иличчен ҫав ҫунатсем хӗвеле хупласа хурасла анкарти пек сарӑлса та кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Анкарти енне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Эсӗ пӳрте кӗнӗ чухне анкарти енне тухакан алӑка питӗрмен манса кайман и?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Астӑватӑн-и, мӗнле виҫ-тӑват хӗрарӑм пухӑнса, сухапуҫне кӳлӗнсе анкарти сухаларӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Улӑха тухсан, укӑлча карти хӗррипе сӑрт ҫине улӑхрӗ, анкарти ҫумӗнчи сукмакпа утрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тепӗр самантран анкарти енчи ҫатан ҫатӑртатрӗ, тата тепӗртакран ҫенӗк алӑкӗ йывӑррӑн хӗсӗнсе хупӑнни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Санька киле анкарти витӗр никама систермесӗрех пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Анкарти хыҫӗнчех комбайн ларать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ир те, каҫ та сан анкарти хыҫӗпе иртетӗп-ҫке.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапла тесе, ӗҫсе парам та ку черккене, ӑсатса ярам сама анкарти вӗҫне ҫитиччен.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Темле трест управляющийӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ вӑл, ҫамрӑк кин, канлӗхре, анкарти пек аслӑ хваттерте ӗҫ тӗлне пӗлмесӗр ӳснӗскер.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӑх-ха унӑн хӗрӗх сотӑхлӑ пахчине — лупас хыҫӗнчен пуҫласа анкарти вӗҫне ҫитичченех ҫӗрулми.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тепри кун пек катӑк кӗтеслӗ алӑка анкарти вӗҫӗнче выртсан та йӑтса кӗмӗ, хускатса та пӑхмӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унӑн ывӑлне, Пурхилене, анкарти те кирлӗ мар, вӑл хула ҫынни ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев вара учительте, пӗр хушӑ вӑрман хуралҫинче ӗҫленӗ май пысӑк ҫӗр лаптӑкне хапсӑнман, ӑна анкарти те ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Таҫта анкарти хыҫнелле ан кай-ха, — пӳлчӗ кил хуҫине Таранов.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех