Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллинчен (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Халь сан йӗрӳпе эп тепре кайса килем-ха, шанчӑклӑрах пултӑр, — тилхепене Алюш аллинчен илчӗ Игорь.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Кремль керменӗнчи Екатерина залӗнче Раҫҫей Президенчӗн Администраци ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗн Сергей Кириенкӑн аллинчен илнӗ патшалӑх награди ял хутлӑх пуҫлӑхӗн асӗнче ӗмӗрлӗхех асра юлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ҫыннине Мускав хулинче чысланӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/chyslav/2024-07- ... an-3850181

Тротуар ҫине ача-пӑча аллинчен ӳксе юлнӑ ҫӑкӑр-булка е кукӑль татӑкне тапкаланине те курнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Хӗрарӑм, шартах сиксе, упӑшкин аллинчен ярса тытрӗ, ток иртекен пралук е урӑх япала ҫине пусмарӑм-ши тесе каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

— Ытлашши ан васка-ха, Иринка, — унпа танлашса, аллинчен тытрӗ Ҫеркей, анкартинчен ансӑр сукмак вӗҫне тухсан.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Луки тете трубкӑна мӑнукӗн аллинчен туртса тенӗ пек илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Кунта районти ҫамрӑксемпе хастар ӗҫ-хӗл илсе пынӑ ертӳҫӗсем, хӑйсем те хастар пулнӑ ҫамрӑксем район пуҫлӑхӗн аллинчен тӗрлӗ шайри Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аттестат — аслӑ пурнӑҫа путевка // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... na-putevka

И.И. Ефремова, В.В. Максимов, Т.С. Тимергалеева, Н.М. Миннетуллина, Н.М. Алякина, М.С. Колисниченко, Л.Н. Симендеева, Е.И. Воронова, З.П. Лебедева, Л.В. Петрова, Е.А. Михайлова районти (округри) нумай ҫынна чир-чӗртен сиплесе ура ҫине тӑма пулӑшнӑ, вилӗм аллинчен туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шур халатлӑ ӗҫченсене чысланӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d1%88%d1%8 ... %bd%d3%91/

Йӑлине туса ирттерсен, вӗсен аллинчен тӗрлӗ сӑйсем пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Колхоз лашисем хушшинчи тихасене курчӗ те хайхи Сынок ача аллинчен вӗҫерӗнсе сиккипе ярӑнтарчӗ вӗсен еннелле.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

— Марина, лӑплан, — терӗм, аллинчен хуллен сӑтӑрса.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Пӗтӗмпех тунсӑхласа ҫитрӗм, — терӗ Виктор шӑппӑн, хӗре аллинчен тытса.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Аллинчен тытрӑм та хуллен тӗртсе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӑвӑрт утса пырса, эпӗ йӑмӑка аллинчен ярса тытрӑм та хам енне туртрӑм.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Юлашкинчен эпӗ йӗтӗре ярса тытрӑм та ӑна аппа аллинчен туртса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Аллинчен, хулпуҫҫинчен, пуҫӗнчен.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пирӗн тӗле ҫитсен, Коля тилхепене ача аллинчен илчӗ те лашана кӳршӗ ҫурт еннелле туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Чир-чӗрӗ те ҫулӑхма пуҫларӗ, — сӑран сумкине Верук пӗр аллинчен теприне куҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫак кун район пуҫлӑхӗн аллинчен нумайӑшӗ районӑн пурнӑҫӗнче хастар хутшӑннӑшӑн тата ветерансен юхӑмне аталантарас, ҫирӗплетес енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пограничник кунӗнче // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... nik-kunnce

Пӳртре пурӑнса хӗл каҫни, ҫын аллинчен шикленми пулнӑскер, вӑл картишне илсе тухсанах «именсе» кайрӗ: вӗҫме те вӗҫеймест хӑй, ҫапах та тыттармасть, чалт-чалт сиккелет те ҫунаттисемпе сулкалашанҫи пулса самай аякка тарса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех